Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Октябрӗн 2020, 13:50

Сĕт «империйĕнче» тăрăшакан хĕрарăм

Халăхран сĕт пуçтарасси - çăмăл ĕç мар. Мĕншĕн тесен ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле‚ продукцие вырăна вăхăтра çитермелле. Унсăр пуçне сивĕре сĕт шăнма‚ ăшăра йÿçĕхме пултарать.

Ир-ирех ура çинче
Клавдия Леонтьева - Ермеккей тăрăхĕнчи Уйăлка ялĕнчи маттур хĕрарăмсенчен пĕри. Ыйхă мĕнне пĕлменскер вăл ир-ирех тăрса картиш тулли выльăх-чĕрлĕхне пăхать‚ унтан Игорь мăшăрĕпе халăхран сĕт пуçтарма тухса каять. Леонтьевсем çак çăмăлах мар ĕçе пуçăнни улттăмĕш çула кайнă ĕнтĕ.
Кĕр кунĕсенчен пуçласа апрель уйăхĕн варричен Клавдия Михайловна сĕт пухма икĕ кунта пĕрре çÿрет. Ирхине улттăмĕш сехетре тăма тÿр килет. Мĕншĕн тесен çиччĕре çула тухса каймалла. Сĕт пухассине тăрăшуллă çемье Уйăлка ялĕнчен тытăнать‚ унтан кÿршĕллĕ Эрехĕррине çитет. Хĕрарăм ял çыннисенчен пухнă сĕте вырăнти уйрăм предпринимателе парса хăварать. Оганесян хуçалăхĕнче сĕтрен тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Асăннă тапхăрта Клавдия вăтамран 200 литр сĕт пухать. Декабрь уйăхĕн варринчен пуçласа февраль уйăхĕн çурриччен сĕт пухаканшăн та‚ сĕт параканшăн та чĕр тавар калăпăшĕ самаях чакнă вăхăт. Мĕншĕн тесен хĕл кунĕсенче ĕнесем пăрулаççĕ. Пăруланă хыççăн та ял çынни сĕт пама васкамасть. Вăл сĕт тасаличчен кĕтет. Çу тапхăрĕнче (май-сентябрь уйăхĕсем) вара Клавдия Михайловнапа Игорь Геннадьевич кунсерен сĕт пуçтараççĕ. Çак вăхăтра кунне вăтамран 300 литр сĕт пухма пулать. Чи «сĕтлĕ» тапхăр - май тата июнь уйăхĕсем. Шăп та лăп асăннă вăхăтра ĕнесем ешĕл курăк çисе ытларах сĕт антарма тытăнаççĕ.
Çирĕп требованисем
Леонтьевсем ялсенче сĕт пухса пĕтерсен ăна Эрехĕрринчи уйрăм предпринимателе парса хăварни пирки маларах каланăччĕ. Оганесян хуçалăхĕнче продукци çулăхне‚ антибиотиксем пуррипе çуккине тĕрĕслеççĕ. Енчен те кăтартусем йĕркеллĕ пулсан‚ сĕт пуçтараканăн чĕри вырăнĕнче.
Клавдия Михайловна каланă тăрăх‚ продукцие тавăрса пани те пулкаланă. Ун пек чухне вара юратнă ĕç «пуç ыратăвне» çаврăнать: халăхран пухнă сĕте каялла тавăрса памалла. Ун чухне тупăш пирки шутламастăн‚ ытларах пуçа тăкаксем канăç памаççĕ.
Тăрантаканĕ - ĕне
Леонтьевсен ĕç фрончĕ Уйăлкапа Эрехĕрри ялĕсенче пурăнакан 30-35 сĕт паракан кил-çуртпа çыхăннă. Уйрăм хуçалăхсенче ĕнесен шучĕ пĕр мар. Апла пулсан сĕт калăпăшĕ те‚ тупăшĕ те тĕрлĕ пулать. Хăшĕ-тĕр пĕр ĕне тытать‚ ытлашши сĕтне парса пысăках мар тупăш тăвать. Теприсем вара икĕ-виçĕ пуç та усраççĕ. Ĕне - йытă мар. Ăна хуçалăхра тытасси - питĕ йывăр та кăткăс ĕç: кĕтмелле‚ сумалла, ун валли уттине те хатĕрлемелле. Пĕр сăмахпа каласан, çак ĕçре кану кунĕ те‚ уявĕ те çук.
Паянхи кун тĕлне Леонтьевсем халăхран сĕте 18 тенкĕпе пухаççĕ. Сĕт йышăнакан уйăхне икĕ хутчен (кашни вун пилĕк кунран) чĕр таваршăн укçа тÿлет. Тÿлеве вара укçапа парса татать (наличный расчет).
Пилĕк çул хушшинче тăрăшуллă хĕрарăм сĕт паракансемпе пĕр чĕлхе тупнă. Вăл кашни çыннăн ячĕпе хушаматне‚ шалти кăмăл-сипетне‚ конфликтлă лару-тăрусене те епле татса памаллине лайăх пĕлет.
Пĕтмен-ха ялта сĕт паракансем
Шел‚ юлашки вăхăтра ялта ĕнесен шучĕ самай чакнă. Клавдия Михайловна шухăшĕпе уйрăм хуçалăхсенче сăвакан ĕнесен шучĕ сахалланни ял халăхĕ ватăлнипе‚ çамрăксем хулана тухса кайнипе çыхăннă. Çапах та Уйăлкапа Эрехĕрри ялĕсенче ялан сĕт паракансем пур. Вĕсен шутĕнче - В.Туктамышев‚ В.Мурзаков‚ Л.Мурзакова‚ С.Андриянов. Чи нумай сĕт параканни вара - В.Туктамышев.
Çÿлерех асăннă кăткăс лару-тăру сĕт туянăвне витĕм кÿрет. Анчах шултра мăйракаллă выльăх шучĕ чакнине пăхмасăр‚ ялта сĕт паракансем пĕтмен-ха. Апла пулсан вĕсен пĕлтерĕшĕ сĕт туса илессинче малтанхи пекех пысăк.
Ирида НОВИКОВА.
Ермеккей районĕ‚ Уйăлка ялĕ.
Читайте нас: