Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
28 Октябрӗн 2020, 13:19

Вăл - Авăркас районĕн мăнаçлăхĕ

Кирек хăш района та ĕçчен те пултаруллă çынсем мухтава кăларни пуриншĕн те паллă пулăм.

Авăркас районĕнчи Кепеç ялĕнчи библиотекăра педагогика ĕçĕн ветеранĕпе, районти культура çурчĕ çумĕнчи «Мерчен» юрăпа ташă ансамблĕн илемлĕх ертÿçипе Николай Семенович Васильевпа тĕлпулу иртрĕ. Вăл тăван районшăн тунă ырă ĕçĕсене шута илсен‚ ăна чапа кăлараканĕсенчен пĕри тесе те калама пулать.
Николай Семенович 40 çул ытла «Çеçпĕл» ансамбле ертсе пынă. Вăл лартнă хореографи‚ фольклор тата йăла-йĕрке композицийĕсем пирĕн район кураканĕсене кăна мар, Чăваш Ен тата Тутарстан Республикинчисене те чăннипех савăнăç кÿнĕ. Вĕсем Н.С. Васильева тата ансамбль пайташĕсене тăвăллăн алă çупса тав тунă.
Илемлĕх ертÿçи хăй вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшнипе 2020 çулта «Мерчен» юрăпа ташă ансамбльне «Пушкăртстан Республикин гражданла общество институчĕсемпе хутшăнса ĕçлекен чи лайăх хастарсем» («Лучшие практики по взаимодействию с институтами гражданского общества Республики Башкортостан») черетлĕ пуххине кĕнĕ. Ăна республикăри Обществăлла палата кăларнă.
Темиçе çул каялла Николай Семенович кĕнеке çырма шут тытнă. Нумай çул хушши пухнă материалсемпе‚ хăйĕн шухăшĕсемпе литература анинче тар тăкакан ĕçтешĕсене паллаштарма шутланă. 2017 çулта Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра унăн «Авалхи йăла-йĕркесем» («Старинные обычаи и обряды») ятлă кĕнеки кун çути курнă. Автора çак паллă пулăм тата та çырма хавхалантарнă. 2018 çулта çав издательствăрах «Анатри чăвашсен халăх юррисем» («Народные песни низовых чувашей») кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ăна йĕркелекенĕ - Николай Васильев. 2020 çулта «Ялти манăçа юлнă пурнăç тапхăрĕсем» («Сельские заботы и обряды прошлых лет») черетлĕ кĕнеки вулакан патне çитнĕ.
Николай Васильев вĕрентекен, «Мерчен» ансамблĕн илемлĕх ертÿçи, чăваш халăхĕн сăмахлăхĕпе пултарулăхĕн ăстаçи - Чӑваш наци академикӗ, Чӑваш халӑх ӑслӑлӑхпа ÿнер академийĕн чăн членӗ, Галимджан Ибрагимов ячӗллӗ преми лауреачӗ. 2019 çулта пирӗн ентешĕмĕре «Пушкӑртстан Республикине - 100 çул» юбилей медалӗпе чысланă. 2020 çулхи май уйӑхӗнче ăна Аслă Çӗнтерĕве 75 çул çитнине халалласа медаль панӑ.
Николай Семеновичăн ĕçĕ-хӗлĕ тĕрлĕ енлĕ. Темиçе çул хушши вăл Утаркуль паççулккинче староста тивĕçĕсене пурнăçлать. Çавăн пекех ялти обществӑлла ĕçсене хастар хутшăнать.
Пултарулăх каçĕнче Николай Семенович хăйĕн кĕнекисене библиотекăна парнелерĕ. Вĕсем вулакансемшӗн усăллă пуласса шантарчĕ.
Тĕлпулăва килнĕ хăнасем - пӗрле ĕçленĕ çынсем тата юрăпа ташă ушкăнне çÿрекенсем (В.В. Петрова, Л.А. Данилова, М.В. Мулюкова, Н.В. Павлова, Н.Т. Никитина, Р.Т. Атангулова, Ф.Ф. Мулюков) - нумай çул хушши пархатарлă та ырă ĕç тунăшăн Н.С. Васильева тав сӑмахĕсем каларĕç.
Сумлă ентешĕмĕр хăйĕн сăмахĕсенче çитес вăхăтра тăваттăмĕш кӗнеки тухассине пĕлтерчĕ. Вăл ял-йыш, вăрçă тата вăрçă хыççăнхи йывăр çулсем çинчен пулĕ.
Вулакансем Н.С. Васильевăн черетлĕ кĕнекине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ăна часах алла илсе вулама ĕмĕтленеççĕ. Çĕнĕ кăларăм та пирĕн библиотекăра тивĕçлĕ вырӑн йышăнĕ.
Елена ГАВРИЛОВА‚ вулавăш ĕçченĕ.
Авăркас районĕ‚ Кепеç ялĕ.
Читайте нас: