Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Октябрӗн 2020, 12:22

Алă ĕçĕ - пурнăç тыткăчи

Ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарасси чăваш вĕрентĕвĕнче яланах пĕрремĕш вырăнта тăнă, тăрать те. Иван Яковлевич Яковлевран пуçласа паянхи чи ăста педагогсем таранах ку темăна хăйсен ĕçĕнче пысăк вырăна хунă. Республикăри хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕн Пелепейĕнчи уйрăмĕн специалисчĕсем те хăйсен занятийĕсенче çак пысăк ыйтăва татса пама тăрăшаççĕ.

Хевтесĕр ачасен тĕнчи ыттисенни пек мар. Вĕсене пурнăçа хăнăхтарма хамăр уйрăмра тĕрлĕ комплекслă программăсемпе усă куратпăр. Центрта аталанма майсем çителĕклĕ. Сенсор пÿлĕмĕнче тĕрлĕ хăнăхусем туса ачасен сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ. Вĕсемпе дефектологсем, психологсем, логопедсем ĕçлеççĕ.
Вĕрентÿ программинче ĕç воспитанийĕ пысăк вырăн йышăнать. Уроксенче ачасене тĕртме, вĕтĕ шăрçапа тĕрлеме, çĕлеме вĕрентетĕп. Çаксем - пурнăçра кирлĕ хăнăхусем. Тĕртме вĕрентесси хута явса тĕрлĕ япаласем ăсталассинчен пуçланать. Ку - чи кăткăс ĕçсенчен пĕри. Асăннă занятисем ачасене хачăпа тĕрĕс касма, ритм туйăмне, алă хусканăвне аталантарма пулăшаççĕ. Занятисенче салфеткăсем, калăпăшлă кайăксем, чĕр чунсем хатĕрлетпĕр, пĕтĕрнĕ хутсенчен карçинккасем аватпăр. Ачасем уйрăмах атлас лентасемпе тĕртме кăмăллаççĕ.
Аллисем самаях ĕçлеме хăнăхнă хыççăн вак шăрçапа тĕрлес ĕçе тытăнатпăр. Центр воспитанникĕсем вак шăрçасенчен хаваспах ал суллисем хатĕрлеççĕ, унта хăйсен ячĕсене те çырса хураççĕ. Ку ĕçе пурнăçлама ятарлă станок кирлĕ. Станоксене лавккасенче туянма та, килте хатĕрлеме те пулать. Реабилитаци центрне çÿрекен ачасем йывăç станокпа тĕртеççĕ.
Тепĕр кăткăс ĕç - тĕрлĕ тĕслĕ çипрен пĕчĕк палассем тĕртесси. Вĕсене пукан çине сарма та, пÿрт ăш-чиккине илемлетмелли хатĕр пек те усă курма юрать. Ку ĕçе те станокпа пурнăçлаççĕ. Ĕç ăнăçлă пулса тухни ачасен кăмăлне çĕклет. Кунта, паллах, вĕрентекенсен ырă кăмăлĕ тата ăсталăхĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Нумай чухне вĕренекенсем лайăх ĕлкĕрсе пыраççĕ кăна мар, хăйсен ĕçĕсемпе тĕрлĕ пултарулăх куравĕсене те хутшăнаççĕ. Реабилитаци центрĕнче илнĕ хăнăхусем ачасене пурнăçра питĕ кирлĕ. Хевтесĕррисем пурнăç çулĕпе тĕрĕс-тĕкел утни педагогсемшĕн темĕнле парнерен те паха.
Антонида ФАДЕЕВА, Пелепейĕнчи хевтесĕр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрĕн специалисчĕ.
Читайте нас: