Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 12:28

Мария Назаровна ПОЕЗЖАЕВА

Кармаскалă тăрăхĕнчи Сихун ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Пелепей хулинче пурăнакан Мария Назаровна ПОЕЗЖАЕВАНА илемлĕ юбилей ячĕпе!

Çывăх тантăшăмăра уяв ячĕпе саламласа нумай-нумай çул пурăнма çирĕп сывлăх, тулăх та савăк пурнăç, тулли телей сунатпăр. Хăвăн ырă кăмăлупа пире ялан савăнтарса мăшăрун, ачусен, мăнукусен ăшшипе киленсе пурăнмалла пултăр. Çын хушшинче хисепÿ упрантăр. Питÿ çинче яланах йăл-кулă çиçтĕр. Ĕмĕтÿсем хăв шутланă пек пурнăçланса, ăнса пыччăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси, ырри-лайăххи, телей кÿрекенни санпа пĕрле çÿретĕр. Ăшă салампа - Лидия Николаевна Ванюшина (Гордеева) юлташĕ тата унăн ачисем.
Читайте нас: