Хаклă çыннăмăра чун-чĕререн чи ырă туйăмсемпе ăшшăн саламлатпăр. Пурнăçăн анлă çÿлĕнче хурçăран та çирĕп сывлăх, инçе çул пек вăрăм ĕмĕр, иксĕлми телей сунатпăр. Пурнăçри кашни утăму ырлăхпа, юратупа, çутă ĕмĕтсемпе тултăр. Çемьере яланах килĕшÿпе юрату хуçалантăр. Умри çулу сарлака та такăр пултăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтÿсем пурнăçа кĕрсе пыччăр.
Сунар сана çак кунхине,
Чунра хаваслă çуркунне.
Ĕçре вăй-хал та çитĕнÿ,
Килте - ăшпиллĕх, ăнлану.
Вăрăм пултăр санăн ĕмĕрÿ,
Хурçă евĕр пултăр сывлăху.
Çăлкуç евĕр таптăр вăй-халу,
Умра çиçтĕр тулли телейÿ.
Ăшă салампа - мăшăрĕ, ывăлĕсем, хĕрĕпе кĕрÿшĕ, мăнукĕ, ашшĕ, пиччĕшĕпе аппăшĕ тата вĕсен çемйисем.