Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Ноябрӗн 2020, 13:01

XXI ĕмĕрти хăрушă муртан сыхланар

Тĕнче кăшăлвируспа епле кĕрешни, чир пысăк хăвăртлăхпа аталанни çинчен массăллă информаци хатĕрĕсемпе социаллă сетьсенче пĕлтерсех тăраççĕ.

Асăрханмалли мĕнле профилактика мерисем йышăнаççĕ-ха кулленхи пурнăçра? Сăмахран, халăх йышлă пуçтарăнакан Пелепей тăрăхĕнчи Аксаковăри чугун çул станцийĕнче.
- Çĕнĕ кăшăлвирус инфекцийĕ COVID-19 сарăласран асăрханса чугун çул станцийĕнче профилактика ĕçĕсем сахал мар туса ирттеретпĕр: вокзал çуртне кĕнĕ çĕрте пĕр хутчен усă курмалли маскăсем, антисептиксем пур. Кирлĕ пулсан, пассажир чиртен хÿтĕленмелли хатĕрсене вокзал пуçлăхĕн пулăшаканĕнчен тата ятарлă автоматран туянма пултарать. Килен-каянсене социаллă дистанципе тивĕçтерес тĕллевпе вокзал çурчĕн урайĕнче кашни 1,5 метртан асăрхаттаракан хĕрлĕ йĕрсем тунă, поезд кĕтмелли залăн лармалли вырăнĕсене кашнинех паллă туса тухнă. Кăшăлвируспа чирлĕ пассажирсене тупса палăртнă хушăра туса ирттермелли ятарлă йĕркесем те çирĕплетнĕ, изолятор валли те пÿлĕм уйăртăмăр, - тет вокзал пуçлăхĕ Наталья Прокофьева.
Вокзал алăкĕ умĕнчех «ПР Пуçлăхĕн Радий Хабировăн кăшăлвирус чирĕ сарăлассичен асăрханса йышăннă хушăвĕпе тата Роспотребнадзорăн сĕнĕвĕпе килĕшÿллĕн вокзал территорийĕнче маска режимне пăхăнмалла. Вокзал комплексне уйрăм хÿтĕленÿ хатĕрĕсемпе çеç кĕме юрать» тесе çырса хунă. Ыттти стендсем çинче кăшăлвирусран асăрханмалли мелсемпе паллаштарнă. Громкоговоритель урлă пассажирсене Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене - маска тăхăнасси, социаллă дистанцие тытасси - пурнăçламаллине асăрхаттарсах тăраççĕ. Пассажирсемпе ĕçлекен пур сотрудник та маскăсемпе перчеткесем тăхăннă. Унсăр пуçне кĕске вăхăт хушшинчех темиçе хутчен вокзал çурчĕн урайне, алăкĕсене, сĕтел-пукана нÿрлĕ çĕтĕкпе сăтăрса тухаççĕ. Кашни пĕр сехетрен вĕсен çийĕсене дезинфекцилеççĕ.
Наталья Владимировна каланă тăрăх, вокзал ĕçченĕсем кăшăлвирус чирĕ сарăласран асăрханса темĕн чухлĕ ĕç туса ирттереççĕ пулин те пассажирсенчен нумайăшĕ çак йĕркесем çине алă çеç сулаççĕ: маскăсемпе перчеткесем тăхăнмаççĕ, антисептиксемпе усă курмаççĕ. Хăш-пĕрисене сăмах калама та, асăрхаттарма та юрамасть, тÿрех шăртланса каяççĕ. Маскăпа перчетке режимне пăхăнмаллине асăрхаттарас тĕллевпе линейлă полици уйрăмĕпе пĕрле ятарлă рейдсем ирттереççĕ.
- Уйрăм хÿтĕленÿ хатĕрĕсемпе усă курăр. COVID-19 инфекцийĕ сарăлнă вăхăтра социаллă дистанцие пăхăнăр. Çапла майпа çеç эсир хăвăрăн тата çывăх çыннăрсен сывлăхĕсене сыхлама пултаратăр, - пĕтĕмлетрĕ калаçăва Н.Прокофьева пассажирсене асăрхаттарнă май.
Рафис ХАСАНОВ.
Пелепей районĕ.
Читайте нас: