Урал сасси
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 13:18

«Эреш» пултаруллисене пуçтарать

2010 çулта пирвайхи хут Çтерлĕ хулинче «Эреш» фольклорпа театр студине йĕркеленĕ. Ăна пуçарса яраканĕ ППУн Çтерлĕри филиалĕн вырăс чĕлхипе журналистика кафедрин доценчĕ Елизавета Ильинична Иванова педагогика наукисен кандидачĕ пулнă. Вăлах театрăн илемлĕх ертÿçи шутланать.

Чăваш культурине чунтан парăннă хĕрарăм пултарулăх ĕçĕнче яланах тĕрлĕ ĕç-пуç пуçарса янă‚ йĕркеленĕ. Е.И. Иванова вăй хунипе Çтерлĕ филармонийĕ çумĕнче «Сарпи» вокал ансамбльне те‚ хулари «Тавах» ансамбле те йĕркеленĕ. Вĕсем паянхи кун та тухăçлă ĕçлеççĕ. «Нумай енлĕ пултаруллă çын» теççĕ ун пирки. Елизавета Ильинична тăрăшнипе эпĕ чăваш культурипе чĕлхин ĕлĕкхи тĕнчине уçнă май хамăн тымарсем патне таврăнтăм. Пирĕн пĕрремĕш мероприяти 2010 çулта иртрĕ. Ăна эпир йăх-несĕл тымарне халалланăччĕ. Хулари Культура керменĕн сцени çинче илемлĕ те тĕрлĕ жанрлă театр постановки лартрăмăр. Çтерлĕри культура пайĕн ертÿçи З.С. Зиннатуллин каланă тăрăх‚ çак мероприяти пĕрремĕш чĕкеç вырăнне пулнă‚ чăвашсем хулари йăх-несĕл эстафетине уçнă. Çак кунхине сцена çине 100 яхăн çын тухрĕ. Е.И. Иванова пысăк пĕлтерĕшлĕ драматурги материалĕпе усă курса‚ ăна тĕпе хурса сценари çырчĕ. Çак йĕркесен авторĕ, режиссер пулнă май ăна сцена çинче пурнăçа кĕртрĕ. Выляса кăтартни куракансене тыткăна илчĕ. Тĕлĕнмелле! Йăх-несĕл тымарне халалланă уяв çав тери пысăк масштаблă пулчĕ. Куракансенчен пĕри «халăх самосознанине çĕклеме пĕлетĕр» терĕ. Январь уйăхĕн 13-мĕшĕнче «Сода» ОООн Культура керменĕнче чаплă лару-тăрура коллективпа паллаштарчĕç‚ ăна кăтартрĕç. Унта биологи наукисен докторĕ Д.Н. Карпов профессор тата физикăпа математика наукисен докторĕ П.Н. Михайлов профессор салам сăмахĕсем каларĕç. Уйрăмах кунта вырăнти çыравçăн Геннадий Тимофеев-Челпирĕн «Саркил» чăваш халăхĕн пурнăçне уçса паракан произведенийĕ тăрăх лартнă спектакле палăртса хăварас килет. Час-часах «Эреш» коллективне республика шайĕнче иртекен наукăпа практика конференцийĕсене чĕнеççĕ. Унсăр пуçне эпир ППУн Çтерлĕри филиалĕн тĕрĕк кафедрипе тачă çыхăну тытатпăр. Пирĕн çине ăмсанса пăхрĕç‚ пирĕн евĕрлĕ пулма хăтланчĕç‚ вĕренчĕç. Паянхи кун та пирĕн пуян опытпа усă кураççĕ. «Эреш» фольклорпа театр студийĕн ертÿçисем тăрăшнипе чăваш коллективĕсен сцена çинчи культура тыткаларăшĕ улшăнчĕ. Çавăн пекех студи солисчĕсем те тав сăмахĕсене тивĕç. Çут çанталăк парнеленĕ ылтăн саслă 70 çулти Галина Григорьева ушкăна студи йĕркеленнĕренпе çÿрет. Зинаида Осипован асамлă сасси куракансен чунĕсене чăннипех пырса тиврĕ. Алена Федорова культура техникумĕн выпускници‚ баян класне пĕтернĕ. Вăл юрланă чухне тĕлĕннипе хытса кайнă пек пулатăн. Унăн сасси шăнкăрав сасси евĕр. Коллектив аталанать‚ йышĕ улшăнса тăрать‚ çĕнĕ те пултаруллă çынсем (Валентина Гаврилова‚ Ольга Савельева‚ Галина Смирнова‚ Вера Степанова‚ пĕртăван Никифоровасем‚ Надя Степанова) килсех тăраççĕ. Чунра юрă-кĕвĕпе пурăнакан çынна вăл хăй патнех туртать. Эпир пултаруллисене тата чăваш культурипе çывăхрах паллашма кăмăл пуррисене ырă сунса кĕтсе илетпĕр. Пирĕн ĕçĕн тĕп тĕллевĕ - халăх йăли-йĕркисене тĕпе хурса çамрăк ăрăва вĕрентесси‚ воспитани парасси. Вунă çул хушшинче «Эреш» 42 мероприяти ирттерчĕ, хулан культура пурнăçне хастар хутшăнчĕ. Малашне те куракансене хамăрăн пултарулăхпа савăнтарма ĕмĕтленетпĕр. Фольклорпа театр студийĕн коллективне вара пултарулăх енĕпе аталанма‚ унăн пайташĕсене çирĕп сывлăх сунатпăр. Нина КОБЦЕВА‚ режиссер.Çтерлĕ хули.
Читайте нас: