Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2020, 14:56

Республикăн кăнтăр енче аш-какай кластерĕ пулмалла

Пушкăртстанра 2019 çулта аш-какай туса илме выльăх- чĕрлĕх ĕрчетессипе стратеги йышăннă. Вăл 2030 çулччен тăсăлмалла. Документпа килĕшÿллĕн аш-какай туса илекен кластер йĕркелемелле, пĕр суту-илÿ лапамĕ пулмалла. Çак пĕрлĕх пурĕ 45-70 хуçалăха, 7-10 пин пуç мăйракаллă шултра выльăха пĕрлештермелле тата 30 пин гектартан кая мар çĕр лаптăкĕ йышăнмалла.

Аш-какай рынокне аталантарма палăртнă тăрăх, стратегине хатĕрлекенсем 2030 çул тĕлне асăннă тавара 450 пин тонна туса илме тĕллев лартнă. Ăратлă ĕнесен шучĕ хуçалăхсенче 750 пуçран (2019 çулта) 1600-ре çити (2030 çул тĕлне) ÿсмелле.
Иртнĕ эрнере республикăн кăнтăр енче малашне аш-какай туса илессипе çыхăннă ыйтăва çавра сĕтелре пăхса тухнă. Вăл онлайн формачĕпе иртнĕ. Çак мероприятие пуçараканĕ Куюргазă район администрацийĕ пулнă.
ПР Правительствин премьер-министрĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов каланă тăрăх, пĕтĕмĕшле çĕршывра аш-какай отраслĕ йывăрлăхсене туять. Уйрăмах вăл чăх-чĕп фабрикисене пырса тивнĕ. Хальлĕхе сысна ĕрчетекенсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсем чĕрĕ какая 95 тенкĕпе сутаççĕ, хăйхаклăхĕ вара 87 тенкĕпе танлашать.
Росстат пĕлтернĕ тăрăх, Пушкăртстанра 9 уйăх хушшинче ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакан предприятисем 260 пин тонна ĕне-сысна тата кайăк-кĕшĕк какайĕ çитĕнтернĕ. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан ÿсĕм 11 процентпа танлашать. Раççейри регионсем хушшинче республика ĕне какайĕ туса илессипе (102 пин тонна) малти вырăнта. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче ĕне-сысна тата кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси, чĕрĕ виçепе илсен, 28 тата 4 процент ÿснĕ.
Республикăра ĕне-сысна тата кайăк-кĕшĕк какайне туса илесси ытларах сакăр тăрăхра тухăçлă аталаннă. Вĕсен шутне Благовар, Çтерлĕ, Туймазă, Мелеуз, Благовещенск, Чишма, Буздяк, Авăркас районĕсем кĕреççĕ. Кунта мĕнпур туса илнĕ продукцин 63 процентне çитĕнтереççĕ. Çак районсенче пысăк инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ: «Таврос» компанисен ушкăнĕ, «Русское зерно» холдинг предприяти, «Урал» кайăк-кĕшĕк комплексĕ» тата «Урожай» ял хуçалăх предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăсем. Хальлĕхе çак списока республикăн кăнтăр енчен пĕр Мелеуз районĕ çеç лекнĕ. Çав вăхăтрах кунта аш-какай кластерĕ йĕркелеме мĕнпур условисем пур. Çакна çавра сĕтел вăхăтĕнче Куюргазă район администраци пуçлăхĕ Юлай Ильясов та палăртнă.
Юрий СНЕГОПАД.
Читайте нас: