Пур хыпар та
Общие статьи
9 Ноябрӗн 2020, 12:08

Тамара Алексеевна ФИЛИППОВА

Ермеккей районĕнчи Янăшма ялĕнче пурăнакан юратнă та хисеплĕ, ырă кăмăллă та вашават инкене Тамара Алексеевна ФИЛИППОВАНА юбилей ячĕпе!

Хаклă çыннăмăра юбилей ячĕпе ăшшăн саламласа мĕнпур ыррине - çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тулли телей - сунатпăр. Кулленхи пурнăçра шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма тарават тăвансем пулччăр. Яланах паянхи пек хаваслă та ырă кăмăллă, çамрăк чунлă пул. Пурăнан пурнăçра савăнмалли, мăнаçланмалли çеç тупăнса пытăр.
Пурнăç çулĕ вăрăм, аслă,
Йыхăрать малтан мала.
Такăнмасăр ут хăюллăн
Турă панă çулпала.
Ăшă салампа - Борис шăллĕпе Гульзия кинĕ.
Читайте нас: