Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Ноябрӗн 2020, 12:52

Эрехĕррисем çĕнтернĕ

ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, 2020 çула Ял-хула илемлĕхĕн (эстетика) çулĕ тесе çирĕплетнĕ. Документа çынсене ялта пурăнма хăтлă условисем тата ял-саласен сăнне илемлĕрех тăвас‚ вĕсенчи тирпей-илем шайне ÿстерес тĕллевпе йышăннă.

Хушупа килĕшÿллĕн муниципалитетсенче йĕркелÿ комитечĕсене çирĕплетнĕ. Вĕсен йышне власть‚ общество‚ бизнес представителĕсем тата депутатсемпе волонтерсем кĕнĕ.
Архитектурăпа планировка тата конструкци йышăнăвĕсене лайăхлатас‚ инженери пурлăхне улăштарас‚ ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртес тĕллевпе Ермеккей район администрацийĕ çу пуçламăшĕнче «Ермеккей муниципаллă районĕнчи чи хăтлă ял Канашĕ» конкурс ирттернĕ.
Октябрь уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче конкурс комиссийĕ ял Канашĕсен пуçлăхĕсемпе конкурса хутшăннă ялсем тăрăх çÿренĕ. Тепĕр кунхине конкурс комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта жюри членĕсем конкурс шайĕнче туса ирттернĕ ĕçсен фотоотчечĕсемпе видеороликĕсене пăхса тухнă.
«Ермеккей районĕнчи чи хăтлă ял Канашĕ» конкурсра Эрехĕрри ял Канашĕ (пуçлăхĕ - Ольга Зарянова) мала тухнă. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Кызыл-Ярскийпе Тарказă ял Канашĕсем пайланă.
- Конкурс районта пурăнакансене тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене хамăр территорине таса тытма асăрхаттарать. Çĕнтерÿçĕсене вырăнĕсене кура укçа-тенкĕ парса чыслĕç‚ - тенĕ район администрацинчи архитектурăпа коммуналлă хуçалăх уйрăмĕн ертÿçи Булат Хуснутдинов.
Энже ШАФИКОВА.
Ермеккей районĕ.
Читайте нас: