Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Ноябрӗн 2020, 12:52

Эпир пĕрле. Мĕнпе мăнаçланатпăр тата пĕрле мĕн тăватпăр?

Пĕтĕм Раççейри Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ - 1612 çулхи пулăма халалласа çирĕплетнĕ уяв. Ăна 1612 çулхи ноябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский ертсе пынă иккĕмĕш земство ополченийĕ поляксене Мускавран кăларса янипе çыхăнтарнă. Уява çĕршывра 2005 çултанпа ирттерме пуçланă. Унăн тĕп пĕлтерĕшĕ - эпир пĕрле, эпир пĕрлĕхлĕ халăх, кирек епле инкекре те пĕр-пĕрне пулăшма, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр.

Яланах пĕрле хÿтĕленĕ
Пирĕн мăн асаттесем Раççее XVI ĕмĕртен пуçласа кирек епле тăшманран та хÿтĕленĕ. Вĕсем Ливон вăрçинче çапăçнă, Польша тата Швед интервенчĕсене, II суя Дмитрий çарĕсене хирĕç тăнă, I Петĕр патшан Швед тата Азов похочĕсене, Çурçĕр вăрçине, Пруссие хирĕç кĕрешнĕ çичĕ çулхи вăрçа хутшăннă. Наполеона хирĕç кĕрешнĕ чух пушкăртсем вырăс çарĕсене пулăшса 28 лашаллă полк тăратнă. Ухăпа пеме ăста пулнăран французсем пушкăртсене «çурçĕр амурĕсем» тенĕ.
Республикăри тĕрлĕ халăхсенчен йĕркеленĕ 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизийĕ фашистла Германи вăрçинче пысăк паттăрлăх кăтартса Аслă Çĕнтерĕве туптама пулăшнă. Дивизи тăватă пин ытла çухрăм - Атăлтан пуçласа Эльба таран - вут-çулăм витĕр иртнĕ. Икĕ хутчен çĕнĕрен йĕркеленнĕ. Дивизири 3860 салтака орден-медальсемпе наградăланă.
Тĕнчипе ыйтакан продукци туса кăларатпăр
Республика хăй туса кăларакан продукцие 100 ытла çĕршыва сутать. Кăçал пуçласа Бенин, Гану, Гондурас, Кувейт, Шри-Ланка, Мьянму, Суринам, Уругвай çĕршывĕсене тивĕçтернĕ. Пирĕн предприятисем тахçантанпах пĕтĕм тĕнчери брендсен пайĕ пулса тăнă. Тĕслĕхрен, пĕтĕм тĕнчери автодилерсем, Германири BMW, Mersedes Пушкăртстанра туса кăларакан углеродпа усă кураççĕ. «Siemens» компани пирĕн республикăри предприятисем тивĕçтерекен станоксем çинче ĕçлет. Moncler йышши тĕнчипе паллă мода çурчĕсем Пушкăртстан производителĕсем туса кăларнă тĕкпе, мамăкпа усă кураççĕ. Республикăра пысăк пахалăхлă офис пуканĕсем тунине нумайăшĕ пĕлмеççĕ те пуль-ха. Вĕсене Чечен Республикин Пуçлăхĕ Рамазан Кадыров, Филипп Киркоров, Ольга Бузова шоу-бизнес çăлтăрĕсем тата ыттисем те туяннă.
Тĕрлĕ халăх туслă пурăнаççĕ
Республикăра 160 тĕрлĕ халăх килĕшÿпе çураçура пурăнать. Пушкăртстанра пĕр-пĕринпе паллашнă чух эсĕ хăш халăх çынни тесе ыйтакан çук, хутăш мăшăрланупа та никама та тĕлĕнтереймĕн, пур уяв та пĕрлĕхлĕ. Ураза-байрам - христиансем мăсăльман тусĕсем патне какай е плов çиме çÿрекен канмалли кун. Лешсем хирĕçле Мăнкуна çăмарта çиме каяççĕ. Кирек епле уява илсен те, Пĕтĕм тĕнчери Аксаков кунĕ-и, «Сердце Евразии» искусство, наци культурисен фестивалĕ-и, унта регионта пурăнакан кашни халăх çынни хутшăнать.
Эпир хăш наци çынни пулнине кура «лайăххисемпе» «начаррисем» çине пайланмастпăр, анчах хамăр халăх йăли-йĕркипе культурине типтерлĕн упратпăр. Çавăнпа та пирĕн патра халăх ÿнер промыселĕсем, наци спорт тĕсĕсем хăвăрт аталанаççĕ. Республикăра 12 патшалăх театрĕ, 15 вырсарни шкул ĕçлет, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсенче 14 тĕрлĕ тăван чĕлхе вĕренеççĕ.
Эпир хамăр искусствăпа Раççейри ытти халăх çыннисене те хаваспах паллаштаратпăр. Мустай Каримăн «Радость нашего дома» повеçĕ тăрăх ÿкернĕ «Сестренка» фильм (режиссерĕ Александр Галибин) пушкăрт чĕлхипе ÿкернĕ пĕрремĕш Раççей фильмĕ пулса тăчĕ. Вăл нумай парнене тата лайăх хак панине тивĕçрĕ, ăна «Россия» каналпа та кăтартрĕç. Айгур Аскаров пултаруллă режиссерăн «Из Уфы с любовью» фильмне Ĕпхÿре «Форсаж-8» Америка блокбастерĕнчен икĕ хут ытларах пăхнă.
Хамăрăннисене пăрахмастпăр!
Çак йĕрке юлашки икĕ çул хушшинчи тĕп лозунг пулса тăчĕ. Радий Хабиров хăйĕн Уçă çырăвĕнче пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн пĕрле ĕçлес тесен пĕрлешмелле. Хамăр кил-çуртра, картишĕнче, республикăра тирпей-илем кĕртесси - республикăра пурăнакан кашни çын тивĕçĕ. Пирĕн пĕр-пĕринпе калаçса тăтăлма, пĕр-пĕрин интересĕсене шута илме вĕренмелле.
Лайăх кÿршĕсем туйра, çуралнă кунра çеç пĕрле пуçтарăнмаççĕ, инкек чухне те пĕр-пĕрне пулăшаççĕ.
Пирĕн вăй пĕрлĕхре!
ПР «Республика Башкортостан»
Издательство çурчĕн материалĕсем тăрăх
Надежда РОДИОНОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: