Урал сасси
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
3 Ноябрӗн 2020, 12:51

Вадим Михайлов - çĕнтерÿçĕ

Июль уйăхĕнче пире тепĕр конкурса хутшăнма йыхравларĕç. Шупашкарти «Радуга» культурăпа выставка центрĕ «Лица Чувашии» социаллă проект хатĕрленĕ.

Вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕн грантне çĕнсе илнĕ проектсен йышне кĕнĕ. Конкурс условийĕ тăрăх, унта хутшăнакансен чăвашран тухнă, Чăваш Ен историйĕнче паллă йĕр хăварнă мухтавлă çынсем çинчен (патша вăхăтĕнченех) тĕпчев ĕçĕсем çырмаллаччĕ. Вĕсен кун-çулĕпе пултарулăхне ача-пăча куçĕпе уçса памаллаччĕ.
Асăннă конкурса Ĕпхÿ хулинчи Калинин районĕнчи чăваш вырсарни шкул вĕренекенĕ Вадим Михайлов хутшăнчĕ. Çак тĕпчев ĕçне ПР Чăваш культура обществин председателĕ Ю.П. Михайлов ертсе пынă. Вадим хамăр республикăри паллă профессорăн, Пушкăртстанри чăваш культура обществин пĕрремĕш председателĕн, XX ĕмĕр вĕçĕнчи общество деятелĕн А.А. Кондратьевăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлне тĕпчерĕ. Жюри членĕсем асăннă ĕçĕн пĕлтерĕшне пысăка хурса хак пачĕç. Вăл хăй ÿсĕмĕнчи конкурсантсем хушшинче çĕнтерÿçĕ дипломне илме тивĕçрĕ. Ĕçе ертсе пынă Юрий Павлович Михайлова тата конкурсантăн ашшĕпе амăшне Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Полина ЧУБЕНКО, Калинин районĕнчи
чăваш вырсарни шкул директорĕ.
Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: