Эпĕ Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн пурнăçĕсене хĕрхенмен хамăн ăрури çынсем çинчен каласа парасшăн. Пăслăкри Александровсен çемйинчен тăватă пĕртăван Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта тухса кайнă.
Анисим Александрович Григорьев асаттепе Феодосия Степановна асанне Пушкăрт АССРĕн Пишпÿлек районĕнчи Пăслăк ялĕнче пурăннă. Вĕсен çемйисенче сакăр ача пулнă: тăватă ывăл та тăватă хĕр. Вăрçă пуçлансан йышлă çемьери тăватă ывăлĕ те Тăван çĕршыва хÿтĕлеме фронта тухса кайнă.
1917 çулта çуралнă Петр Анисимович Александрова васкавлă службăна 1940 çулхи март уйăхĕн 23-мĕшĕнче чĕнсе илнĕ. Вăл çарта рядовой пулнă. Петĕр çулталăк пуçламăшĕнче 1941 çулхи май уйăхĕн вĕçĕнче килне таврăнасси пирки çырура пĕлтернĕ. Килĕнче ăна Мелания мăшăрĕпе икĕ çулхи Люба хĕрĕ кĕтнĕ.