Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 13:58

«Силпи асамачĕ» çĕнтерÿçи - Милена Сорокина

Ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче Пелепей хулинче йăлана кĕнĕ IX чăваш ачисемпе çамрăкĕсен «Силпи асамачĕ» регионсен хушшинчи фестиваль-конкурс иртрĕ. Чи малтанах çакна каласа хăварас килет. Кăшăлвирус амакĕ чăрмантарнипе кăçалхи мероприятие онлайн мелĕпе ирттерме тÿр килчĕ. Çавна май çамрăк артистсем ытти чухнехи пек «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн сцени çине пуçтарăнаймарĕç, пултарулăх номерĕсене ÿкернĕ видеосене Ютуб канал çине лартса ссылкисене «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн электрон почтине ярса пачĕç.

- Фестиваль-конкурса хутшăнма кăмăл тунисенчен пурĕ 50 заявка килчĕ. Техника тата ытти сăлтавсене пула виççĕшĕнчен ссылкăсем илеймерĕмĕр. «Силпи асамачĕ» фестиваль-конкурса хутшăнакансен географийĕ самаях анлă пулнине палăртмалла. Видеокуравсем чи çывăхри Пелепей хулинчен пуçласа инçетри 700 çухрăм ытлара вырнаçнă Чăваш Республикинчи Комсомольски, Вăрнар районĕсенчен те килсе çитрĕç. Çавăн пекех фестивале Ĕпхÿ, Çтерлĕ хулисемпе Мияки, Пишпÿлек, Мелеуз, Пелепей районĕсенчи пултарулăх ушкăнĕсемпе уйрăм сцена çине тухакансем хутшăнчĕç. Участниксене те, вĕсен ертÿçисене те пысăк тав сăмахĕ калас килет, - тет «Урал-Батыр» ЦНКри Чăваш центрĕнчи клубсемпе ĕçлекен Марина Денисова ертÿçĕ. Заявкăсене йышăнмалли срок вĕçленсенех Рудольф Павлов çыравçă ертсе пыракан сумлă жюри, çав йышра «Илем» чăваш халăх фольклор ансамблĕн ертÿçи Нина Никитина, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕн вокалисчĕ Назира Фархутдинова, асăннă культура центрĕн хореографĕ Лейсан Умерова, Чăваш центрĕнчи клубсемпе ĕçлекен Марина Денисова, пĕрле пуçтарăнса пур номерсене те тимлĕ пăхса тухса хак панă. Фестиваль положенийĕ тăрăх, участниксем пилĕк тĕрлĕ номинацире ăмăртрĕç. Ӳсĕмне кура унта хутшăнакансене икĕ ушкăна, аслă (14-18 çулхисем) тата кĕçĕнни (7-13 çулхисем) çине, уйăрчĕç. Жюри йышăнăвĕ тăрăх, 29 ача лауреат ятне (I-III вырăнсем) тивĕçнĕ. Фестивалĕн тĕп наградине, Гран-прие, Чăваш Республикинчи Вăрнар районне кĕрекен Ярмушки ялĕнчи Милена Сорокина тивĕçнĕ (ертÿçи - Н.А. Лаврентьева, вырăнти культура çурчĕ). - Участниксен пултарулăхне хак панă май вĕсен чăваш тумĕсем пуррине те, хăйсене сцена çинче епле тытнине те шута илтĕмĕр. Талантлă ачасем çук мар. Уйрăмах Пишпÿлекри «Шур çăл» тĕслĕхлĕ фольклор ансамблĕн, Чăваш Республикинчи Комсомольски ялĕнчи «Островок» ташă ушкăнĕн, Гран-прие çĕнсе илнĕ Милена Соркинан номерĕсем чĕрене тыткăна илнине палăртса хăварас килет, - тет Марина Петровна. Фестиваль-конкурса хутшăннисем фестивале хутшăннине çирĕплетекен диплом, лауреатсемпе çĕнтерÿçĕсен дипломĕсене илме тивĕçнĕ. Онлайн фестивале, паллах, сцена çинче иртнипе танлаштарса пулмасть. Анчах ку мелĕн те ырă енĕсем пур. Чи малтан, фестивалĕн географийĕ тата та анлăрах пулнине палăртмалла. Хăрушсăрлăх енчен те лайăх, ачасене çул çине илсе тухса çÿресси çук. Халĕ сире фестиваль протоколĕпе палаштаратпăр.
«Илемлĕ вулав» номинаци (кĕçĕн ушкăн)I вырăн - Ирина Емельянова, Пелепей хули (ертÿçисем - А.А. Емельянов, П.Г. Кирилова);II вырăн - Максим Афанасьев, Пелепей хулинчи чăваш гимнази (П.Г. Кирилова);II вырăн - Владимир Афанасьев, Пелепей хулинчи чăваш гимнази (А.А. Емельянов);II вырăн - Николайпа Ольга Ивановсем, Пелепейĕнчи пушкăрт гимнази-интернат (Э.Т. Алдарова);III вырăн - Анастасия Зайцева, Чăваш Республики, Комсомольски районĕнчи Хирти Явăш шкулĕ (А.А. Громова);III вырăн - Ульяна Бикташева, Пелепейĕнчи чăваш гимнази (П.Г. Кирилова);III вырăн - Оля Иванова, Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (И.В. Васильева).«Илемлĕ вулав» номинаци (аслă ÿсĕм)I вырăн - Карина Павлова, Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (А.Ф. Андреева);II вырăн - Арина Борисова, Пелепейĕнчи пушкăрт гимнази-интернат;II вырăн - Динар Гаряев, Пелепейĕнчи чăваш гимнази (П.Г. Кирилова);II вырăн - Анфиса Салихова, ППУ Çтерлĕ филиалĕ (Л.В. Коротаева);III вырăн - Маркел Гордеев, Пелепей районĕ, Ярмулай ялĕнчи вăтам шкул (Т.А. Алексеева);III вырăн - Мария Васильева, Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (А.Ф. Андреева). «Фольклор юрри тата йăла-йĕрке» номинаци - ансамбль (кĕçĕн ушкăн) I вырăн - «Шур çăл» тĕслĕхлĕ фольклор ансамблĕ, Пишпÿлекри культура çурчĕ (Л.В. Романова, Р.Р. Едиханов);II вырăн - «Мерчен» ачасен чăваш фольклорпа инструмент ансамблĕ, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ (В.В. Яковлева).«Хореографи» - ансамбль (кĕçĕн ушкăн) I вырăн - «Островок» хореографи ушкăнĕ, Чăваш Республики, Комсомольски районĕ, Комсомольски ялĕнчи ачасен ÿнер шкулĕ (Т.Е. Иванова);II вырăн - «Акăшсем» ташă ушкăнĕ, Ĕпхÿ хули, Калинин районĕнчи вырсарни шкулĕ (А.И. Васильева).«Хореографи» - ансамбль (аслă ушкăн) I вырăн - «Островок» хореографи ушкăнĕ, Чăваш Республики, Комсомольски районĕ, Комсомольски ялĕнчи ачасен ÿнер шкулĕ (Т.Е. Иванова);II вырăн - «Фантази» ташă ушкăнĕ, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ (А.И. Умерова).«Эстрада юрри» (кĕçĕн ушкăн), солоI вырăн - Ангелина Лаврентьева, Чăваш Республикинчи Вăрнар районĕ, Ярмушки культура çурчĕ (Н.А. Лаврентьева);II вырăн - Александра Николаева, Пишпÿлекри культура керменĕ (Л.В. Романова);III вырăн - Савелий Федотов, Пелепей районĕ, Слакпуç ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (А.А. Иванова).«Эстрада юрри» (аслă ушкăн), солоII вырăн - Олеся Данилова, Мияки районĕ, Суккул ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (Л.П. Архипова).«Эстрада юрри» (кĕçĕн ушкăн), ансамбльI вырăн - «Шăнкăрав» ача-пăча коллективĕ, Мияки районĕ, Тимеш ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (Л.В. Павлова);II вырăн - «Шур çăл» тĕслĕхлĕ фольклор ансамблĕ, Пишпÿлекри культура çурчĕ (Л.В. Романова);III вырăн - «Колокольчики», Мелеуз районĕ, Зирган ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (Н.А. Стрижкова);«Эстрада юрри» (аслă ушкăн), ансамбльII вырăн - «Уяв» тĕслĕхлĕ фольклор ансамблĕ, Пелепей хули, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ (В.В. Яковлева).«Инструментпа каласси» (кĕçĕн ушкăн), соло I вырăн - Виталий Лемескин, Пелепей хули, «Урал-Батыр» наци культурисен центрĕ (В.В. Яковлева); II вырăн - Владимир Захаров, Мияки районĕ, Çĕнĕ Хурамал ялĕ, вырăнти культура çурчĕ (Т.А. Захарова).Надежда РОДИОНОВА. Пелепей хули.
Читайте нас: