Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Октябрӗн 2020, 13:34

Халăх культурипе историйĕн чи лайăх утравĕсем

Кăçал пуçласа чăваш наципе культура автономийĕсен пуçарăвĕпе йĕркеленнĕ музейсен куравĕ иртрĕ. Мероприятие Чăваш наци музейĕпе Чăваш наци конгресĕ «Музей - территорие аталантармалли хатĕр» регионсем хушшинчи фестивальпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Асăннă фестиваль Шупашкар хулинче октябрь уйăхĕн 5-9-мĕшĕсенче иртнĕ. Проект авторĕ - Çеçпĕл Мишшин Шупашкарти музейĕн ертÿçи Антонина Андреева.

Антонина Васильевна каласа панă тăрăх, çак шухăш 2017 çултах, ЧНК чăвашсем йышлă пурăнакан вырăнсем тăрăх «Мурманскран пуçласа Байкала çити» çулçÿрев йĕркеленĕ хыççăнах çуралнă. Ун чухне вĕсене чăваш халăх пурнăçне сăнласа паракан сахал мар пÿлĕмпе кĕтес, пĕчĕк музей курма тÿр килнĕ.
Хăйсен историлле çĕршывĕнчен инçетре пурăнакан чăвашсем мăн аслашшĕсен историлле астăвăмне тата культура еткерне упраса хăварма тăрăшни савăнтармасăр пултараймасть. Унсăр пуçне çак утравсем йăхташсене пĕр тĕвве пуçтармалли центрсем пулса тăраççĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕсем унта наци уявĕсене ирттереççĕ, çитĕнекен ăрăва хамăр культурăпа паллаштараççĕ.
Хальхи вăхăтра пирĕн çĕршывра 80 чăваш наципе культура автономийĕ. Вĕсенчен кашниех тенĕ пек пĕчĕк музей те пулсан йĕркелеме тăрăшать. Ытларах чухне музейсене кашни хăй пĕлнĕ пек, музееведени ыйтнине пăхăнмасăр йĕркеленĕ темелле. Çавăнпа та çак музейсен конкурсне пуçаруçăсене мухтас, хавхалантарас тесе çеç мар, вĕсене пулăшас тесе те пуçарса янă.
- Тăван халăхăн йăли-йĕркине сăнласа паракан кĕтессемпе пĕчĕк музейсем йĕркелесси - питĕ чăкăлтăш ĕç, - тет Антонина Андреева. - Экспонатсем пуçтарасси çеç мар, вĕсене тĕрĕс вырнаçтарасси, куракансене илĕртекен кирлĕ пек лару-тăру йĕркелесси те пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çавăнпа та Чăваш Республикинчи экспертсем чăваш пĕрлĕхĕсем валли кирлĕ сĕнÿсем хатĕрлеççĕ.
Конкурс «Пире тăван чĕлхе ĕмĕрлĕхех пĕрлештертĕр!» девизпа кăçалхи февраль уйăхĕнче пуçланнă. Август уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне Пушкăртстанпа Тутарстан республикисенчи, Красноярск крайĕнчи, Ханты-Мансийск автономи округĕнчи, Иркутск, Тюмень, Оренбург облаçĕсенчи чăваш культура пĕрлешĕвĕсенчен этнографи центрĕсене, халăх йăли-йĕркин кĕтесĕсене, пĕчĕк музейсене сăнласа паракан мультимедийлă презентацисем ярса панă.
Экспертсен умне тăратнă вун икĕ презентаци хушшинче шкул коллекцийĕсем те, уйрăм çынсен те пулнă. Сăмахран, Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнчи Степановсен çемйин чăваш кĕтесне илер. Унта чăваш халăхĕн кулленхи пурнăçра усă куракан япалисем, авалхи кĕвĕ инструменчĕсемпе ĕç хатĕрĕсем, наци тумĕ, альбомсемпе сăн ÿкерчĕксем вырăн тупнă.
Шупашкарти экспертсем пур ĕçсене те пĕтĕмлетнĕ хыççăн Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал шкулĕнчи музее чи лайăххи тесе палăртнă. Чăваш Хурамал музейĕн пухмачĕнче темĕн тĕрлĕ экспонат та пур: революцичченхи чугун утюгран пуçласа СССРăн юлашки çулĕсенчи ача-пăча теттисем таранах. Стендсем çинче ăру-тăванлăх йывăççисем, ял историйĕ, Тăван çĕршывăн аслă вăрçин паттăрĕсем, паллă ял çыннисем вырнаçнă. Çак ялта çуралса ÿснĕ паллă меценатăн, Василий Васильевич Николаевăн, пÿлĕмĕ музейри чи паха куравсенчен пĕри шутланать. Ăна хăй вăхăтĕнче Чăваш наци музейĕнчен Чăваш Хурамалне куçарса килнĕ.
Çак пуян еткере Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, математика тата информатика учителĕ Юрий Леонтьев ертсе пырать. Музей сайра хутра çеç уçăпа питĕрĕнет. Ку пÿлĕмре педагог класс тулашĕнчи мероприятисем йĕркелет. Çавна пула ял шкулĕн ачисем питĕ ăста экскурсисем ирттереççĕ. Вĕсен ĕçне сăнласа пани шăпах чăвашхурамалсене çĕнтерÿ илсе килнĕ те.
- Эпир Иркутск, Тюмень облаçĕсенчи тата çĕршывăн ытти регионĕсенчи конкурентсенчен иртсе кайрăмăр. Çакă мана питĕ савăнтарать. Пур презентацине те питĕ илемлĕ йĕркеленĕччĕ, анчах музей çитĕнекен ăрушăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни çинчен пурте каламарĕç. Эпир çакăн çине тимлĕх уйăртăмăр. Шăпах вăл пире çĕнтерме пулăшрĕ те, - тет Юрий Харитонович.
Хисеплĕ иккĕмĕш вырăна та экспертсем «пушкăртсене» - Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă шкулĕнчи историпе краеведени музейне - панă. Ăна чăваш чĕлхипе литература учителĕ Надежда Васильева ертсе пырать. Кăшăлвирус пандемине пула конкурс пĕтĕмлетĕвĕсене видеоролик урлă пĕлтернĕ, çĕнтерÿçĕсемпе призерсен дипломĕсене электронлă почтăпа ярса панă.
Çавăн пекех иккĕмĕш вырăна шланлăсемпе пĕрле Иркутск облаçĕнчи Зимин районĕнчи пăлхар-чăвашсен этнографи центрĕ пайланă. Виççĕмĕш вырăна Зимин районĕнчи Масляногорскри вăтам шкулăн краеведени музейĕпе Сургут хулинчи «Туслăх» чăваш культурин музейĕ тивĕçнĕ.
Елена ЗАЙЦЕВА.
Шупашкар хули.
Читайте нас: