Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Октябрӗн 2020, 13:14

Чăн юрату пĕрре пулать

Вăхăт темĕн чухлĕ иртсен те ылтăн хуралмасть‚ хăйĕн илемлĕхĕпе пахалăхне çухатмасть. Çемье те çавăн евĕр... Эпир паллаштаракан çемье те таса туйăмсене çухатмасăр нумай çул юратупа килĕшÿре пурăннă.

Кармаскалă районĕнчи Митриски ялĕнче пурăнакан Михаил Ивановичпа Анастасия Витальевна Ивановсен çемйи - ялти сумлă çемьесенчен пĕри шутланать. Кăçал хисеплĕ мăшăр пĕрле пурăнма тытăннăранпа 50 çул çитнине уявланă.
Ивановсем пĕр-пĕринпе алла-алăн тытăнса сахал мар хура-шурне тÿссе ирттернĕ. Куллен иртен пуçласа каçчен Ленин ячĕллĕ колхозра ĕçленĕ. Çавăн пекех хăйсен хуçалăхне тытнă‚ ял пурнăçне хастар хутшăннă. Тĕслĕхлĕ çемьен тĕп мăнаçланмалли сăлтавĕ вара çĕнĕ пурнăç парнелени‚ йăха тăсни. Михаил Ивановичпа Анастасия Витальевна 5 ача çуратса çитĕнтернĕ. Вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ю ратупа татура пурăнса ирттернĕ мăшăра 11 мăнук пурри савăнтарать. Вĕсем - Ивановсемшĕн чи пысăк пуянлăх.
Ылтăн юбилярсен чĕрипе кăмăл-сипечĕ те ылтăн пулнине палăртса хăвармалла. Паян вĕсем пурнăçпа савăнса тата киленсе пурăнаççĕ, таврари çамрăк çемьесемшĕн ырă тĕслĕх шутланаççĕ.
Ирида НОВИКОВА.
Кармаскалă районĕ‚ Митриски ялĕ.
Читайте нас: