- Анисса, шыва кайрăн-им? - хушать сăмах Çинук.
- Кайнăччĕ те, шывсăр пуçне «шыв ачине» те илсе килеп пулас.
Çинук Анисса аппан ача çуратма вăхăчĕ çитнине хăвăрт ăнланса илет.
Вăл вăхăтра çапла калатчĕç. «Ачине ăçтан илнĕ?» тесен: «шывран, купăста хушшинчен, куян улмуççи умне хурса хăварнă», - тесе хуравлатчĕç.
Çинук Аниссана шывне лартса пахчари мунчине пыма хушать.
Ăшă мунчара ачи хăвăрт та çăмăл çуралать. Хĕр ача пулать.
Ачана çуса-тасатса таса çемçе çитсăпа чĕркесе, пÿрте илсе кĕрсе, малтанах хатĕрлесе хунă сăпкана вырттараççĕ.
Ачасем ыйхăран вăранса ура çине тăрсан сăпкана пăхаççĕ - унта пĕчĕк кăна хитре ача выртать.
- Анне, сăпкари ача камăн вăл? - ыйтаççĕ шăпăрлансем.
- Вăл шыв ачи, - хуравлать амăшĕ. - Ирхине шыва кайнăччĕ те çавăнта çăлтан витрене çакланса тухса килчĕ вăл. Халь яланах пирĕнпе пулать.
- Ай, шыв ачи! Шыв ачи! - савăнаççĕ ачасем.
Георгий ТИХОНОВ. Салават хули.