Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2020, 13:01

Çирĕклĕсемшĕн асăну палăкĕ сăваплă вырăн пулĕ

Мияки районĕнчи Çирĕклĕ чăваш ялĕ Çĕнĕ Хурамал ял хутлăхне кĕрекен тăватă ялтан пĕри шутланать. Вăл пысăках мар. Ăна çак районти Кекен ялĕнчен уйрăлса тухнă чăвашсем 1927 çулта (çĕр уйăрнă хутсем тăрăх, анчах та пĕр икĕ çул маларах та пулма пултарать) никĕсленĕ. Хăй вăхăтĕнче кунта шкулĕ те, клубĕ те, лавкка та пулнă, халăхĕ те йышлă кĕрленĕ. Шел пулин те, паянхи кун 37 кил-çуртра 84 çын пурăнакан ялта çак çÿлерех асăннă социаллă объектсем пĕри те çук.

Читайте нас: