Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
25 Ноябрӗн 2020, 14:30

Юламанран чи нумай ĕç тăратнă

Çак кунсенче Авăркас районĕнчи историпе краеведени музейĕнче Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалласа ирттернĕ район конкурсĕн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысланă.

«Çĕнтерÿшĕн сире пысăк тав!» конкурса 60 ытла пултарулăх ĕçĕ тăратнă. Çулталăк тăршшĕ вĕренекенсем хăйсен ертÿçисемпе ÿкерчĕксем çырнă‚ архиври сăн ÿкерчĕксене шыранă‚ çĕннисене тунă‚ видеороликсем ÿкернĕ‚ ветерансемпе Тăван çĕршывăн аслă вăрçине хутшăннă Авăркас çыннисем çинчен тĕпчев ĕçĕсем хатĕрленĕ‚ сочиненисем хайланă. Комисси ĕçсене пăхса тухнă хыççăн чи лайăххисене тата тивĕçлисене суйласа илнĕ. Унăн йышне район администраципе вĕрентÿ уйрăмĕн‚ музейсемпе районти ветерансен организацийĕсен представителĕсем кĕнĕ.
«Ӳкерчĕксен конкурсĕ» номинацинче кĕçĕн классен хушшинче Пушкăрт гимназийĕнче вĕренекен Алик Загитов (1 класс) тата Юламан шкулĕнче ăс пухакан Арина Максимова (6 класс) пĕрремĕш вырăнсемшĕн дипломсем илме тивĕçнĕ. Çавăн пекех Мухтав хучĕсемпе Пишкайăн выпускницине Зарина Загитована тата «Альтаир» ушкăна палăртса хăварнă.
Сăн ÿкерчĕксен конкурсĕнче Анастасия Никитина (Юламан шкулĕ‚ 4 класс) мала тухнă. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалланă чи пуян альбома вара Чăваш Хурамал ялĕнчи шкулăн выпускници Елена Леонтьева хатĕрленĕ.
Çĕнĕ Кальчирти пĕлÿ çурчĕн вĕрентекенĕ Лайсан Рахматуллина чи лайăх тĕпчев ĕçĕ ирттернĕ. Вăл районти учитель-фронтовиксен çар çулне тарăн тĕпченĕ. Унсăр пуçне жюри членĕсем çак номинацире ППУн Çтерлĕ филиалĕнчи Софья Никитина студенткăн ĕçне те дипломпа палăртса хăварнă. Софья «Емельян Даниловăн 70 фронт çырăвĕ» темăпа тарăн та пуян тĕпчев тунă. Çавăн пекех вăл видеопрезентацисен конкурсĕнче те мала тухнă. Çамрăк тĕпчевçĕ «Хĕрарăмсен шăпи» мультимедиа калавĕ хатĕрленĕ.
Тăван çĕршывăн аслă вăрçине халалласа шкул ачисем питĕ нумай сочинени çырнă. Чăваш Хурамал шкулĕнче ăс пухакан Антон Михайлов (6 класс) конкурс комиссине вăрçă ачисен çăмăл мар пурнăçĕ çинчен «Вăрçăпа татăлнă ачалăх» эссере каласа панă. Çакăншăн арçын ача тата Толбазăри лицейра вĕренекен Аделина Каримова «Манăн çемье историйĕнче Тăван çĕршывăн аслă вăрçи» темăпа пĕрремĕш вырăнсене йышăннă. Тăван чĕлхепе çырнă ĕçсен хушшинче чи пĕчĕк çыравçа Анастасия Никитинăна Мухтав хучĕпе чысланă.
Асăннă конкурса ушкăнсемпе район вулавăшĕсене çÿрекенсем те пуçаруллă хутшăннă. Район администраци парнисене ытларах Юламан шкулĕн вĕренекенĕсемпе вĕсен ертÿçисем - Валентина Никитина‚ Лидия Иванова тата Светлана Петрова - тивĕçнĕ.
- Историк пулнă май иртнĕ çултанпа рисовани тата физкультура урокĕсене илсе пыратăп. Уроксенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçипе çыхăннă темăна пĕрре мар хускатнă. Çавăнпа пирте нумай ÿкерчĕксемпе сочиненисем пухăннă. Урок тулашĕнче те ачасем фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене халалласа видеороликсем хатĕрлерĕç‚ сăн ÿкерчĕксем турĕç. Пирĕн шкул конкурса чи нумай ĕç тăратакансенчен пĕри пулчĕ. Парнесене тивĕçсен ачасем тата та хавхаланчĕç. Çакăн йышши мероприятисене малашне те хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерчĕç‚ - тенĕ Валентина Львовна.
Ирида НОВИКОВА.
Авăркас районĕ.
Читайте нас: