Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 12:48

Пулăран кăвакалпа таврăнтăм

Иртнӗ ҫул манпа питӗ интереслӗ ĕç пулса иртрӗ. Эпир юлташсемпе вӑрмана кайма шут тытрӑмӑр. Ун ăшĕнче кӳлӗ пур. Çак вырӑна нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ. Çавӑнпа та пуллине çителĕклĕ тытса, кăмăла çĕклеме май пур.

Вӑр-вар ҫаврӑнкаланă çĕре каялла киле таврăнма та вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, манӑн айккинелле кайса килес килчĕ. Эпӗ вӑрман ӑшнелле кĕтĕм те ура айĕнче йӑва пуррине курах кайрăм. Унта сакăр çăмарта вырта парать. Çăмарта çинче ларакан кайăк курăнмарĕ. Е вӑл йӑвине вӑхӑтлӑха хӑварнӑ, е шӑв-шавран хӑраса тарнă. Эпӗ питӗ тӗлӗнтӗм.Кăштахран туссене чӗнсе килме шут тытрӑм, вĕсене йӑвара ҫӑмарта пуррине кăтартрăм. Камăн йӑви иккенне эпир ӑнланса илеймерӗмӗр, пирӗн хушӑра кайӑк-кӗшӗк тытакан ҫукчӗ.Ман юлташ шӳтлесе: - Пӗр ҫӑмартине килне илсе кай, унтан кам тухассине куратăн, - терĕ.Ку шухӑш чӑнах та, шӳт пулчӗ пулин те, мана питӗ килӗшрӗ. Ҫӑмартана хамӑн чӑхсенчен пӗрин патне, шӑпах ҫӑмарта кăларма ларнăскере, хума шут тытрӑм. Ҫакна эпӗ хам пит кӑсӑкланнăран турӑм.Ҫӑмарта ӑшӑра вырттăр тесе перчеткепе питӗ асӑрханса чӗркерӗм.Киле таврӑнсан эпӗ, чӑн-чӑн куккук пек, илсе килнĕ ҫӑмартана чӑх айне хурса патăм. Чӑхшăн пĕрех мĕн çăмартине ларса кăларасси, унăн инстинкт ҫеҫ ĕçлет.Ҫӑмартара кам пулнӑ-ха пирӗн? Тепӗр икӗ эрнерен ытармалла мар чӗп тухрӗ. Ҫакӑ мана питӗ савӑнтарчӗ. Пирӗн çăмарта ăшĕнчен хир кӑвакалĕ сиксе тухрӗ. Чӑх ӑна хӑваласа ямарĕ. Вӑл кăвакал чĕппине хăйĕнни пекех йышăнчĕ, çакă пире пурне те питĕ тĕлĕнтерчĕ.Уйрӑмах кӑвакал чӗппишĕн ачасем питĕ савӑнчĕç. Вӗсем кӑвакала пăхассине хӑйсем ҫине илчĕç. Час-часах ăна киле илсе кĕретчӗҫ те унпа вылятчӗҫ. ачасем кӑвакал чӗппине ваннӑра та ишме вӗрентрĕç. Пирĕн кăвакал питӗ ишме килӗштеретчĕ. Ăна ачасем пÿрте илсе кĕрсенех пӗрмаях ваннӑна чупатчĕ.Кăвакал чĕппи ӑслӑ пулчĕ. Вӑл пирӗн ҫемьен чӑн-чӑн тусӗ пулса тӑчӗ. Картишӗнче чӑхсемпе ирӗклӗн уҫӑлса ҫӳретчĕ. Анчах та унӑн чунӗ ирӗклӗх пирки ӗмӗтленнӗ пулас. Тен, унра çут çанталăк инстинктчĕ вăраннă. Кӗркунне вӑл пирӗн патран вӗҫсе кайрӗ.Татьяна ИВАНОВА.
Читайте нас: