Урал сасси
-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Ноябрӗн 2020, 12:16

«Хам пурнăçа ачасене вĕрентес ĕçе халаллама шутларăм»

2019 çулхи июнь уйăхĕнче ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров ялти çамрăк вĕрентекенсене грантпа тивĕçтересси çинчен калакан указ йышăннăччĕ. Асăннă документпа килĕшÿллĕн ăна ял тăрăхĕнчи патшалăх е муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕнче икĕ çултан кая мар ĕçлекен 35 çула çитичченхи çамрăк учительсене параççĕ.

Грант конкурсне педагог профессийĕн сумне ÿстерес, пултаруллă çамрăк вĕрентекенсене хавхалантарас, патшалăх пулăшăвĕ парас тĕллевпе йышăннă. 2020 çулта 690 пин тенкĕлĕх гранта 150 вĕрентекен тивĕçнĕ. Проект ĕçĕ çырса мала тухнисен шутĕнче Пишпÿлек тăрăхĕнчи Хушăлка ялĕнчи вăтам шкулта пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçлекен Альбина Газизова та пур.
Çак илемлĕ те маттур, пур енчен те пултаруллă педагог хăй те шкул ачи пек çеç курăнать. Апла пулин те вăл шкулта ĕçлеме пуçланăранпа ултă вĕренÿ çулĕ хыçа юлнă ĕнтĕ. Çамрăк пулин те Альбина Самгутовна пултарулăхĕпе аслă çулхи вĕрентекенсенчен кая юлмасть. Тăрăшуллă тата ĕçе тĕплĕ тума хăнăхнă хĕре кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен директорăн вĕренÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма çирĕплетнĕ. Урокĕсем те унăн тĕрлĕ майлă, интереслĕ иртеççĕ. Вĕсенче вăл кашни ачан пултарулăхне шыраса тупса аталантарма тăрăшать. Ачаранпах халăх ташшисемпе интересленни те шкул ĕçĕнче питĕ кирлĕ пулса тухнă. Халĕ Альбина Самгутовна хăй ачасене ташă ăсталăхĕпе паллаштарать, ятарлă ташă кружокĕ илсе пырать. Лара-тăра пĕлмен вĕрентекен педагогсем хушшинче иртекен «Çулталăк учителĕ», «Çамрăк учитель» район, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать.
Альбина Газизова - Хушăлка хĕрĕ. Тăван шкулта ĕçлеме сĕнсен вăл пĕр самант та шухăшласа тăман, тÿрех килĕшнĕ.
- Альбина Самгутовна, учитель профессине суйласа илес шухăш епле çуралчĕ? - ыйтатăп унран.
- Эпĕ хутăш çемьере çуралса ÿснĕ: анне - чăваш, атте - тутар. Анне - Алевтина Георгиевна, акăлчан чĕлхи учителĕ. Атте - Самгут Сабитович, эпĕ мĕн ас тăвассах хуралçă пулса ĕçлет. Манăн икĕ аппа та, Марина тата Лена, анне çулĕпе кайрĕç. Вĕсем иккĕшĕ те филологсем. Эпĕ те педагогсен йăхне малалла тăсма шутларăм, çавăнпа та шкул пĕтерсен Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалне вĕренме кĕтĕм. Ăна хĕрлĕ дипломпа пĕтерсе пуçламăш классен учителĕ пулса тăтăм, - тет çамрăк вĕрентекен. - Вĕренÿ мана пĕрремĕш класранах çăмăллăн парăнатчĕ. Уншăн хамăн пĕрремĕш учителе Любовь Иосифовна Борисована пысăк тав. Шăпах вăл пире асамлă пĕлÿ тĕнчипе паллаштарнă. Шкул çулĕсем сисĕнми иртсе кайрĕç. Алла аттестат илме те вăхăт çитрĕ.
Университет хыççăн хамăн шăпана та тăван шкултах тĕл пултăм, физкультура учительне Ильгам Вадутович Газизова качча тухрăм. 2017 çулта пирĕн çемье хутшăнчĕ, Роберт ывăлăмăр çуралчĕ. Тăван шкулта ĕçлеме пуçланăранпа ултă çул иртсе кайрĕ. Хам суйласа илнĕ ĕç мана питĕ килĕшет. Эпĕ вĕрентекен ачасем питĕ хастар. Вĕсем шкулта, районта иртекен конкурссене, мероприятисене хутшăнаççĕ.
Пĕчĕк чухне нумайăшĕ космонавт е балерина пулас тесе ĕмĕтленеççĕ. Хăшĕсене тÿрех темиçе професси килĕшет. Вăхăт иртнĕçемĕн ачалăхри ĕмĕтсем пĕлтерĕшлĕрех шухăшсемпе улшăнаççĕ. Ÿсерехпе эпĕ те космонавт пулас ĕмĕтĕм пурнăçа кĕреймессе ăнланса илтĕм. Кашни çыннăн хăйĕн Турă пÿрнĕ тивĕçĕ пур. Хăшĕ çурт-йĕр хăпартать, хăшĕ çынсен пурнăçне çăлса хăварать. Эпĕ хам пурнăçа ачасене вĕрентес ĕçе халаллама шутларăм, - пĕтĕмлетрĕ шухăшне Альбина Самгутовна.
Пирĕн çамрăк педагога ăнăçу сунасси çеç юлать. Чăвашсем хушшинче çавăн пек пултаруллă вĕрентекенсем тата та ытларах пулччăр.
Надежда РОДИОНОВА.
Пишпÿлек районĕ,
Хушăлка ялĕ.
Читайте нас: