Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 13:43

Пурнăç урапи çаврăнать, пурнăç урапи такăнать

Эпĕ хамăн мăн асатте‚ Алексей Сайдяков‚ йăх-несĕлĕ çинчен çырса пĕлтерес тесе шутларăм. Вăл 1803 çулта çуралнă‚ Пушкăртстан Республикине Тутарстанри Альметьевск районĕнчен куçса килнĕ. Асатте патша çарĕнче 25 çул хĕсметре тăнă. Çартан таврăнсан Альметьевскра çемье çавăрнă.

Тухăçлă та ирĕклĕрех çĕрсем шыраса 1834 çулхине асатте çемйи пушкăрт çĕрĕ çине килсе çитнĕ. Вĕсем хальхи Чекмагуш районĕнчи Юмаш ялĕ çывăхĕнче никĕсленнĕ. Унтах асаттен тăватă ачи - Федор‚ Иванка‚ Наталья тата Иван - çуралнă. Иккĕмĕш Иванка ывăлĕ çав тери пуян пулнă тет. Вăл лавккасем тытнă‚ спиртлă ĕçмесемсĕр пуçне тĕрлĕ таварсемпе суту-илÿ тунă. Аслă Федор ывăлĕн çемйинче 10 ача пулнă: 5 ывăлпа 5 хĕр. Федорăн улттăмĕш ачи Николай 17 çулта çара кайса Чапаевăн 25-мĕш дивизине лекнĕ. Вĕсем Сакмар юхан шыв пуçĕнче çапăçнă. 25-мĕш дивизи 1919 çулхи май уйăхĕн 17-мĕшĕнче Пелепей‚ июль уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулисене шуррисенчен ирĕке кăларнă. Унтан Колчак çарĕ Авăркаспа Пелепей‚ Октябрьски витĕр иртсе Бугульмана çитнĕ. Çавăнтах саланнă. Иккĕмĕш кунне çамрăк салтаксене Деникина хирĕç çапăçма янă. Сайдяков хĕрлĕ армеец Некрасов комиссар чаçĕ вырнаçнă вырăна лекнĕ. Комиссар патне Петлюр ăçта пытанни çинчен сас-хура çитнĕ. Некрасов ертсе пыракан пĕрремĕш отделени Петлюра тыткăна илнĕ‚ ăна вулăс управленийĕсенчен пĕрне панă. Заданинчен таврăнсан Некрасов отделенине приказпа тав тунă. Çапăçусем вăхăтĕнче Николай сулахай аяк пĕрчине амантнă. Çавăнпа Киев госпитальне лекнĕ. Госпитальте сипленнĕ хыççăн каялла вăрçа кайнă. Салтаксем Махно йĕрĕ çине тухнă. Ăна ярса тытас тенĕ чух Махно виçĕ утне пăрахса хăварса тарнă. Некрасов комиссар лашасене чарнă‚ Николая пĕрне суйласа илсе унăн лавçи пулма сĕннĕ. Николай Федорович 1922 çулхи октябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче килне таврăннă. 1921-1922 çулсенче типĕ çанталăк тăнă. Çав вăхăтра ялта 388 çын вилнĕ. Пушкăртстанра вара пĕтĕмĕшле 664 пин çын пурнăçĕ татăлнă. Николая ашшĕ авланма хушнă. Таврара хĕрсем пулманнипе вăл салтакăн тăлăха юлнă арăмне Верăна качча илнĕ. Çамрăксем уйрăлса тухса мунчара пурăнма тытăннă. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене сакăр килограмм çăнăх‚ пĕр йывăç куркапа икĕ кашăк панă. Çак мунчарах вĕсен икĕ ачи - Василий ывăлĕпе Мария хĕрĕ - çут тĕнчене килнĕ. Николайăн арăмĕ виççĕмĕш ачипе йывăрлă юлсан‚ вĕсем 1929 çулта Борисовка ялне пурăнма куçса кайнă. Ноябрь уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче мăшăрăн Георгий ывăлĕ (эпĕ) çуралнă. 1935 çулта Сайдяковсем колхоза кĕнĕ. Çав çулхинех Николай ял Канашĕн пуçлăхĕ пулса тăнă, анчах хут пĕлмен пирки вăл лаша пăхма куçнă. Колхоз председателĕ Левентей Назаров 1937-1940 çç лайăх ĕçленĕшĕн Николая Мускава ВДНХ выставкине янă. Пурнăç майĕпен йĕркене кĕнĕ, анчах кĕтмен çĕртен Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă. Икĕ вăрçа хутшăннă опытлă салтака пĕр тăхтаса тăмасăрах Германие хирĕç кĕрешме илсе кайнă. Çемьеллĕ арçын Мускав çывăхĕнче паттăрла çапăçнă. Пĕрремĕш çырусенчех хаяр çапăçусем пыни çинчен çырнă. 1942 çулхи март уйăхĕн 31-мĕшĕнче пирĕн çывăх çыннăмăр çакна пĕлтерчĕ: «Çапăçусем 4-5 сехет пыраççĕ‚ ырă-сывă таврăнма пулĕ-ши‚ пĕлместĕп». Çакă унăн юлашки çырăвĕ пулчĕ. Тепĕр уйăхран Борисовка ялне Николай Федорович вилни çинчен пĕлтерекен хут килчĕ. 1945 çулхи февраль уйăхĕн 17-мĕшĕнче Рига хулинчен открытка илтĕмĕр. Унта мĕн çырнине тÿрех ăнланмарăмăр‚ каярах тавçăрса илтĕмĕр. Çырура кĕскен çапла çырнă: «Пирĕннисем хăваланă‚ сирĕн мăшăрăр сывă». Çакăн хыççăн Георгий‚ Николай ывăлĕ‚ ашшĕ сывă пулма пултарнине шанса амăшне пĕлтернĕ. Пулса иртнĕ хыççăн хĕрĕх кунтан Николай аппăшĕ салтак арăмĕ патне çырупа килнĕ. Вăл Николай сывă пулнине пĕлтернĕ. Георгий çырăва пăхнă‚ çыраканăн аллине палласа илнĕ. Темиçе кунтан Николай çемйи тепĕр çыру илнĕ‚ унта сăн ÿкерчĕк те пулнă. Тыткăнра пулнă май вăрçă хыççăн аттен Мускавра 2 çул ĕçлеме тÿр килнĕ. Пирĕн çывăх çыннăмăр 1947 çулта çеç киле таврăнчĕ. Вăл тыткăнра пулни‚ унти выçлăх‚ вилĕм куçран пăхни çинчен çакна каласа пачĕ. Ржев хули çывăхĕнче нимĕçсем ут картишне çавăрса илнĕ. Çавăн чухне вăл виçĕ хутчен аманса тыткăна лекнĕ те. Снаряд ванчăкĕ унăн хулпуççине‚ сылтăм урине тата пуçне амантнă пулнă. Сурансем йывăр пулнипе вăл тăнне çухатнă. Тăна кĕрсен ут картишне нимĕç офицерĕ кĕнĕ те: «Пушкăртстанран пур-и?»‚ - тесе ыйтнă. Виçĕ салтак алă çĕкленĕ. Вĕсен хушшинче манăн атте те пулнă. Вĕсене бричка çине пăрахнă та 3 çухрăма аякка илсе кайнă. Унтан вĕсем машинăпа‚ тыткăна лекнĕ сывă салтаксемпе пĕрле‚ Ригăна çул тытнă. Çак офицер 1914 çулта вăрçă вăхăтĕнче тыткăна лекнĕ пулнă. Пушкăртстанра çуралнăскер Гер манире пурăнма тытăннă иккен. Çапла пирĕн атте сывă тăрса юлнă‚ вăл киле таврăнни пирĕншĕн пысăк телей шутланнă. Çак асран тухми пулăма эпĕ халĕ те астăватăп. Ут картишĕнче тăрса юлнă аманнă салтаксене пурне те персе вĕлернĕ. 1919 çулхи июнь уйăхĕн 9-мĕшĕнче Ĕпхÿ хулине ирĕке кăларсан Владимир Ильич Ленин телеграмма янă. Вăл пур салтаксене‚ офицерсене тав тунă. Эпĕ Чапаев кĕнекине вуларăм‚ унта вăл хăш уйăхра вилнине çырман. Шыв урлă каçнă чух пурнăçĕ татăлнă тесе çеç палăртнă. Атте Чапаева икĕ хут куртăм тетчĕ. Аттепе эпир çав тери туслă пурăнаттăмăр. Вĕлле хурчĕн пуçне 52 çитертĕмĕр. Мăшăр та аттепе аннене йывăр сăмах каламарĕ‚ тату пурăнтăмăр‚ 5 ача çуратса ÿстертĕмĕр. Манăн аннен амăшĕ купца пулнă. Роман Тихоновăн мăн аслашшĕ Борис Тихонов 1755 çулхине çуралнă. 1812 çулхине Тутарстанран килнĕ ывăлĕн пилĕк ывăлĕпе икĕ хĕрĕ Никифорăн ачисем пулаççĕ. Çавна çырма манса кайнă. Атте пĕр çулта 9 уйăх аташрĕ. Çакă çамкинчен пуля тухнипе пулчĕ пуль. Ăна пăхма йывăр пулчĕ. Çапах та атте вăрманта аташса вилмерĕ. Вăл 83 çулта çут тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Атте 3 вăрçă нушине нумай курнă. Унăн юлашки кунĕсем те йывăр килчĕç. Çаксем паянхи кун та манăçа тухмаççĕ. (Малалли çитес номерте).
Георгий САЙДЯКОВ.Шаран районĕ‚ Шаран ялĕ.
Читайте нас: