Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Ноябрӗн 2020, 12:35

«Чăваш ячĕ - питĕ авалхи сăмах»

«Урал сассин» 45-мĕш номерĕнчи «Крымра та Чăваш тăвĕпе Чăваш кÿлли пур» статьян авторĕ чăваш этнонимĕн ятне турккăсен «чавуш» сăмахĕпе çыхăнтарни питĕ иккĕленÿллĕ тесе шутлатăп.

Автор çакна Крым пĕр вăхăтра Осман империйĕн пайĕ пулнипе çыхăнтарать. Пĕрре пăхсан шанмалла та пек, анчах мана йăнăш çулпа кайнăн туйăнать. Ăнлантарса парам. «Чăваш» этнонимпа çыхăннă географилле ятсем пирĕн çĕршывра нумай. Сăмахран, Красноярск крайĕнчи Чувашка юхан шывĕ, Кемерово облаçĕнчи Чувашка поселокĕ, Челябинск облаçĕнчи Чувашка çырми тата ытти те. Пирĕн Пушкăртстанăн Баймак районĕнче Чуваштау ятлă питĕ хитре ту, Зилаир районĕнче Чувашленок çырми пур. Эпир пĕлтĕрхи кĕркунне асăннă Чăваш тăвĕ çине çитсе курнăччĕ, автотрассăпа пынă чухне çав çырма урлă каçса кайнăччĕ. Çаксенчен икĕ топонимĕ те чăваш çыннисемпе çыхăнни çинчен ыйтса пĕлтĕмĕр. Нихăçан та турккă ури ярса пусман Çĕпĕрти Чувашка юхан шывĕн ячĕ те чăваш халăхĕн ячĕпе çыхăннă, мĕншĕн тесен пирĕн авалхи мăн асаттесем çавăнта пурăннă. Гурий Вантер ахальтен мар: «Чăваш ячĕ - питĕ авалхи сăмах» - тесе каламан-çке. «Чăваш» этноним темиçе пин çул каяллах пулни çинчен нумай-нумай тĕнчипе паллă ăсчах калать. Крым çурутравĕ çĕнĕ эра пуçламăшĕнчи ĕмĕрсенче гунсен çĕршывĕн (державин) тата Аслă Пăлхар çĕршывĕн пайĕ пулнине те пĕлетпĕр. Каланă ĕмĕрсенчех «чăваш» этноним «гунн», «пăлхар», «сăвар» этнонимсем пекех пулнă. Сăмахран, Аслă Арменири Чувашрот - Чăваш ăрачĕ провинцийĕ, унта авалхи чăвашсен пĕр пайĕ пурăннă. Крымра та авалхи гунсен çĕршывĕпе Аслă Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнче пирĕн чăваш мăн асаттесем пурăннах ĕнтĕ, çавăнпа унта пирĕн халăх ятĕнчен тухса кайнă Чăваш тăвĕпе Чăваш кÿлли пур пек туйăнать мана. Сиваш проливĕн ячĕ Крым тутарĕсем пире «сюваш» - тесе каланинчен, «Крым» топоним чăвашла «хырăм» сăмахран тухса кайнă, текенсем те пур-çке...
Аркадий РУСАКОВ.
Фёдоровка районĕ.
Читайте нас: