Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
21 Октябрӗн 2020, 13:15

Студент çулĕсем асран каймаççĕ

Хам вĕренсе тухнă Пелепейĕнчи педагогика училищин паянхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен пĕлес килнипе эпĕ «Урал сасси» хаçат редакцине шăнкăравланăччĕ. Ман ыйтăва хăй çавăнта вĕреннĕ, халĕ унта педагогика преподавателĕ пулса ĕçлекен Елена Ивановна Каримова тивĕçтерчĕ. Уншăн ăна пысăк тав. Халĕ вара хамăн аса илÿсемпе паллаштарасшăн.

Эпир «А» ушкăнра вĕренеттĕмĕр. Çак училищĕре 1960-1964 çулсенче пĕлÿ илтĕмĕр. Ушкăнра пурĕ 30 ачаччĕ. Иккĕшĕ тухса кайрĕç. Иккĕмĕш курсра тата иккĕн килчĕç. Çак йышпах вĕренсе пĕтертĕмĕр. Ун чухне училище директорĕ Г.Г. Муртазинччĕ. Кайран вăл Ĕпхĕве куçса кайрĕ. Ун вырăнне Т.И. Аминев юлчĕ. Вĕрентекенсем пирки калас пулсан, вĕсем пурте пуян та паха опытлă специалистсемччĕ. Чăваш чĕлхипе А.И. Иванов, математикăпа Р.Х. Салихова вĕрентрĕç. Пирĕн ушкăна малтан Роза Бареевна, кайран Р.В. Уразметов ертсе пычĕç. Р.В. Уразметов биологи вĕрентетчĕ. М.Т. Усановпа М.Г. Усманов физкультура учителĕсемччĕ. К.Б. Валиуллинпа М.Х. Валиуллина историксем тĕнчери çĕнĕлĕхсемпе паллаштаратчĕç. Музыкăпа А.П. Сорокин вĕрентрĕ. Спиридонов хушматлă преподаватель оркестр ертсе пыратчĕ. Вырăс чĕлхи предмечĕпе А.А. Кухарева ăс паратчĕ. Вăл чăваш ачисем вырăсла лайăх пĕлччĕр тесе çав тери тăрăшатчĕ. Рисованипе А.Д. Сущенко, ĕç урокĕсене Н.К. Бебик, химипе Тамара Александровна, географипе М.М. Сафина вĕрентрĕç.
Училище хыççăн пурте тенĕ пекех институтсене вĕренме кĕтĕмĕр. Эпĕ Эрĕнпурти биологи факультетне пĕтертĕм. Училище пĕтерсен хам çуралса ÿснĕ Нукасак ял шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентрĕм. Аслă пĕлÿ дипломне ала илсен биологи, географи предмечĕсен учителĕ, завуч пулса ĕçлерĕм. Манăн педагогика стажĕ - 35 çул.
Пĕр ушкăнра ăс пухнă А.Я. Алексеев студента вĕренсе пĕтерсен тÿрех училищĕне музыка вĕрентме хăварчĕç. 25 çул иртсен ун патĕнче Пелепейĕнче хăнара та пултăмăр. Пирĕнпе пĕрле вĕреннĕ Ю.М. Виноградов Шупашкарта ĕçлесе пурăнать. Вăл - филологи наукисен кандидачĕ.Чăваш чĕлхипе учебниксем кăларать. И.А. Акимов - математика наукисен докторĕ, Эрĕнпурта ĕçлесе пурăнать. Е.Ф. Исакова - Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕнчи шкулта завуч, директор пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. А.Т. Алексеева тĕрлĕ шкулсенче директор, С.Г. Саватнеева завуч пулса тăрăшнă, В.М. Аитова Ĕпхÿри архивра вăй хунă.
Пире практикăна уроксем пама тĕрлĕ ялсене А.И. Кудряшова илсе çÿретчĕ.Вăл педагогика, психологи урокĕсене вĕрентнĕ, кайран студентсене практикăсене илсе çÿре пуçларĕ. Шкулсене юрласа автобуспа кайса килеттĕмĕр. Студент пурнăçĕ хаваслăччĕ. Концертсем, спорт ăмăртăвĕсем, спартакиадăсем иртетчĕç. Пирĕн училищĕпе хулари пĕр çар чаçĕ туслăччĕ. Пĕр шăмат кун вĕсем пирĕн пата ташă каçне килетчĕç, тепĕр эрнене хăйсем патне чĕнетчĕç.
Килтен атте-аннесем укçа ярса парсан е стипенди илсен «Девон» кинотеатра кинона каяттăмăр. Канмалли кунсенче юлташсем патне ытти ялсене хăнана çÿреттĕмĕр. Валентина Аитова, Светлана Усова, Антонина Леонтьева патĕнче хăнара нумай хутчен пулнă.
Тăваттăмĕш курсра вăрăм практика пулчĕ. Пире Тамарăпа иксĕмĕре Пишпÿлек районĕнчи Мелевĕспуç ялне ячĕç. Унта пире Татьяна Егоровна вĕрентекен кĕтсе илчĕ. Практика ăнăçлă иртрĕ. Ачасен ашшĕ-амăшĕсем те пире хаваспах йышăнчĕç. Тав тăвас тесе хăнана чĕнетчĕç. Вĕсем патне пире Татьяна Егоровнан шăллĕ Володя лашапа илсе каятчĕ. Çапла сисĕнмесĕрех тăватă çул иртсе кайрĕ. Халĕ те асрах-ха çав вăхăтсем. Ĕнер кăна студент пулнă пек.
Анфиса АНТОНОВА.
Авăркас районĕ, Нукасак ялĕ.
Читайте нас: