Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Ноябрӗн 2020, 12:12

Ирида Камилжановна НОВИКОВА

«Урал сасси» хаçатăн çамрăк тапултаруллă корреспондентне, хисеплĕ ĕçтешĕмĕреИрида Камилжановна НОВИКОВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Уçă кăмăллă ĕçтешĕмĕре юбилей ячĕпе саламласа пурнăçăн анлă çулĕпе малашне те мал ĕмĕтлĕн те сулмаклăн, пысăк хавхаланупа утма хурçă пек çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, çемьере килĕшÿпе юрату сунатпăр. Умру çулу яланах такăр, çутă пултăр. Мĕн шутланисем пурнăçласа, ĕçÿсем ăнса пыччăр. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçÿсем хавхалану кÿччĕр.Вулакансене çĕнĕ хыпарсемпе савăнтарма перо яланах çивĕч пултăр.
Саншăн çутаттăр илемлĕ çут çăлтăр,
Саншăн çĕклентĕр ăшпиллĕ хĕвел,
Савăк сар кайăк çĕн юрă юрлатăр,
Сунатпăр сывлăх та пысăк телей.
Ăшă салампа – «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем.
Читайте нас: