Конференцие ертсе пыракан УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев пухăннисене ăшшăн саламласа кун йĕркипе паллаштарчĕ. Инçе çула, тĕнчери кăшăлвируспа çыхăннă çăмăл мар лару-тăрăва пăхмасăр йыхрава йышăннă «Хыпар», «Сувар», «Урал сасси» хаçатсен тата «Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕсемпе çыравçăсене пĕрлехи ĕçшĕн, ăнланулăхшăн тав турĕ.
Ульяновск область губернаторĕн наци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен канашлуçи Сергей Паховский форума уçса салам сăмахĕсем каларĕ.
- Мероприяти Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн иртни хăй пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эсир, хаçат ĕçченĕсем, писательсем, çамрăк ăрăва патриотла ăс парас ыйтусене нумай хускататăр. Ватăсене, çемьене хисеплесси, нацисен тата обществăн шанăç çинче никĕсленнĕ пĕрлĕхĕ - чи кирлĕ енсенчен пĕрисем, - терĕ Сергей Вячеславович. - Атьăр паян та культурăпа литературăн умра тăракан тĕп пахалăхĕсемпе çитменлĕхĕсене пăхса тухар.
Чăваш наци конгресĕн, унăн Президенчĕн Н.Ф. Угасловăн салам сăмахне ЧНК вице-президенчĕ Тимĕр Тяпкин çитерчĕ.
- Чăваш чĕлхин, халăхĕн пуласлăхĕ пурне те пăшăрхантарать. Пирĕн хамăр халăхăн ылтăн çÿпçине - пуян культурине, йăли-йĕркине, этеплĕхне, сăмахлăхне - хисеплеме вĕренмелле, атте-анне умĕнче сăмах панă пулсан ăна тытмалла. Ĕлĕк пур çĕрте те национальность темипе калаçма хăраса тăнă пулсан паян эпир сирĕнпе, хисеплĕ йăхташсем, хамăр çуртăн, ялăн, районăн, хулан, республикăн, çĕршывăн патриочĕсем. Ульяновск облаçĕнче те ЧНКА, «Канаш» хаçат çумĕнчи чăваш писателĕсене пĕр ушкăна пухма пултарни - ырă пулăм. Пултаруллă çынсене пур енчен те пулăшмалла, - терĕ вăл.
Ульяновск облаçĕнчи çыравçăсен «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертÿçи, «Канаш» хаçатăн тĕп редакторĕ, Ульяновск облаçĕнчи массăллă информаци хатĕрĕсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Елена Мустаева иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Чĕмпĕрти «Чăваш литература кружокĕн» ĕçĕ-хĕлĕ, унăн тата «Çутталла» хаçат йĕри-тавра пултаруллă çамрăксем чăмăртанни, «Атăл юрри» журналăн 1-мĕш номерĕ еплерех калăпланнипе А.П. Прокопьев-Милли журналист тата çыравçă çинчен каласа пачĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăваш сăвăç-çыравçисен «Шевле» пĕрлĕхне 21 çын заявлени çырса кĕнĕ. Вĕсен малашнехи тĕллевĕсем çыру ĕçне çамрăксене явăçтарасси, облаçри шкулсене тĕлпулусемпе тухса çÿресси, авторсен кĕнекисене регион хысни шучĕпе кăларма майсем шырасси, «Атăл юрри» альманаха çулталăкне пĕрре те пулин кун çути кăтартма вăй-хал çитересси пулса тăрать.
Серте Мишши поэт «Ульяновск облаçĕнчи чăваш писателĕсен юлашки 30 çулхи ÿсĕмĕ-çитĕнĕвĕсем» доклад тавра калаçма пуçличчен пухăннă çивĕч калем (перо) ăстисене ÿркенменлĕхшĕн пуç тайса тав турĕ, «Канаш» хаçат редакци ĕçченĕсене виççĕн пулсан та хаçата вăхăтра та туллин кăларса пынăшăн мухтаса хăварчĕ.
- Сăмах фронтĕнчи чăн-чăн амазонкăсем, маттур çыравçă-журналистсем», - терĕ Михаил Андреевич çыравçă-хĕрарăмсене тăванла ыр сунса. - Тăван литература - халăхăн чĕрĕ сасси. Чăваш сасси янăрать, эппин халăх пурăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсенче тĕрлĕ тÿре-шарасем Иван Яковлевичăн сăваплă шкулне хупса хунă. «Пăнчă лартрăмăр» тенĕ пулĕ хăйсем. Анчах «хĕлхемрен çулăм тивсе каять». Чĕмпĕр енче те çав çулăм тата 33 çултан çĕнĕ вăйпа чăнахах та хыпса çунма тытăнать. Кунта Олег Мустаев журналист сассипе чăвашла «Еткер» телекăларăм кĕрлесе каять. Хамăр тăван чĕлхепе «Канаш» хаçат тухма тытăнать. Паллах, çак ăнăçлă та мухтавлă пулăмсем хăйсем тĕллĕн, сасартăк пурнăçланма тытăнман - аслă та ăслă, чăваш чунлă тăрăшакансем пулнă - терĕ те Михаил Андреевич сăмахне вĕçлесе «Лаборант» сăввине вуласа пачĕ.
Пуçне кĕмĕл тĕс çапсан тин çырма тытăннă пултаруллă çын, 3 кĕнеке авторĕ Анатолий Нуждин чăваш литературин аталанăвĕнче тарăн йĕр хăварнă Иван Юркин ентешĕ пулнипе мăнаçланать. Çавăнпа та Анатолий Михайлович паянхи мероприяти тĕлне хавхалансах чăваш литературинчи 1-мĕш калавçăн, Тăхăрьял тăрăхĕнче çуралса ÿснĕ çыравçă-журналистăн пултарулăхĕпе ĕçĕ-хĕлне тĕпченĕ.
Сăмах ЧР тата РФ тава тивĕçлĕ ăслăлăх ĕçченне, ЧР патшалăх премийĕн лауреатне, гуманитари ăслăлăхĕсен Чăваш патшалăх институчĕн литература тĕпчевне ертсе пыракан ăсчаха Виталий Родионова пачĕç. Октябрь уйăхĕнче менелникĕ пулнипе тата паллă профессор Ульяновска килме вăхăт тупнăшăн тав туса ăна Олег Николаевич УОЧНКА ĕçтăвкомĕ тата конференцие пухăннисен ятĕнчен чăваш кĕпине тăхăнтартрĕ. Виталий Григорьевич Анатолий Нуждин шевлеçе тулли, пуян докладшăн тав туса хăйĕн Н.И. Ашмаринăн ăслăлăхри ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырнă «Творить во имя жизни» кĕнекине парнелерĕ.
- Иван Юркин 100 процентлă чăваш пулнă, Чĕмпĕрте хаçат кăларма ĕмĕтленнĕ. Чĕлхене упраса хăварасси унăн пурнăçĕн тĕп тĕллевĕ пулнă, - терĕ Виталий Родионов профессор. - Иван Яковлев тунă ĕç те виçесĕр пысăк. Чăваш çырулăхĕн никĕслевçипе Иван Юркин хушшинче хура кушак каçса кайнă. Халăх вĕрентĕвĕн ĕçченĕ, таврапĕлÿçĕ Алексей Милли тăрăшнипе, ыйтнипе Чĕмпĕре Николай Ашмарин килсе кайнă. Кун пирки Жиркевич аса-илĕвĕнче вуласа пĕлме пулать. В.К. Магницкий историк-этнограф И.Н. Юркин ăсчаха тата çыравçа нумай ырă канаш панă. «Эсĕ ытларах халăхăн ăс-тăнне çĕклеме пулăшакан мелсем - йăла-йĕрке, уявсем, юрă-сăвă, тавракурăмĕ, ĕçĕсем çинчен çыр», - тенĕ пулать ăна Василий Магницкий. Иван Юркин чăвашсен 17 томлă словарьне хатĕрлекен Николай Ашмарина та хăй майлă çавăрма пултарнă. 1893-1894 çулсенче Юркин Хусана «Чуваши и булгары» статья ярса парать. Нумай ĕçсем пичетлесе кăларать çак ăслă çын. XIX ĕмĕр вĕçĕнче, XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Чĕмпĕр чăваш çырулăхĕн, чĕлхипе литературин, культурин, çут ĕçĕн сăпки пулнă. Çакă, паллах, тÿрремĕнех Иван Яковлев уçнă шкулпа çыхăннă. Пĕлетĕр-и эсир? 1902 çулта Чĕмпĕрте пĕрремĕш чăваш литература журналĕ тухнă. Ку историри питĕ пысăк пулăм. Константин Ивановăн вилĕмсĕр «Нарспи» поэми те кунта кун çути курнă. Мĕншĕн халĕ те юратса вулатпăр эпир ăна? Пушкăртра çуралнă сăвăç хăйĕн хайлавĕнче пĕтĕм чăваш халăхне хумхантаракан çивĕч ыйтусене хускатнă. К.В. Иванов класĕ питĕ вăйлă пулнă - Тайăр Тимкки, Шупуççынни тата ыттисем. Пĕррехинче вĕренекенсенчен тăрăхлакан пĕр вĕрентекене пула класра пăлхав çĕкленет. Пурне те чăваш шкулĕнчен кăларса ямалла тăваççĕ. И.Я. Яковлев пултаруллă ачана К.В. Иванова каялла чĕнтерсе илет.., - терĕ Виталий Григорьевич.
Калаçу малалла тĕвĕленчĕ. Хăйсен шухăшĕсене журналистсем калама васкарĕç.
- Атăлçи тăрăхĕнчи республикăсемпе облаçсенчи чăваш кăларăмĕсен тĕп редакторĕсене эпĕ пĕр тăван пек куратăп. Сирĕн пĕрле, пĕр шухăшлă, пуçаруллă пулса ĕçлемелле, - терĕ Олег Мустаев «Хыпар» (ЧР) Издательство çурчĕн директорне - тĕп редакторне Татьяна Вашуркинăна сăмах парса.
Татьяна Геннадиевна чăвашлăх чунĕн сăпкине хавхалансах килсе çитнине пĕлтерчĕ.
- Çитес çул пирĕн издательство çурчĕ (ИÇ) иккĕлле уяв паллă тума хатĕрленет: «Хыпар» хаçат тухма тытăннăранпа 115 çул çитет, «Тăван Атăл» журнал - 90. ИÇ йышне кĕрекен кăларăмсен (10) пĕтĕмĕшле тиражĕ 50 пине çитет. Пирĕн хыпарсемпе сайтсенче паллашнине шута илсен вулакансен йышĕ 200 пин çынран та иртет. 2020 çулта «Тетте» журнал мĕнпур Раççейĕпе саланма пуçларĕ. ИÇ çĕнĕ проект пуçарчĕ - «Аудиохаçат» тăвăм ĕçлесе кайрĕ. Хаçат вулама вăхăт çуккисемпе чăвашла пĕлменнисем валли питĕ аван мел ку. Çуллен çамрăк корреспондентсен слёчĕсене ирттеретпĕр, çапла майпа хамăр валли тивĕçлĕ смена хатĕрлетпĕр. Эпĕ пур регионти чăвашсене те «Тетте» журнала çырăнма сĕнетĕп. Эпир ачасене пĕчĕкрен чăвашла вулама вĕрентсен, çитĕнсен вĕсем «Канаш» та, «Урал сасси» те, «Сувар» та, «Хыпар» та çырăнĕç», - терĕ вăл.
Тутарстанра эрнере пĕр хутчен тухакан «Сувар» хаçатăн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова вырăнти çыравçăсен союзĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа хăварчĕ. Малтан унăн йышĕнче 40 писатель пулнă. Чылайăшĕ пиртен яланлăхах уйрăлса кайнă ĕнтĕ. Пĕрлĕх ертÿçин Николай Сорокинăн çитĕнĕвĕсемпе мухтаннине пытармарĕ Ирина Федоровна. «Тăлăх арăм минтерĕ» роман тăрăх паян авторĕ пьеса çырать. Анатолий Малышев писатель нумай ĕçлет. Вулакан унăн «Пуç сырман шухăшсем» кĕнекине тăвăллăн алă çупса йышăнчĕ. Пĕлтĕр «Шурăмпуç» журналăн 100 çулхи юбилейне паллă турăмăр.
- Тутарстан Президенчĕ Рустем Минниханов 2021 çул республикăра Нацисен туслăхĕн çулталăкĕ пулассине пĕлтерчĕ. Çитес çул «Шурăмпуç» журнала кăларассине те ĕç планне кĕртрĕмĕр, - вĕçлерĕ сăмахне Ирина Федоровна.
Пушкăртстан чăвашĕсен, унти писательсен «Шуратăл» пĕрлешĕвĕн саламне «Урал сасси» хаçатăн тĕп редакторĕ Юрий Михайлов илсе çитерчĕ. Юрий Николаевича ача сачĕсенче пур çĕрте те вырăсла калаçтарни, шкулсенче тăван чĕлхепе литература урокĕсен шутне чакарни, чăвашла çыракан çыравçăсем ватăлса пыни пăшăрхантарать.
- Паян ырă кăмăлпа килтĕм Ульяновск хулине. Чăваш чунĕ – Чĕмпĕрте тесе каланине пĕрре мар илтнĕ эп. Çакă паян та пĕлтерĕшлĕ. Пушкăртстанра иртнĕ ĕмĕрте «Хĕрлĕ Урал» (1920-1921çç.) хаçат тухса тăнă, журнал кăларман. Паян пурсăмăрăн та литература юхăмне, çыравçăсен конкурсĕсене çамрăксене явăçтармалла. Çулсерен 1-2 çĕнĕ çын пулсан та аванччĕ те вĕт, – терĕ Юрий Николаевич.
Ульяновск облаçĕнчи Кĕнеке керменĕн ĕçченĕ Наталья Лукашкина библиотека хутшăнакан проектсем («Книгомания», «Симбирская книга»), хальхи кĕнеке, наци кăларăмĕсен уйăхлăхĕсем, тăван чĕлхе курсĕсем çинче чарăнса тăчĕ.
«Тăван Атăл» журналăн тĕп редакторĕ Арсений Тарасов чăваш культурипе ÿнерĕ, литературипе театрĕ, журналистики çуралнă, кун-çулĕ вăй илнĕ Чĕмпĕр тăрăхне килес килнине чун-чĕрипе туйнине пытармарĕ.
- Шкул хыççăн манăн математика ăслăлăхне малалла алла илме Ульяновскри аслă шкула вĕренме килмеллеччĕ. Анне: «Вырăс чĕлхине пĕлместĕн, Шупашкара кай»,- терĕ. Эпĕ вара писатель, драматург пулса тăтăм, хама тупрăм. Унсăрăн хама шăпа пÿрнине çухататтăмччĕ. Çамрăксене чĕлхене, литературăна явăçтарасси вăл çăмăл ĕç мар. Паян пурте юрист, экономист, усламçă пуласшăн. Алексей Милли иртнĕ ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче чăваш валли çул шыранă, Иван Юркин та - чăн чăваш çулне, хамăра упрас, малалла утас çула. Хаçат-журнал тухса тăни, чăвашсен килне çитни тăван чĕлхене сыхласа хăварма май паракан çулсенчен пĕри, - терĕ тĕп литература журналĕн тĕп редакторĕ.
Калаçусем вĕçленсен пухăннисем форум резолюцине итлерĕç, ăна пĕр саслăн пулса йышăнчĕç. Çакăн евĕр пуху халиччен ниçта та иртменнине палăртса хăварчĕç. Резолюцире чăваш çыравçисен малашнехи тĕп задачине палăртрĕç – пĕрлешмелле! Çаплах чăваш çыравçисен мораль кодексне йĕркелекен комиссин йышне палăртрĕç. УОЧНКА председателĕ Олег Мустаев конференци вĕçленессине пĕлтерсе çитес çул та çыравçăсене пухса çивĕч ыйтусем çĕклеме палăртнине каларĕ. Шупашкартан килнĕ паллă артистсем Алина Варна тата Михаил Иванов хăйсен янăравлă сассисемпе писательсен ĕçлĕ калаçăвне илем кÿчĕç.
Алена СЕЛИВАНОВА.
Елена МУСТАЕВА сăн ÿкерчĕкĕсем.
Ульяновск хули.