Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Ноябрӗн 2020, 13:05

Кайăк-кĕшĕк грипĕ çинчен мĕн пĕлмелле?

2020 çул - çăмăл çул мар. Республика чиккипе юнашар‚ Бакалă районĕнчен темиçе çухрăмра‚ кайăк грипĕн вучахне тупса палăртнă. Пирвайхи хут пирĕн республика хăрушлăх зонине кĕнĕ.

Мĕн вăл кайăк грипĕ?
Кайăк грипĕ - çивĕч инфекци чирĕ, вăл вилĕмпе вĕçленме пултарать. Килти кайăк-кĕшĕке чир ертекенсем - вĕçсе каякан тискер кайăксем. Çавăн пекех çерçисем‚ кураксем тата кăвакарчăнсем. Вĕсем чире апат е шыв‚ кайăк каяшĕ урлă ертеççĕ. Килти кайăк-кĕшĕк йышлă вилнĕрен кайăк грипне «чăх чуми» е «Эбол ячĕллĕ чăх сив чирĕ» ят панă.
Чир паллисем: кайăксен хускану шайлашăвĕ çухалать‚ чăхсем хутран-ситрен çеç çăмарта тăваççĕ‚ нумай шыв ĕçеççĕ‚ кранклатма тытăнаççĕ‚ пуçĕсене каçăртаççĕ‚ кикирикĕсем кăвакараççĕ‚ куç витĕмĕ уçăмлă мар тата ытти те. Чир виçĕ талăкран пуçласа виçĕ эрнеччен тăсăлать.
Вирус кайăкран çынна куçма пултарать. Çакă 1997 çулта Гонконгра инфекци вучахĕ тухнă чух паллă пулнă. Ун хыççăнхи çулсенче Азири кайăк грипĕ Европăпа Африкăна çитнĕ. Çавăнпа хăрушлăх ушкăнне кайăк-кĕшĕк ферминче ĕçлекенсем‚ зоотехниксем тата ветеринарсем те лекеççĕ. Вирус пĕр çынран тепĕр çынна куçнине шута илмен.
Вăл мĕнпе хăрушă?
Чир экономикăна пысăк сиен кÿрет. Пирĕн республикăра кайăк-кĕшĕк отраслĕ тухăçлă аталаннă. Пушкăртстанра -13‚5 млн кайăк-кĕшĕк. Вĕсен шутĕнче - 4 миллионĕ уйрăм хуçалăхсенче. 13 кайăк-кĕшĕк фабрики ĕçлет. Шывра ишекен ама кайăксен шучĕпе эпир малта пыратпăр. Раççейре кăвакалсем çитĕнтерекен пĕртен-пĕр йăх репродукторĕ Пушкăртстан Республикинче вырнаçнă. Банкрота тухнă хыççăн çĕнĕрен 850 пин пуç кăркка çитĕнтерекен комплекс ĕçле пуçланă. Тавара республика лавккисене кăна мар‚ Раççейĕн ытти регионĕсене те çитереççĕ. Апла пулсан çакă пурте хăрушлăха лекет.
Инкекрен мĕнле хÿтĕленмелле?
Чи тухăçлă хатĕр вăл - профилактика. Республика чикĕсене тата вĕçсе каян кайăксене тĕрĕслесе тăрать‚ фабрикăри кайăк-кĕшĕкрен тата хатĕр продукцирен час-часах анализ илеççĕ.
Мурпа кĕрешес ĕçе ахаль çынсем те хутшăнни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕн тумалла?
Килти кайăк-кĕшĕке картасенче хупмалла. Уçăлтарма кăларма‚ пĕвесене яма юрамасть. Çакă тискер кайăксемпе çыхăнăва кĕрессинчен хăтăлма пулăшать.Тĕрĕсрех каласан‚ килти кайăк-кĕшĕке халех пуссан та юрать. Паллă мар производительсенчен тавар туянмалла мар. Санкци паман пасарсенче‚ алăран е машина çинчен сутакансенчен кайăк-кĕшĕк тушкисемпе унтан тунă продукцисене ан туянăр. Вĕсене лавккасенче тата официаллă пасарсенче (унта тавара ветеринарсем пăхса тăраççĕ) туянма пулать. Туяннă продукцие лайăх çумалла‚ вĕсене вĕрипе пĕçертмелле, ăшаламалла. Пысăк температура вируса вĕлерет. Енчен те кÿршĕри кайăк-кĕшĕксенче чир паллисем пулсан ветеринари службине чĕнтерĕр. Специалистсемпе 8 800 775 58 28 хĕрÿ лини телефонĕпе çыхăнма пулать. Шăнкăрав тÿлевсĕр.
Мĕншĕн кайăксене прививка тума юрамасть?
Республикăри ветеринари управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх‚ вакцина туман кайăк ашĕ пахалăхлă шутланать. Урăхла каласан продукци «чи лайăх сорт» категоринче тытăнса тăрать. Енчен те кайăка прививка тусан сорт категорийĕ улшăнать‚ «пĕрремĕш» е «иккĕмĕш» çеç пулать. Ун пек аша сутма та йывăртарах‚ хакĕ те йÿнелет.
Ирида НОВИКОВА хатĕрленĕ.
Читайте нас: