Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Октябрӗн 2020, 13:30

Шкулти хăтлăх çын ĕçе мĕнле тунинчен нумай килет

Эпир пурте шкул витĕр тухнă. Пĕлÿ çурчĕ кашни ачан пурнăçĕнче пысăк витĕм кÿрет. Ялпа паççулкасемшĕн вăл пĕлÿ çеç мар, ырăлăх, тасалăх, йĕркелĕх, юрату, пултарулăх çăлкуçĕ пулса тăрать. Чи кирли кунта - çак çăлкуç ялан янкăр та таса пулни.

Кашни ача шкул пĕтересен ырă шухăшсемпе, мал ĕмĕтпе, пысăк плансемпе, хайне вĕрентнĕ учительсемпе шкул ĕçченĕсем çинчен ăшă асаилÿсемпе тухса каймалла. Эпир хамăр вĕрентекенсене, йывăç пĕренесенчен хăпартнă шкул çурчĕсене, тăвăр та вутпа хутмалли классемпе йывăç партăсене куç умне кăларса тăрататпăр. Вĕрентекенсемпе пĕрле ытти шкул ĕçченĕсем çинчен те каласа хăварас килет. Уй-шухăшсăр та телейлĕ ачасем уйланă-ши эпир кам пирĕншĕн тăрăшнине? Шартлама сивĕ кунсенче шкула пырса кĕнĕ чух таса та çутă, ăшă та хăтлă классем пире кĕтсе тăратчĕç. Эпир çак ырлăх яланах çапла пулмалла тесе шутланă. Çак шухăшсемпе эпĕ Суккул шкулĕнче пĕр теçетке çул çеç мар ĕçленĕ хисеплĕ тыл ĕçченĕ Мархаба аппа Губайдуллина патне çул тытрăм.
- 1950 çултанпа Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнчи 7 çул вĕренмелли шкулта урай çăвакан пулса ĕçлеме тытăнтăм. Шкул директорĕ пулса вăрçă вучĕ витĕр тухнă, Кăратмас ялĕнче çуралса ÿснĕ Иван Семенович Вождаев ĕçлетчĕ. Маларах эпĕ вăрçă вăхăтĕнче вăрман йăвантарнă, Кивĕ Шахово ялĕнчи электростанци хăпартнă çĕрте ĕçленĕ. Çавăнпа та йывăр ĕçрен хăраман. Хуçалăхри мĕнпур ĕçе тăваттăн - Елизавета Платонова (завхоз Николайăн арăмĕ), Валентина Платонова, Мария Никитина тата эпĕ - пурнăçлаттăмăр. Хĕл валли вутă хатĕрлеттĕмĕр, ăна касса-çурса купалаттăмăр. Унтан юсав ĕçĕсене тăваттăмăр. Ку ĕçе учительсем те хутшăнатчĕç. Партăсене, чÿрече янаххисемпе рамисене сăрлаттăмăр, стенасене тултан та, шалтан та тăмпа шăлса якататтăмăр, шурататтăмăр. Унсăр пуçне пахча çимĕç ÿсекен шкул пахчинче те ĕçлеме тÿр килетчĕ. Уйрăмах кĕркуннепе çуркунне йывăртарах пулатчĕ. Улăштарса тăхăнмалли атă-пушмак çинчен сăмах та пулман. Ачасем 4-7 çухрăмри Вознесенка, Никитинка, Михайловка, Князевка, Рождественка ялĕсенчен çуран килетчĕç. Классенче çăпатапа, кирза атăсемпе ларатчĕç. Уроксем хыççăн пылчăклă урайсене кĕреçепе хырса çума тиветчĕ. Шыва кĕркуннепе çуркунне Казбей çăлкуçран, хĕлле пусăран йăтаттăмăр. Пиртен кашниех 4 класс пÿлĕмĕсене çăватчĕ. Урайне сивĕ шывпа çунăран алăсем шăнса кÿтетчĕç, хĕрелетчĕç, кайран суратчĕç. Ĕç кунĕ вĕçленнĕ çĕре çурăм та ырататчĕ, - аса илет иртнине Мархаба Губайдуллина.
Шкулсем ялсенче тĕрлĕрен пулнă. Вĕрентÿ сферинче пулса иртекен улшăнусем пирĕн ялти шкула та килсе çитнĕ. Шкул ушкăнĕн пĕтĕмĕшле вăй-халĕпе вĕренÿ класĕсене анлăлатнă, пурлăхпа техника базине çирĕплетнĕ. Хуçалăхри ĕçсене тума çăк турттармалли автомашина туяннă. Аслă пĕлÿллĕ учительсене ĕçе илнĕ хыççăн 1956 çулта пĕлÿ çурчĕ 10 çул вĕренмелли шкул пулса тăнă.
- Шкул валли тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр илме укçа-тенкĕ çитместчĕ. Курăмлă вĕренÿ хатĕрĕсене (наглядные пособия) учительсем хăйсем хатĕрлетчĕç. Ку ĕçре географи учителĕ Иван Егорович питĕ ăстаччĕ. Хальхи пек астăватăп пурте ĕç укçинчен пухса шкул валли 4 тенкĕ те темиçе пус тăракан стена çине çакмалли киреллĕ сехет илнине. Ун хыççăн урок, тăхтав вăхăчĕ пуçланни çинчен систерекен бронза шăнкăрав çирĕп расписани тăрăх шăнкăртататчĕ. Апла пулсан та техничка ĕçĕ улшăнман. Пирĕн çире ятарлă тумтиртен халатсемпе ватниксем çеç пулнă. Централизациленĕ вĕри шывпа тивĕçтересси çинчен сăмах та пулман. Шкула электричество кĕртесси çинчен калаçусем çеç çÿретчĕç. Çавăнпа та керосин лампи шкулта та, кил-çуртра та çутă паракан нимпе те ылмаштарма çук хатĕр пулнă, - тет Мархаба аппа тарăн шухăша путнă май.
Кăшт тăхтасан ватă кинемей хăйĕн асаилĕвне малалла тăсрĕ:
- Ĕç вырăнĕнчи, пурнăçри хĕнлĕхсене пăхмасăр вĕрентекенсемпе вĕренекенсем валли килти евĕр хăтлăхпа тирпейлĕх тума тăрăшаттăмăр. Вĕрентекенсем те пире хисеплесе: «Техничка учительтен ытлашши уйрăлса тăмасть», - тетчĕç. Çак сăмахсем пире тата та тăрăшарах ĕçлеме хистетчĕç, кăмăла çĕклетчĕç. Хĕл кунĕсенче ирхи 4 сехетре кĕл кăларма, классенче кăмака хутма пуçлаттăмăр, шкула кĕмелли çулсене юр хурсан хыраттăмăр. Керосин лампин колбисене хăрăмран кĕлпе тасататтăмăр. Кашни класра вĕсен шучĕ виççĕ-тăваттăран кая марччĕ. Кунсерен керосин яма тÿр килетчĕ. Çулла хатĕрленĕ вутта касса çураттăмăр, классем тăрăх йăтаттăмăр. Хăш чухне ĕç урокĕ вăхăтĕнче пире вĕренекенсем пулăшатчĕç. Çултан çул çак ĕçсене пурнăçлама тÿр килетчĕ. 1974 çулта эпир çĕнĕ хăтлă шкула куçрăмăр. Пирĕн телее нимĕнпе те виçсе пулмастчĕ! - каласа парать Мархаба аппа.
Шкулта Мархаба аппа 37 çул ĕçленĕ. «Мĕн чухлĕ вĕренекен сирĕн аллăр витĕр тухнă?», - тесе ыйтсан: «Миçе пулнине калаймастăп, Суккул ялĕнчи вăтам шкулта 1950-1987 çулсенче вĕреннĕ ачасене хамăн вĕренекенсем пекех туятăп, вĕсен воспитанийĕнче, ăс-тăн аталанăвĕнче хамăн тÿпе пур тесе шутлатăп, - терĕ вăл. - Вĕсем халĕ те тĕл пулсан сывлăх сунаççĕ, пурнăç çинчен ыйтса пĕлеççĕ. Шкул пурнăçĕ çинчен аса илеççĕ. Çакă мана питĕ савăнтарать, - сăмахне вĕçлерĕ вăрçă тата ун хыççăнхи хĕн-асапа тÿснĕ тыл ĕçченĕ.
Галметдин СУЛТАНОВ.
Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.
Читайте нас: