Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Ноябрӗн 2020, 12:10

Леонид Филиппович МИХАЙЛОВ

Мияки тӑрӑхӗнчи Еспуҫ ялӗнче пурӑнакан юратнӑ аттене, хисеплӗ кукаҫине, ытарайми асаттене, ҫывӑх тӑванӑмӑра Леонид Филиппович МИХАЙЛОВА 80 ҫулхи юбилей ячӗпе!

Хаклӑ ҫыннӑмӑра чун-чӗререн чи ырӑ туйӑмсемпе ӑшшӑн саламлатпӑр. Шӑпа пилленӗ ҫул-йӗрпе ҫирӗппӗн утма иксӗлми сывлӑх, ытама шӑнӑҫайми ырлӑхпа телей, тӑнӑҫлӑх сунатпӑр. Пурнӑҫ сукмакӗ тумхахсӑр пултӑр, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме Турӑ пулӑштӑр. Вӑй-халу ҫӑлкуҫ пек тапса, чĕрӳнти хӗрӳлӗх ялкӑшса тӑтӑр. Хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа пире нумай-нумай ҫул савӑнтарса, ачусен ӑшшипе киленсе пурӑнмалла пултӑр, ҫын хушшинчи хисепÿ упрантăр. Эпир сана чунтан юрататпӑр, хисеплетпӗр, эс пурришӗн çӳлти Турра тав тӑватпӑр.
Эс пурри - пирӗн пуянлӑх,
Эс пурри - кил-ҫурт ӑшши,
Эс пурри - чӗре тивлечӗ,
Эсӗ пирӗншӗн - чи хакли.
Ӑшӑ салампа - хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем, ывӑлӗсемпе кинӗсем, мӑнукĕсемпе кӗҫӗн мӑнукĕсем тата
ҫывӑх тӑванĕсем.
Читайте нас: