Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Ноябрӗн 2020, 12:21

«Иртнĕ пурнăçăн пĕр пайĕ упранса юлнăшăн савăнатпăр, мăнаçланатпăр»

Пишпÿлек районĕнчи Ăхпуç ял вулавăш çумĕнче этнографи кĕтесĕ йĕркелесе янăранпа чылай çул иртрĕ ĕнтĕ. Ăна материалсемпе пуянлатма ял халăхĕ хаваспах пулăшрĕ.

Çынсем ĕлĕк-авалхи истори пуянлăхне упраса хăварас, вĕсене çитĕнекен ăрусем курччăр, пĕлччĕр тесех пуль тăрăшсах вулавăш çуртне темĕн чухлĕ япала илсе килчĕç. Çакă тĕрĕс те, мĕншĕн тесен харпăр хăй килĕнче упранакан ун евĕрлĕ тупрана кам курса хаклать-ха? Библиотека çуртĕнче вара такам та пулать.
Этнографи кĕтесĕнчи экспонатсем ачасемпе çамрăксемшĕн уйрăмах интереслĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ хăш-пĕр япаласене пуçласа кураççĕ, вăл мĕн иккенне те пĕлмеççĕ.
Вулавăш ĕçченĕ Лия Кириллова çак пуян кĕтесре тĕрлĕрен мероприяти ирттерме те тăрăшать. Сăмахран, «Тăван кĕтес тата истори сехечĕсемпе урокĕсем», «Искусство каçĕн» пĕр пайĕ çакăнта иртеççĕ. Мĕншĕн тесен кунта каланине çирĕплетмелли материалсем, ялпа шкул историйĕ, ялтан тухнă тĕрлĕ чапа тивĕçнĕ ентешсем çинчен стендсем, ĕлĕкхи пурнăçра усă курнă тĕрлĕрен япаласем, савăт-сапа, ĕç хатĕрĕсем, чăваш халăхĕн тумĕ (арçын тата хĕрарăм кĕписем, саппунĕсем, çăпатасем, хушпупа мăй çаккисем) тата ытти паха экспонатсем сахал мар.
Вулавăша килнĕ çынсем çак пÿлĕме час-часах кĕрсе курма тăрăшаççĕ. Аякран çитнĕ хăнасем те ку тăрăхри чăвашсен кун-çулĕпе, ĕлĕкхи пурнăçпа çыхăннă хатĕрсемпе паллашма кăмăллаççĕ.
Юлашкинчен çакна та каласа хăварас килет. Этнографи кĕтесĕнче хитре пикесем, хĕрарăмсем чăваш халăх тумне тăхăнса асăнмаллăх сăн ÿкерчĕк те тăваççĕ. Ĕлĕкхи тумтир вĕт питĕ илемлĕ, темле асамлăхпа хăйĕн патне туртать...
Эпир хамăр вулавăшра историн пĕр пĕчĕк пайĕ те пулсан упранса юлнăшăн савăнатпăр, мăнаçланма та пултаратпăр. Малашне те çак кĕтесе пуянлатма тăрăшăпăр, çамрăк ăру та эпир пуçарнă ĕçе малалла тăсасса шанатпăр.
Лия ДМИТРИЕВА.
Пишпÿлек районĕ, Ăхпуç ялĕ.
Читайте нас: