Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
11 Ноябрӗн 2020, 14:12

Яваплă та тÿрĕ кăмăллă ĕçчен

Мияки районĕнчи хуçалăхсенче яваплăха туйса, ĕçе чунтан парăнса тăрăшакан çĕр ĕçченĕсемпе выльăх ĕрчетекенсем чылай.

Çакăн пек çынсенчен пĕри - «Нива» СПК ĕçченĕ Виктор Петров. Арçыннăн хуçалăхри ĕç стажĕ пысăках мар пулин те ĕçре вăл хăйне яваплăхпа тăрăшулăх енчен çеç кăтартнă.
Ун валли хуçалăхра çулталăк тăршшĕпе ĕç тупăнса тăрать. Кирек хăшне те вăл вăхăтлă‚ тĕплĕ те паха пурнăçлать.
Çурхи-кĕрхи уй-хир ĕçĕсем вăхăтĕнче Виктор Алексеевич йĕтем çинче вăй хурать. Унта ĕçчен арçын вăрлăхсене им-çамлать‚ оператор тивĕçĕсене пурнăçласа ЗАВ-50 комплекса тырă йышăнма хатĕрлет. Ăна йышăннă хыççăн çÿп-çапран тасатса вăрлăха хывать. Унсăр пуçне Виктор Петровăн транспортпа çыхăннă ĕçсене те пурнăçлама тÿр килет. Вăл водитель тата погрузчик операторĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пырать.
Хĕл кунĕсенче вара ĕçчен те тăрăшуллă арçын хуçалăхри выльăх-чĕрлĕх валли Раевкăри сахăр заводĕнчен жомпа патока турттарать.
Юлашкинчен çакна палăртса хăвармалла, хăйĕнчен мĕн килнине тивĕç хушнă пек туса пыракан, яваплă Виктор Петрова коллективра питĕ хисеплеççĕ.
Татьяна СЕМЕНКО.
Мияки районĕ, Тимеш ялĕ.
Читайте нас: