Пур хыпар та
Общие статьи
11 Ноябрӗн 2020, 12:25

Манми сăнарĕ чунра суран хăварчĕ

Халăхри пек каласан «ир пулать те каç пулать, ĕмĕр иртни çав пулать» тетпĕр. «Кам мĕн чуль пурăнассине ангелсем ача çуралсанах çырса хураççĕ» тетчĕ пирĕн асанне. Чăнах та çапла-ши? Пулма та пултарать. Вăхăт тархасласа каялла çавăрайми шăвать те шăвать, кунпа çĕр улшăнать. Ноябрь уйăхĕн 8-мĕш кунĕнче пирĕншĕн хаклă çыннăмăр çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса çĕре кĕнĕренпе пĕр çулталăк çитрĕ.

Асăну сăмахĕсем Авăркас районĕнчи Çĕньял ялĕнче çуралса ÿснĕ, хĕрĕх çул ытла Ĕпхÿ хулинче пурăннă Галина Николаевна Иванова (Гималова) çинчен пыраççĕ. Вăл манран 3 çул аслăрахчĕ, сарă çÿçлĕ, хăмăр куçлă, кулнă чухне икĕ пит çăмарти пăт! путатчĕ. Мĕн ачаранах юрлама, ташлама юрататчĕ. Шкулта вĕреннĕ çулсенче пĕччен те, иккĕн те, хорпа та юрланă, ташланă, хут купăс каланă. Ял халăхне нумай савăнтарнă. Сасси вара питĕ уçă та тасаччĕ, итлесе тăранса пулмастчĕ.
Хăй каласа панинчен:
- Хут купăс калама 5-мĕш класра вĕрентĕм. Аслă тетепе кÿршĕри Валерий Архипов пусма хурса пирĕн аслăк тăрринче хут купăс калама вĕренеççĕ. Хăйсем хăпарсан пусмине туртса илеççĕ те «атя, хăпарайсан калама парăпăр» тесе манран кулаççĕ. Эпĕ макăра-макăра карта йĕри-тавра чупкалатăп, нимле те хăпараймастăп. Атте çакна курнă та тетене калать: «Район лавккинче Толбазăра, мăкайăн та, хуткупăс çук мар-тăр, кайса илсе кил». «Треппел лавккинче пур, калама именсе тăтăм, хаклă вĕт - 50 тенкĕ тăрать», - терĕ тете. Вăл ун чухне Треппелĕнче 10-мĕш класра вĕренетчĕ. Тепĕр кунне шкултан таврăннă май илсе те килчĕ. Чи малтан салтак юрри калама вĕрентĕм. Атте калать: «Çитрĕ ăсатса, чуна хурлантарса. Тавай урăх кĕвĕсем вĕрен». Унтан туй кĕввине вĕрентĕм. Атте вара, ман кăмăла курса ĕнтĕ, тăпăр-тăпăр ташласа илетчĕ, анне алă çупатчĕ. Çав савăнăçлă вăхăтсем яланах аса килеççĕ. Аттепе аннен çутă сăнарĕсем куç умне килсе тухаççĕ. Чуна хавхалану кĕртет.
Галя аппа мĕн виличчен кармунне аллинчен ямарĕ. «Эп вилсен тетене, Ваççана, парăр», - тесе хăварнă. Маргарита Васильевна Ивановасăр (Григорьева) пуçне (вăл Слакпуçпе юнашар вырнаçнă Чупуккаран ялĕнчен Çĕньяла качча тухнăччĕ) таврари ялсенче урăх купăс калакан хĕрарăм пуррине илтмен. Маргарита Васильевна хут купăс кăна мар, тăмрапа (балалайка) гитара та калатчĕ.
Галина Николаевна 29 çул проводницăн йывăр та тăнăç-канăçсăр ĕçĕнче вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан харăс икĕ çĕре, Ĕпхÿри Калинин районĕнчи вырсарни шкулĕ çумĕнчи «Элем» тата Иглин районĕнчи Чăваш Кăпавĕн Культура керменĕн «Пилеш» ансамблĕсене, çÿрерĕ. Вăл унта хутшăниччен çиен чирне пула (рак) йывăр операци чăтса ирттерни çинчен чи çывăх çыннисемсĕр пуçне никам та пĕлмен. Хăйне мĕнле йывăр пулсан та яланах çыннăн хуйхи-суйхине ăнланса, чĕри варне хурса пĕтĕм чунĕнчен пулăшатчĕ, йăпататчĕ.
Турă çырнинчен иртме çук, пирĕн çемьене те питĕ йывăр хуйхă килсе çапрĕ. Аслă ывăл аварине лексе çурăм шăмми ванса, тĕпренсе хуçăлсан (саккăрмĕш çул коляска çинче) Республика больницине реабилитацине хучĕç (кайран тата виçĕ хут пулма тÿр килчĕ). Галя аппа малтанхи кунтан пуçласа мĕн киле таврăниччен кашнинчех вĕри апат пĕçерсе килсе тăчĕ. Шучĕ çук укçа-тенкĕпе пулăшрĕ, ăшă сăмахсемпе шанчăк парса чуна лăплантарчĕ. Вăл тунă ырă ĕçсене шутлама алăри пÿрнесем те çитес çук. Кама-тăр ăшă сăмахпа, çăкăр-тăварпа, укçа-тенкĕпе пулăшнă. Хăйĕн шăпчăк сассипе юрласа чуна киленĕç кÿнĕ, хут купăс каласа тăпăр-тăпăр чăваш ташши ташлаттарса савăнтарнă, хавхалантарнă. Çынсене те, пурнăçа та чунне парса юратнă. Эпир унпа питĕ туслă пурăнтăмăр, пĕр-пĕрин патне шăнкăравласа тăтăмăр. «Питĕ тунсăхларăм пырса курасшăн-ха» тесен çав тери савăнатчĕ. Вĕсем патне пуйăспа кайма ункайлă. «Шуратăлăн сылтăм енĕ» («Белая правая») чарăнуран 10-15 минут кăна утса хăпармалла. Хирĕç тухса ик хăлаç ыталаса кĕтсе илетчĕ. Вара калаçса сăмах пĕтместчĕ. Хут купăсне тăсса ярсан мĕн чуль юрă юрламан-ши? Нумайрах вăл пĕччен юрланине итлес килетчĕ. Итлесе тăранса пулмасчĕ унăн уçă та таса шăнкăр-шăнкăр шыв юххи пек сассине. Халĕ те вăл хăлхара янăрать. Паянхи кун Галина Николаевна пирĕнпе юнашар çук пулсан та час-часах тунсăх пусса килсен те, ахаль чухне те видео курăмпа пăхатпăр, итлетпĕр. Анчах вĕри куççуле чарса пулмасть, чун татăлса макăрать…
Галя аппа питĕ ĕçчен те тирпейлĕ хăрарамччĕ, кил-çуртĕнче яланах тасалăх хуçаланатчĕ. Чÿречисем çинче те, пахчинче те тĕрлĕ чечексем ÿстеретчĕ, питĕ тутлă кукăльсем пĕçерме ăстаччĕ. Кил-çурт тенĕрен «кустăрма çинчи» тăнăçсăр ĕçне пăхмасăр мăшăрĕпе икĕ хутлă çурт лартнă. Пĕр хĕрпе икĕ ывăл çитĕнтерсе тивĕçлĕ пĕлÿ панă. Вĕсем пурте хăйсене килĕшекен ĕçсене суйласа илнĕ. Амăшне савăнтарса утьăкка сиктермелĕх икĕ мăнук парнеленĕ. Пурте пур, пурте хăй вырăнĕнче, анчах - XXI ĕмĕрте, космоспа компьютер ĕмĕрĕнче, пурăнатпăр пулсан та - Эсĕ çук.
Юлашки тĕлпулу çапларах иртрĕ. Пирĕн Белое Озеро ял Канашĕнче кашни çулах «Аван-и, ял-йышсем» мероприяти ирттересси йăлана кĕнĕ. 2019 çул июль уйăхĕн вĕçĕнче çак уява Войновка паççулккинче йĕркелерĕмĕр. Эпир «Тантăшсем» ушкăн илемлĕх ертÿçипе калаçрăмăр та ăна шăнкăравласа чĕнсе илтĕмĕр. Вăл хаваспах килĕшсе ял урамĕнчи концертра виçĕ номер парнелерĕ: чăвашла «Кам-ши, кам-ши?», вырăсла «Деревенька моя» юррисене тата попурри чăваш, тутар, вырăс ташшисене выляса тĕлĕнтерчĕ. Пĕтĕм халăх ура çине тăрсах алă çупрĕ. Киле таврăннă май Восточнăй урампа чугун çул урлă каçса пирĕн пата çитиччен купăсне каласа юрласа килтĕмĕр. Ăçтан кăна вăйĕ çитрĕ пуль? Ăна вĕт йывăр йăтма юраман. Каçпа урама тухса ларсан иртсе çÿрекенсем пуçтарăнчĕç. Икĕ тутар карчăкĕ чăтса тăраймарĕç, ташша ячĕç. Çапла икĕ кунпа икĕ каç пĕр самант пек иртсе кайрĕ. Ку юлашки тĕлпулу ăсату пулассине ун чух никам та уйламан. Телефонпа калаçса хыпар пĕлсех тăтăмăр. Пĕр калаçура вара: «Тухтăрсем чир тымарĕсем çурăм шăммине çитнĕ тесе калаççĕ. Хăш чухне питĕ вăй пĕтсе каять пулсан та парăнас килмест-ха. Октябрь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Республика кунне халалланă концертра юрларăм-ха, санăн çуралнă кунна та саламлама пырасшăн. Кашни çул пынине кăçал та çитсе курма кăмăл пур тăванăм, йăмăкăм», - тесе питĕ савăнăçлă, паян вĕçсе килес туйăмпа каларĕ. Пĕр виç кунтан шăнкăравласан трубкăна тытмарĕ. Каçпа тепре шăнкăравласан çеç сас пачĕ.
- Нина, эпĕ хама начар туя пуçларăм, мана тухтăрсем пĕвертен тару паман иккен. Паян Руслан кайса илсе килчĕ-ха. Халь кăшт аванрах пек туйăнать те…
«Эпĕ ыранах пырса çитетĕп» тесен: «Хальлĕхе ан кил-ха, тăхтаса-тăр. Эпĕ хамах пыратăп терĕм вĕт сана. Ак, кĕтсе тăр, пырса çитетĕп», - терĕ.
Чăнах та, хăй каланă пекех ноябрь уйăхĕн 8-мĕш кунĕнче ăна пурнăç шăпин юлашки çулĕ ман пата мар, хăйĕн тăван ялĕн масарĕ çине илсе çитерчĕ. Кайран ачисем каларĕç «анне никама та курма килме ирĕк памарĕ – «мана эпĕ сывă чухнехи пек асра тытчăр» тесе кăмăлне хытарса хăйне çирĕп тытрĕ».
Галя аппа, санăн çутă сăнару пирĕн асра ĕмĕрлĕхех упранĕ. Санăн манăçми ырă ĕçÿсем, сăн ÿкерчĕкÿсем, хут купăс каласа юрланă çепĕç юррусем нихăçан та асран тухмĕç. Вĕсене эсĕ пирĕн валли асăнмалăх, савăнмалăх тата хурланмалăх хăвартăн. Хитре сăн-питÿ, йăрăс кевтÿ йывăр тăпра айĕнче пулсан та таса чуну тÿпере çăтмахра пулинччĕ, аслă Туррăмăр леш тĕнчере ырă вырăн патăр.
Каяççĕ, ыр çынсем каяççĕ,
Сÿнеççĕ çутă çăлтăрсем.
Чунра суран-çке хăвараççĕ
Вĕсен манми сăнарĕсем…
Ăшшăн асăнса, чунтан хурланса
Нина МАТВЕЕВА.
Гафури районĕ, Белое Озеро ялĕ.
Читайте нас: