Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Ноябрӗн 2020, 12:37

Маньел илемленет

Ял-саласене тирпей-илем кĕртесси унта пурăнакансем пулăшнипе‚ ăнланнипе тата вĕсем ĕçсене хутшăннипе пурнăçа кĕрсе пырать. Мĕншĕн тесен ял таврашĕнче пулса иртекен çĕнĕлĕхсем ял администраципе‚ ял Канашĕн депутачĕсемпе тата канăçсăр чĕреллĕ çынсемпе тÿрремĕнех çыхăннă.

Илемлĕх çулĕнче Авăркас районĕнчи Меселпуç ял Канашне кĕрекен Маньел ялĕн Тĕп урамĕ питĕ вăйлă улшăннă. Сăмах май ялти культура çурчĕн пусмине юсаса çĕнетнĕ‚ халăх усă куракан пусса тирпейленĕ. Çак ĕçре ял çыннисене Меселпуç суйлав округĕнчи район Канашĕн депутачĕ Игорь Альбертович Иванов пысăк пулăшу панă. Унсăр пуçне маньелсем клуба кĕмелли алăка тата чÿрече рамисене сăрланă.
Çак кунсенче ырă чунлă çынсем Маньел ялĕнчи обелиск хÿмине юсанă. Ĕçсем тапхăр-тапхăррăн иртнĕ. Юсав ĕçĕсене пĕлтĕрех тума пуçăннă. Çуркунне Тĕп урам енчен еврокарта тытнă. Кĕр кунĕсем çитсен Циолковский урамĕ енчен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Ял Канаш администрацине обелиск хÿмине çĕнетме пуçаруллă ял çыннисем вăйлă пулăшнă. Маньелсем профиль туянма укçа-тенкĕ пуçтарнă. Иван Егорович Иванов хăй пăрăхсенчен тĕрев туса вырнаçтарнă. Еврокартана монтаж тунă çĕрте Михаил Георгиевич Степанов‚ Сергей Демьянович Иванов, Илья Павлович Семенов‚ Сергей Ильич Федоров вăй хунă. Çавăн пекех автобус чарăнăвĕ çумĕнче икĕ сак вырнаçтарса лартнă. Çак ĕçре Олег Анатольевич Петров‚ Федор Ильич Никитин тата Валерий Николаевич Агадюков тăрăшнă. Кивĕ хÿмене В.Н. Александров‚ А.В. Девятов тата М.Р. Галлямов сÿтме пулăшнă.
- Чылай ĕçсене эпир «Урă ял» конкурс шайĕнче ирттертĕмĕр. Яла тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăннă пĕрял çыннисене чунтан тав тăватăп‚ çирĕп сывлăх сунатăп‚ - тенĕ Меселпуç ял Канаш пуçлăхĕ Ирина Александрова. - Мĕншĕн тесен ял илемлĕхĕ тÿрремĕнех ял çыннисен хавхаланăвĕнчен тата интересĕнчен килет. Пĕрле тăрăшсан çеç эпир хамăрăн яла тата илемлĕрех тăвăпăр.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ, Маньел ялĕ.
Читайте нас: