Урал сасси
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2020, 12:15

Вăл ырлăхпа çутă парнелет

Тăхăр вунă çул тултарнă çын ырă сăмахсем илтме çеç тивĕç. Çакă юбиляр паллă çын пулнипе пулманнинчен‚ паттăрла ĕç тунипе туманнинчен‚ пĕр-пĕр япала шутласа кăларнипе кăларманнинчен килмест.

Çак илемлĕ кĕр кунĕсенче Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Мария Степановна Васильева хăйĕн пурнăçĕнчи çавра çуралнă кунне паллă турĕ. Унăн шăпи йывăр çулсенче пурăнакансен пурнăçĕпе тÿр килнĕ. Вăл, ыттисем пекех ахаль ял хĕрарăмĕ, хăй ĕмĕрĕнче савăнăçпа хурлăхне сахал мар курнă.
Кинеми Степан Даниловичпа Фекла Гавриловна Мастеровсен нумай ачаллă çемйинче‚ асăннă районти Суккул ялĕнче çуралнă. Вăрçă пуçлансан унăн виçĕ пиччĕшĕ - Иван‚ Семен, Аркадий - тата Анна аппăшĕ фронта тухса кайнă. Вĕсем аманнă пулсан та 1945 çулта пурте килне ырă-сывă таврăннă. Чĕрене шăнăçми савăнăçа Мария Степановна питĕ лайăх астăвать.
Хаяр вăрçă çулĕсенче 12 çулхи Мария аслисемпе пĕр тан колхозра ĕçленĕ‚ вăрман каснă. 1959 çулта хĕр Эрехĕрри ял каччине‚ Борис Васильева‚ качча тухнă. Çамрăк арăм мăшăрне виçĕ ывăл - Вячеслав‚ Сергей тата Александр - парнеленĕ.
Пĕрре те алă усса ларма хăнăхман кинемейĕн пурнăçĕ ĕçре иртнĕ. Мария Степановна фермăра пăру пăхнă‚ 1971 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен «Урожай» колхозра ĕнесем сунă. Унтан пилĕк çул хушши хуçалăхра поварта тата тĕрлĕ ĕçре вăй хунă.
Мария Степановна мăшăрĕ 1987 çулта вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Хĕрарăмăн ывăлĕсене пĕччен ура çине тăратма‚ çемье пурнăçне йĕркелесе яма пулăшма тÿр килнĕ. Паллах‚ çăмăл килмен ăна. Çапах та кинемей пурнăç йывăрлăхĕсене тивĕçлĕ парăнтарса пынă, пуçне усман.
Паянхи кун Мария Степановна пĕччен пурăнать. Ачисемпе мăнукĕсем тăтăшах килсе çÿреççĕ. Кинемей хăйĕн кĕçĕн кинне, Раисăна, кашни кун ыр сăмахсемпе хавхалантарнăшăн‚ кил-çуртри тирпейлĕхпе хăтлăха тытса пыма пулăшнăшăн тав тăвать. Сывлăхĕ кăшт хавшанă пулсан та Мария Степановна Васильева ăс-тăнпа çирĕп‚ пурнăçпа туллин киленсе кун кунлать.
Паян юбиляра сакăр мăнук тата тăхăр кĕçĕн мăнук пурри савăнтарать. Уçă кăмăллă кинемейĕн кашнин валли ăшă сăмах‚ ырă сĕнÿ-канаш тупăнать.
Çак кунсенче Мария Степановнана юбилей ячĕпе ял хутлăх администраци пуçлăхĕ Ольга Зарянова, вырăнти ветерансен канашĕн председателĕ Лидия Ванюшина тата çак йĕркесен авторĕ саламларĕç, ырлăх-сывлăх суннă май çĕр çула çитме халалларĕç.
Ирина КОРНИЛОВА‚
нумай функциллĕ клуб заведующийĕ.
Ермеккей районĕ‚ Эрехĕрри ялĕ.
Читайте нас: