Урал сасси
-2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 12:21

Кулянма кирлĕ мар, йăмра…

Кăтра хурăн çÿçĕсенеЛăштăр-лаштăр çил турать,Çĕре ÿкнĕ çулçисенеЛапка-лапка юр хуплать.

Шăхăракан çил юррипеСăртри вăрман çывăрать,Тĕлĕкĕнче шăпчăк юрриИтленĕ пек туйăнать.
Шăнкăр-шăнкăр юхан шыв та Пăр айĕнче шăп пулать.Кÿлĕ хĕрринчи йăмра та Тарăн шухăша путать.
Хурланать çу час иртнĕренЙăрăс кевтеллĕ йăмра,Тăрă кÿллĕн шыв тĕкĕрĕСив пăрпа витĕннĕрен.
Кулянма кирлĕ мар, йăмра,Хĕл иртет те çу килет.Курăнĕç çăлтăрсем шывра,Ĕмĕр çавăн пек иртет.Савели УВАРĔ.Кумертау хули.
Читайте нас: