Ахальтен мар Прасковья Тихоновнăна ытларах хăйĕн мăшăрĕ пек аса илеççĕ. Çапах та унăн ĕçĕ-хĕлĕ ытти мăшăрсемпе танлаштарсан питĕ пуян пулнине палăртса хăвармалла. Вăл мăшăр тивĕçĕсене лайăх пĕлсе пурнăçланă. Хĕрарăм пĕр вăхăтрах муза та‚ мăшăр та шутланнă. Ахаль мăшăр кăна мар‚ пултарулăх тĕнчине путнă ÿнерçĕн чи лайăх пулăшаканĕ пулнă. Хĕрĕх çул ытла Прасковья Тихоновна мăшăрне психикăпа кăмăл-туйăм ырлăхĕпе‚ йăлари хăтлăхпа тата сĕтел çинчи пурлăхпа тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне Корин тиф чирĕпе чирлесен ăна сыватнă. Инфаркт çапнă арçынна ура çине тăратнă.
Хĕрарăм вилсен те ĕçтешĕсем ÿнерçĕн пурнăçĕнчи мăшăрĕн рольне палăртса хăварнă: «Прасковья Тихоновнан пурнăçĕнчи тĕп паттăрлăх, мăшăрĕн, вырăс живопиçĕн могиканĕн Павел Дмитриевич Коринăн, пурнăçне вăрăмлатни. Çавăн чухне ăна медицина сестрин пĕлĕвĕ тата фармацевтăн пуян опычĕ кирлĕ пулнă та. Вăл сахалран та тăватă хутчен (кашни инфаркт хыççăн) мăшăрне вилĕмрен çăлса хăварнă».
Павел Дмитриевич‚ тĕлĕнмелле сисĕм пуррипе‚ пурнăçри юлташне суйланă чух йăнăшман. Çак суйлав пĕрре тата яланлăхах пулнă. Анчах та Прасковья арăм пулма васкаман. Арçын сакăр çул хушши ăна ĕмĕрлĕхех хăйне качча тухма ыйтнă. Çине тăрса‚ шанчăка çухатмасăр‚ хăш чухне хăраса...
Юлашки хут мăшăр пулма ыйтнă чух 1926 çул пынă. Мĕншĕн чылай вăхăт хушши шăпа пĕлтерĕшлĕ ыйтăва татса парайман-ши? Вăтăр тăватă çулхи ÿнерçĕн юратнă хĕрне сĕнмелли пурлăхĕ пулман, анчах вăл май тупнă. Павел Дмитриевич хĕре нумай хутлă çуртăн маччи çинче пĕрле пурăнма сĕннĕ. Паллах‚ çакăн пек условисенче ача çуратас ĕмĕт сÿннĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене нумай тимлĕх уйăрмалла‚ ура çине тăратмалла. Чылай чухне шавлаççĕ‚ ашкăнаççĕ. Тулăх пурнăç пулас шанчăк пулман. Ытларах укçасăр‚ вĕçĕ-хĕррисĕр парăмсемпе тулнă‚ 20 çул хушши пичетре тухакан критикăллă‚ чирсемпе пуян пурнăç пулма пултарнă. Ӳнерçĕ тăлăх хĕре пĕртте улталаман:
- Чунăм‚ хампа пĕрле паттăрлăх кăтартма чĕнетĕп. Эпĕ «Явление Христа народу» картинăна çырнă Александр Иванов пек пуласшăн. Анчах ÿнерçĕн çулĕ питĕ йывăр.., - тенĕ çамрăк ÿнерçĕ.
Вун пилĕк çул хушшинче хĕрарăмăн ăсталăха вĕренме тата чапа тухма ĕмĕтленекен Корин патне хĕрхенÿ туйăмĕ çуралнă пулмалла. Мĕн каламалли пур кунта? Паттăрлăхпа хăюлăхшăн Прасковьяна пысăк тав. Кам пĕлет пултаруллă çынсем Корин картинисемпе киленмесĕр Раççее юратнă пулĕччĕç-ши? Çак картинăсем XIX-XX ĕмĕрти вырăс литература классика хайлавĕсем пекех Раççей кун-çулĕн шанчăкне çирĕплетеççĕ.
Корин ÿнерçĕ ача çулĕсенчен пуçласа мĕн виличчен пĕлÿ илнĕ. Ăна ытларах монумент живопиçĕ тыткăна илнĕ. Вăл ăстаçăсенчен вĕреннĕ. Яланах шухăшĕсемпе пуçтарăнса ăсталăха туптанă. Унăн пĕрремĕш вĕрентекенĕ - Ĕпхÿ çынни М.В. Нестеров живопись академикĕ. Вăл çамрăк çынна турăшсем çыракан палех йăхĕн представительне пулăшакан пулма чĕнсе илнĕ. Тахçан-тăр Елизавета аслă княгиня М.В. Нестерова хăй йĕркеленĕ Марфо-Мариинск богадельни çумĕнчи Покров храмĕ çинче ÿкерме сĕннĕ.
Çав вăхăтра Пысăк Ордынкăра Августейшая сумлă çынпа пĕрле чирлĕ çынсене пăхма хатĕрлекен пулас сестрасем пурăннă. Çырнă тăрăх‚ княгиня мăнастирте диаконисс ĕлĕкхи институт пуçарса яма шутланă. Вăл христиан тĕнĕ вăй илнĕ чух пулнă. Институтра сестрасен пурнăçĕ мăнастир йăли-йĕркинчен уйрăлса тăнă. «...Мăнастир çумĕнче богадельня е усрав çурчĕ пулнă‚ анчах та мăнастир пурнăçĕ ыркăмăллăх тата социаллă пулăшупа çыхăнман».
Патша арăмне хăйĕн шухăшĕсене пурнăçа кĕртес тесен мăнастир тулашĕнчи çынсемпе çыхăну йĕркелеме пĕлекен экстравертсем кирлĕ пулнă. Елизавета сестрасене хĕрарăмсене‚ çити-çитми пурнăçпа пурăнакансене тата хут пĕлмен çынсене ыркăмăллăх тата тĕнпе çут ĕç пулăшăвĕ пама хатĕрленĕ. Мăнастир çумĕнче больница‚ туберкулезпа чирлекенсене тата сĕтĕрĕнсе çÿрекен хĕр ачасене йышăнакан приютсем ĕçленĕ. Сестрасемпе княгиня час-часах хулан криминаллă районне çитнĕ. Ун чухне çакăн пек хăрушă вырăн Хитров пасарĕнче вырнаçнă.
Прасковья провизор пулăшаканне вĕренме шутланă. Çакă ăна мăнастирти аптекăра фармацевт пулса ĕçлеме май панă. Хĕрарăма нумай япалана вĕрентнĕ: чиркÿре юрлама‚ алă ĕçĕ тума‚ касса çĕлеме‚ ачасене пăхма‚ апат пĕçерме тата япала çума‚ медицина пулăшăвĕ пама.
Пĕррехинче Аслă княгиня, вăлах мăнастир настоятĕлĕ‚ Павел Корина хăйĕн патне чĕнтерсе пĕр воспитанницăна живопись урокĕсем пама пултараймасть-и тесе ыйту панă. Ӳнерçĕ кирек мĕнле ĕçе те хавас пулнă. Килĕшнĕ. Августейшая сумлă çын Корина вĕренекен патне илсе кайнă. Вăл 10 çулхи именчĕк хĕр ача пулнă.
- Манăн чунăм! - тесе мăнастир настоятелĕ ăна ыталанă.
Уроксем пуçланнă. Урокран урока Павел Корин Прасковья çинчен нумай çĕннине пĕлнĕ. Хĕр ача ытти воспитанницăсенчен икĕ çул кĕçĕнрех иккен. Ĕпхÿ кĕпĕрнинче çуралнă чăваш. Вăл Елизавета чĕннипе‚ Ĕпхÿ кĕпĕрнинчи виçĕ тăлăх ача шутĕнче‚ ыркăмăллăхпа ĕç мăнастирĕн воспитанници пулса тăнă.
Прасковья Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ) каласа панă тăрăх‚ вăл - тăлăх хĕр. Унăн амăшĕ ăна çуратнă чух вилнĕ. Пĕчĕк пепкене Пелепей уесĕнчи Ярмулай ялĕнче пурăнакан амăшĕн иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕн çемйи хăй патне пурăнма илнĕ. Хĕр ача усрав çемьере пурăннă чух чиркÿпе приххут шкулне çÿренĕ. Вăл вĕсен çурчĕн иккĕмĕш пайĕнче вырнаçнă пулнă. Унтан хĕр пĕр класлă училищĕре виçĕ çул вĕреннĕ. Прасковья пĕлĕвне малалла тăсас тесе ăна ашшĕпе амăшĕ Слакпуç ялне илсе кайнă. Унта икĕ училище - арçынсен тата икĕ класлă хĕрарăмсен - ĕçленĕ. Унсăр пуçне вĕрентекенсене хваттерсемпе‚ вĕренекенсене общежитисемпе тивĕçтернĕ. Анчах пĕчĕк хĕр ачана общежитине вырнаçтарман. Вăл тăванĕсем патĕнче пурăнма юлнă. Тăванĕсен ачисем ÿссе çитĕннĕ пулнă. Виççĕшĕ Чĕмпĕрте вĕреннĕ. Вĕсенчен пĕри Библипе вырăс писателĕсен ĕçĕсене куçарнă‚ чăваш букварĕн çĕнĕ кăларăмĕсене илемлетнĕ‚ Ӳнер академийĕнче пĕлÿ илес тесе Санкт-Петербурга куçса кайма хатĕрленнĕ.
Прасковья каланă тăрăх‚ вăл Константин Иванов ÿнерçĕ, çав вăхăтрах поэт та пулнă. Унăн сăввисене тата «Нарспи» поэмине 1908 çулта Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕнче тухнă кĕнекере пичетленĕ.
Прасковьян амăшне улăштарнă хĕрарăм Константин Ивановăн асламăшĕпе пĕртăван пулнă. Çавăнпа та хĕр ача поэтăн ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕсен пĕр хутлă чул çуртĕнче пурăннă. Пÿрте виçĕ кăмака хутса ăшăтнă. Пÿлĕмсенче тăмран тата йывăçран ăсталанă япаласем нумай пулнă. Стенасем çинче кăранташпа ÿкернĕ портретсем çакăнса тăнă. Кашни кунах музейри пек илемпе юнашар пурăннăранах пулĕ, Прасковья Константин Иванов пек ÿкерме вĕренесшĕн пулнă.
- Шел, Иванов эпĕ киличчен кăшт маларах Чĕмпĕре тухса кайса ĕлкĕрнĕ. Çынсем вăл ашшĕ килĕнче икĕ çул пурăннă, маларах Самар кĕпĕрнинче çĕр виçекен пулса ĕçленĕ тесе калатчĕç, - аса илнĕ Прасковья.
Хĕр ача Иванов килне таврăнĕ-ха, унпа паллашăп-ха тесе ĕмĕтленнĕ. Анчах пĕр кĕтмен çĕртен хăй Мускава тухса кайнă.
Ĕç-пуç çапла пулса тухнă. Раççей империйĕн регионĕсем тăрăх час-часах çула тухакан Елизавета патшана çав çул Ĕпхÿ кĕпĕрнине йыхравланă. Унта вăл тĕлĕнмелле хăватлă ĕçсем тăвакан çветтуй Николай турăша пуç тайма килнĕ. Турра ĕненекен патшана вырăс, мари ялĕсенче тараватлăн кĕтсе илнĕ. Унсăр пуçне кĕпĕрнаттăрпа епископ Николо-Березовка ялĕнче иртекен уява вак халăхсем пурăнакан приххутсенчи чиркÿ ĕçченĕсене, унти учительсемпе вĕренекенсене йыхравланă. Çав шутра Этĕл, Пăслăк, Васильевка, Меселпуç, Пишпÿлек, Тимеш, Çĕнĕ Хурамал, Слакпуç ялĕсенчи тата Пелепей хулинчи чăвашсем пулнă. Николо-Березовка ялĕнче тĕне кĕнĕ вак халăхсем йышлă пуçтарăннăран çав июль уйăхĕн кунĕсемпе каçĕсенче Турă сăмахĕ ултă чĕлхепе хăватлăн янăранă. Вырăс мар халăхсем чиркÿ кĕллисене пысăк хавхаланупа шăрантарнă.
Уяв патша кăмăлне кайнă. Вăл ыттисемшĕн те кĕтмен чăнлăх пулса тăнă. «Çармăссен (марисен) кăмăл-сипет тĕнчине кĕмелли чи шанчăклă мел - ырă кăмăл. Ун патне ырă, уçă чĕрепе каймалла. Хĕрхенÿ, ачашлăх мĕн иккенне пĕлмен чĕре хирĕç сас парать. Паянхи пек», - çырнă Патша майри вырăнти халăхпа тĕл пулни çинчен калакан отчетра. Унтан таврăннă хыççăн Аслă патша тĕне кĕнĕ тăлăх мари, чăваш, тутар ачисене Мускаври Марфо-Мариинск мăнастирне пурăнма илсе килме хушу панă.
Ун хушăвне пурнăçланă. Çав яваплă ĕçе Слакпуçĕнчи хĕрарăмсен училищин вĕрентекенне Евдокия Григорьевăна (вăл Николо-Березовка ялĕнчи уява хутшăннă) шанса панă. Турă тĕне кĕнĕ кун умĕн Е.М. Григорьева виçĕ тăлăха Мускава илсе кайнă.
1921 çулта Прасковья пĕрремĕш тата юлашки хут хăйне усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕ патĕнче пулнă.
Унтанпа темиçе вунă çул иртсе кайнă. Çĕршывра çĕнйĕркелÿ пуçланчĕ. Халĕ ĕлĕк цензура чарнă темăпа та калаçма юрать. Ĕпхÿ профессорĕ Алексей Кондратьев П.Т. Коринана хăйĕн ашшĕ-амăшĕ патне кайса килни, çулçÿрев çинчен каласа пама ыйтса çыру çырнă. Прасковья Тихоновна çапла хуравланă: «Килсе çитрĕм‚ чăвашла калаçаймастăп. Вунă çул хушши чăвашла калаçнине илтмен. «Отче наш» кĕлле çеç пĕр чарăнмасăр чăвашла вуларăм. Çĕр çине питпе ÿкрĕм те хурланса макăрса ятăм».
Усрав ашшĕ лайăх çын пулнă‚ хĕрне питĕ юратнă‚ çапла каланă: «Сана телей‚ лайăх пурнăç сунатăп. Çак сăмахсене ялан асра тыт: ăçта пулсан та‚ кам пулсан та - çĕкленсен те‚ ÿксен те‚ савăнăçпа хурлăхра та эсĕ чăваш пулнине нихăçан та ан ман».
- Эпĕ унăн сăмахĕсене паянхи кунччен асра тытатăп‚ вĕсене ыттисене те калатăп.
Амăшне улăштаракан хĕрарăм çитĕнсе çитнĕ хĕрне «анатри» чăваш хĕрарăмĕсен кĕпине парнеленĕ‚ ăна тĕрĕс тăхăнма вĕрентнĕ. 1937 çулта Надежда Пешкова‚ Максим Горький çыравçăн кинĕ‚ илемлĕ наци тумĕ тăхăннă П.Т. Коринан портретне çырнă.
Коринсем Максим Горькипе тата унăн çемйипе чылай çул туслă пулнă. Пролетари писателĕ хÿтĕлев панипе мăшăр нумай хутлă çуртăн маччинчен пысăк та хăтлă çурта пурăнма куçнă. Павел Дмитриевич Александр пиччĕшĕпе‚ хăйĕн пекех турăшсем çырма пĕлекенскерпе‚ Çĕнелÿ саманинче ĕçлекен ÿнерçĕсен ăсталăхĕпе паллашма Италие кайнă.
II Николай патшапа тĕл пулни те Прасковья асĕнче ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварнă. Çав çулхине Раççейре Романовсен çуртне 300 çул çитнине уявланă. Паллă пулăма халалласа настоятель Русь императорне Марфо-Мариинск мăнастире йыхравланă. Император килсе çитнĕ. Паллах‚ ăна тарават кĕтсе илнĕ. II Николая мăнастир воспитанницисемпе паллаштарнă чух вĕсенчен пĕри «пирĕн патра чăн-чăн чăваш хĕрĕ пур» тесе каланă. Патша «кам вăл?» тесе ыйтнă. Прасковья мала тухнă. II Николай хĕре ыталаса илнĕ те: «Тăван килÿшĕн тунсăхлатăн-и?», - тесе ыйтнă. «Тунсăхлатăп»‚ - татса хунă Прасковья. Патша ăна татах тĕпченĕ: «Эсĕ чăвашла мĕн вуласа пама пултаратăн?». Хĕр «Отче наш» тесе хуравланă. «Эпĕ вуласа пани патша кăмăлне кайрĕ‚ чи пĕлтерĕшли вара - эпĕ чăваш чĕлхине пĕлни» тесе аса илнĕ Прасковья Тихоновна.
Иван ТАРАСОВ.
Чăваш наци академикĕ.
Ĕпхÿ хули.