Октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче хаклă çыннăмăрсем çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа хĕрĕхе яхăн çул çитет. Сире çемье уявĕ ячĕпе пур кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр. Кун-çулăр вăрăм та такăр, телейĕр тулли, сывлăхăр çирĕп пултăр. Тăван кил ăшшине нумай-нумай çул упраса, ачăрсемпе мăнукăрсен пархатарĕпе ĕмĕр савăнса пурăнмалла пултăр. Эсир пурришĕн эпир чунтан савăнатпăр, пире чун парса тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстернĕшĕн, ăс панăшăн çĕре çити пуç таятпăр.
Вăрăм пултăр сирĕн ĕмĕрĕр,
Хурçă евĕр пултăр сывлăхăр,
Çăлкуç евĕр таптăр вăй-халăр,
Умра çиçтĕр тулли телейĕр.
Ăшă салампа - хĕрĕпе кĕрÿшĕ, ывăлĕсемпе кинĕсем, мăнукĕсем, аппăшĕсемпе йăмăкĕсем,
шăллĕсем тата вĕсен çемйисем, çывăх тăванĕсем.