Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Ноябрӗн 2020, 12:41

«Эпĕ хама çынна ырă тума çуралнă тесе шутлатăп»

Октябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче Çтерлĕ хулинчи «Тавах» эстрадăпа фольклор ансамблĕн солисчĕ, Авăркас тăрăхĕнчи Чăваш Хурамал ялĕнче çуралса ÿснĕ отставкăри юстици полковникĕ Василий Антипович Смирнов 80 çул тултарчĕ.

Юбиляра халалласа тăван ялĕнче менелник уявĕ йĕркелесе ирттерчĕç. Килнĕ хăнасем («Тавах» ансамбль пайташĕсем) чи малтан чиркĕве çитсе унăн территорийĕнче сăваплă Аслă Василие пуç тайрĕç, ун хыççăн шкулти историпе краеведени музейĕнче пулса курчĕç, кайран ял халăхне парне туса клубра тÿлевсĕр концерт та кăтартрĕç. Мероприяти вăхăтĕнче Чăваш Хурамал ялĕн чаплă ывăлĕ ячĕпе ентешĕсем нумай ăшă сăмах каларĕç.
- Эпир сире 80 çулхи юбилей ячĕпе чун-чĕререн тухакан чи ырă та ăшă сăмахсемпе саламлатпăр! Эсир хастар та вашават, çирĕп кăмăллă пулнишĕн, пурин кăмăлне те çĕклеме пултарнишĕн савăнатпăр. Малашне те сирĕн ятăр-сумăр, хисепĕр ан чактăр. Тăван яла час-часах килсе çÿрĕр. Эпир сире яланах хапăл туса кĕтсе илĕпĕр. Сире тав тăватпăр! - терĕ Авăркас районĕнчи чăвашсен наципе культура пĕрлешĕвĕн ертÿçи Юрий Леонтьев Василий Антиповича Тав çырăвĕпе чысланă май.
Василий Антипович 1940 çулхи октябрь уйăхĕн15-мĕшĕнче çуралнă. Сакăр çул тултарсан арçын ача вырăнти шкула пĕрремĕш класа кайнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн тÿрех вăл вăхăтри ытти нумай çамрăк пек колхоза ĕçлеме вырнаçнă. 1959 çулта Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама вăхăт çитнĕ. Василий пограничниксен çарне лексе виçĕ çул хушши Иран чиккинче службăра тăнă.
Салтакран таврăннă хыççăн В.Смирнов Ĕпхÿ хулинчи Советский районĕнчи паспорт уйрăмĕнче ĕçленĕ. Çав вăхăтрах аслă пĕлÿ те илнĕ, юрист пулса мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен следстви органĕнче - 10 çул Çтерлĕ хулинче, кайран Норильск хулине куçнă - тăрăшнă. 1990 çулта пенсие тухма вăхăчĕ çитнĕ пулсан та Василий Антипович юратнă ĕçне пăрахман. 2000 çулта тин тăван тăрăхне, Çтерлĕ хулине, куçса килнĕ. Кунта вăл хăй чун киленĕçне, пурнăçра ĕмĕтленнине шыраса тупнă.
- Яланах юрă-ташăпа ĕçлеме, хорăн ертÿçи пулма ĕмĕтленнĕ эпĕ. Çапах та Ĕпхÿри музыка училищине кĕме экзамен параймарăм. Анчах та мĕн чухлĕ пурăнатăп, пурпĕрех юрлама пăрахмастăп. Хулана килсен тÿрех вырăс хорне кайрăм. Унтан, Ольга Анатольевна Иванова чĕннĕ хыççăн, «Тавах» чăваш хорне куçрăм. Çав хушăрах химзаводăн хорне (ертÿçи - Иван Васильев) тата «Авангард» заводăн хорне юрлама çÿрерĕм. Çапла юрлакан йыша ниçта та хăварман, нихăçан та манман. Сакăр вунна çитсен сасă та улшăнать, кевте те тÿрĕ тăмасть, ташăри çаврăмсене те хăвăрт тăваймастăн. Анчах та ертсе пыракансем: «Сăн-питÿ çын хăратмалла пек мар-ха, сцена çинче хитре курăнан», - теççĕ. Ăна юри калаççĕ пуль ĕнтĕ, пăрахса ан кайтăр, ан пăшăрхантăр тесе. Хăйсем: «Утайми пулсан килмĕ-ха», - теççĕ пулĕ, - тет кăмăллăн Василий Антипович çынна витĕр курма хăнăхнăскер.
Çын кам пуласси мĕн пĕчĕкренех паллă пуль. Василий шкулта вĕреннĕ чухнех кану каçĕсем йĕркеленĕ, мероприятисем ирттернĕ. Çамрăк чухне яланах каçсерен клуба çÿренĕ, спектакльсем лартнă. Спектакльсенче ăна чылай чухне йĕкĕт рольне шанса панă.
- Пĕррехинче çуркунне ака ĕçĕсем пĕтнĕ хыççăн вăрман çывăхĕнчи Учук çырми хĕрринче Акатуй ирттерчĕç. Питĕ хитре «Ялта» ятлă драма лартрăмăр. Аслă çынсем пире пĕр бидон йÿçĕ сăра пачĕç. Эпир ăна вăрманта пытарса хутăмăр. Спектакль хыççăн пăхатпăр - бидон çук. Çавăн пек мыскара пулса иртрĕ пирĕнпе.
Эпĕ хама çынна ырă тума çуралнă тесе шутлатăп. Çынна лайăх тусан, унпа пĕрле хам та савăнатăп. Хулара вĕреннĕ чухнех ялтан та нумайăшĕ ман пата ыйтусемпе килетчĕç. Эпĕ вĕсене пулăшма тăрăшаттăм, - тет канăçсăр чĕреллĕ сумлă ватă.
1964 çулта Василий Смирнов авланса çемье çавăрнă. Унăн мăшăрĕ вырăс хĕрĕ пулса тухнă. Вăл мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен лавккара сутуçă пулса ĕçленĕ. Мăшăрĕ Василий Антиповичран пилĕк çул кĕçĕнрех. Вĕсем икĕ ывăл та пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Пурте çемьеллĕ, хваттер ыйтăвне те татса панă. Ĕç енчен те ункайлă. Ачисем ашшĕпе амăшне ултă мăнук парнеленĕ. Иккĕшĕ хăйсем çемьеллĕ ĕнтĕ, икĕ кĕçĕн мăнук çитĕнет. Çынна телейлĕ пулма тата мĕн кирлĕ?
Надежда РОДИОНОВА.
Авăркас районĕ,
Чăваш Хурамал ялĕ.
Читайте нас: