Урал сасси
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2020, 12:08

Людмила Ивановна МАРКИНА

Авăркас тăрăхĕнчи Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Çтерлĕ хулинче пурăнакан хĕрÿ чĕреллĕ чăваш хастарне, Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕн пайташне, асăннă пĕрлешĕвĕн пресс-службин ертÿçине, «Урал сасси» хаçатăн обществăлла корреспондентне, пултаруллă педагогика ĕçченне Людмила Ивановна МАРКИНАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Людмила Ивановнăна паллă кун ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, çитĕнÿ, çемьере килĕшÿпе юрату, тăнăçлăх сунатпăр. Яланах хаваслă та ырă, чунупа çамрăк пулăр. Чăвашлăхшăн тăвакан пархатарлă ĕçĕрсем хавхалану кÿрсе тăччăр.
Юбилей ячĕпе саламлатпăр чунтан.
Шутлани пурнăçа кĕрсе пытăр ялан.
Çирĕп сывлăх, хастарлăх сунар чĕререн,
Татăлма ан пĕлтĕр укçа енчĕкрен.
Килĕшÿ, ăнлану хуçалантăр килте,
Çуркунне чечеклентĕр ялан чĕрĕрте.
Ырă сунса та хисеплесе -
Çтерлĕри чăвашсен наципе культура автономийĕ.
Читайте нас: