Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
18 Ноябрӗн 2020, 12:45

Левентей ăруне намăс мар

Пирĕн Левентей ăрăвĕнче 1818 çултан пуçласа паянхи кунччен сакăр сыпăкри ăру çут тĕнче курса савăнаççĕ. Эпир, Петрпа Николай Матвеевичсем, пиллĕкмĕш сыпăка кĕретпĕр. Пирĕн аттепе анне Матвей Семеновичпа Варвара Васильевна хăйсен хыççăн пысăк йăх хăварнă: Михаил, Николай, Петр, Ольга, Александр. Вĕсем паянхи кун хăйсен ачисемпе мăнукĕсене курса савăнаççĕ.

Кăçалхи август уйăхĕн 18-мĕшĕнче Петр Матвеевич 75 çул тултарчĕ. Çав сăлтавпа усă курса эпĕ ăна юратнă «Урал сасси» хаçат урлă ырлăх-сывлăх сунатăп. Пурте эпир Пушкăртстанри Давлекан районне кĕрекен Канчăлав ялĕнче çуралса ÿсрĕмĕр. Чи асли, Михаил, 80 çулта, эпĕ Николай, 77-ре, Петр - 75-ре, Ольга - 72-ре, Александр 66 çулпа пырать.
Пирĕн çемье кун-çулĕ чăваш халăхĕн историне аса илтерет. Епле майпа-ха эпир чăвашсем, Пушкăрт тăрăхне килсе пурнăç çулне такăрлатнă? Вун саккăрмĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче чăвашсем, тутарсем, ирçесем Хусан кĕпĕрнинчен «телейлĕ пурнăç» шыраса Урал регионне килсе Эрĕнпур тăрăхĕнче, Пушкăртстанра вырнаçаççĕ. Мĕншĕн ку енне куçса килнин сăлтавĕсем нумай. Пĕрремĕш сăлтавĕ - çĕрĕсем хĕсĕк пулни, иккĕмĕшĕ - чăвашсем патша налукĕнчен тарни тата ытти те. Пирĕн Канчăлав ялĕ те çав вăхăтра никĕсленсе аталаннă. Чăвашсен пĕр ушкăнĕ пирĕн ял вырăнĕнче чарăннă та чылай вăхăт каннă. Апат пĕçерсе çинĕ хыççăн малалла кайма палăртнă. «Канчĕ лав. Урăх ниçта та каймастпăр, çакăнта юлса хамăр çĕршыва йĕркелетпĕр», - тенĕ пĕр шур сухалĕ. Вăлах çав ушкăнăн ертÿçи шутланнă. Çакă вун саккăрмĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче пулнă.
«Пирĕн çемье кун-çулĕ чăваш халăхĕн историне аса илтерет» текен сăмахсене çирĕплетсе çакна калас килет. Совет влаçĕ вăхăтĕнче пĕлÿ илнĕ хыççăн пире, пĕртăван Леонтьевсене, тĕрлĕ çĕре ĕçлеме янă. Çавăнпа та чи асли, Михаил, халĕ Пишпÿлек районĕнчи Пăслăкра пурăнать. Эпĕ - Эрĕнпур хулинче. Петрпа Александр тĕрлĕ çĕрте пурăннă хыççăн халĕ каллех тăван яла килсе тĕпленчĕç. Ольга Туймазă хулинче тымар янă. Пурсăмăр та тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче ăс пухса икшер диплом илтĕмĕр. Михаил училище, техникум пĕтерчĕ. Эпĕ - училище, техникум, институт, университет. Ольга - училище, институт. Петр - икĕ училище, техникум, Александр училищĕре пĕлÿ илнĕ. Халĕ эпир пенсире, пурте çĕр ĕçĕпе кăсăкланатпăр. Пирĕн кашнинех пахчасенче тĕрлĕ çимĕç çитĕнет.
Ара, чăвашсем ĕлĕкренех çĕр ĕç ăстисем пулнине пĕтĕм тĕнче лайăх пĕлет. Вĕсем Урал регионне килнĕ хыççăн вырăнти халăхсене (тутарсемпе пушкăртсене) нумай пурнăç вăрттăнлăхне вĕрентнĕ. Тĕслĕхрен, кунти халăх çĕре алман, вĕсем çĕре «анне» вырăнне хунă. «Çĕре чавни аннен кăкăрне тăрмалани пулать» тенĕ. Каярах хăйсем те çĕр ĕçне лайăхах хăнăхнă. Вĕсем чăвашсенчен ĕçмелли пыл, килти эрех тума, сысна усрама вĕреннĕ.
Леонтьевсен йăхĕ - питĕ пысăк йăх. Ăçта кăна пурăнмаççĕ вĕсем? Ĕпхÿре, Шупашкарта, Ульяновскра тата Раççейĕн ытти регионĕсенчи хуласенче. Эпĕ хамăн мăшăрпа 51 çул пĕрле килĕштерсе пурăнатăп. Лидия Михайловнăпа икĕ хĕр, Наташа тата Ира, çуратса ÿстертĕмĕр. Вĕсем иккĕшĕ те Голландире пурăнаççĕ. Пирĕн пилĕк мăнук çитĕнчĕ. Пурте вĕренеççĕ, ĕçлеççĕ. Эпир, паллах, вĕсен çитĕнĕвĕсене курса савăнатпăр. Ку тĕнчере эпир - чи телейлĕ Турă ачисем.
Ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Петр Матвеевичăн мăшăрĕ Вера Петровна 74 çул тултарчĕ. Хаклă кине çуралнă кунпа, шăллăма 75 çулхи юбилейпе ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх суннă май сăвă йĕркисем те çуралчĕç:
Çитмĕл пилĕк çул тултартăн,
Çут тĕнчене килнĕренпе.
Шăпа тени йăл-йăл кулчĕ,
Курчĕ сан ĕçÿсене.
Чылай çĕрте пулса куртăн
Канчăлавран çул - Ташкента.
Унта çирĕп йăва çавăртăн,
Ĕçченлĕхпе тĕлĕнтертĕн ăрăва.
Ачусене пăхса ÿстертĕн,
Телейлĕ пулĕç мăнукусем.
Тăван çĕре каллех таврăнтăн,
Кунта та эс ялан ĕçре.
Хам сăмахсене пĕтĕмлетсе çакна каласшăн. Тавах аттепе аннене пире кун-çул кăтартнăшăн. Вĕсен ачисем çĕршыва юрăхлă та кирлĕ çынсем пулса çитĕннĕ. Апла пулсан Левентей ăруне намăс мар.
Николай ЛЕОНТЬЕВ.
Эрĕнпур хули.
Читайте нас: