Урал сасси
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Ноябрӗн 2020, 12:10

Купăста салачĕ

Кирлисем:1,5 килограмм купăста,100 грамм сухан, 150 грамм пылак пăрăç, 100 грамм кишĕр,30 миллилитр уксус, 30 грамм тăвар, 80 грамм сахăр.

Купăста пуçне тасатмалла, çулçисене турамалла. Сухана çурма çаврака, кишĕре çаврака туса вакламалла. Пăрăçа вăрринчен тасатмалла, тăваткал вакламалла. Пахча çимĕçе пысăк савăтра хутăштар-малла. Салата банкăсене тултармалла, вĕри шыв хушмалла та 10 минутлăха «кантармалла». Шывне кастрюле каялла ямалла та тăвар, сахăр хушса вĕретмелле. Унтан уксус хушмалла. Вĕри шыва салат тултарнă банкăсене ямалла. Унтан кĕленче савăта тачă хупмалла, сивĕниччен лартмалла.
Читайте нас: