Нина Константиновнăна паллă кун ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламласа малашнехи пурнăçра та ăнăçу, çирĕп сывлăх, вăй-хал, çемьере тату пурнăç та телей сунатпăр. Ырă пурнăç çăлтăрĕ йăлтăр-йăлтăр çиçтĕр умăрта. Пултарулăх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнÿсем, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ырă ĕмĕт-шухăш, иксĕлми телей, вăрăм кун-çул сунатпăр. Сирĕн пархатарлă та пуçаруллă ĕçĕр-хĕлĕр пире яланах хавхалантарса тăтăр.
Мăнаçлăн çитрĕ пурнăçăрта сирĕн
Чăнах та пысăк, чаплă юбилей!
Хĕрÿ салам нумай каласчĕ пирĕн,
Сунса вăй-хал тата чăн-чăн телей.
Ăшă салампа - Пушкăртстанри «Сарпике» чăваш хĕрарăмĕсен Канашĕн Пелепей хулипе районĕнчи уйрăмĕ (ертÿçи - Л.С. Федорова) тата Пелепей хулинчи «Илем» чăваш халăх ансамблĕ.