Урал сасси
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 13:55

Çтерлĕри филологсен ĕçĕсем чăваш чĕлхине тĕпчекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ

Нумаях пулмасть Пушкăрт патшалăх университечĕн Çтерлĕри филиалĕ 80 çул тултарнине тата Чăваш тĕррин уявне халалласа «ППУ Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедри Чăваш Республикинчи аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе тата ытти наука учрежденийĕсемпе килĕштерсе ĕçлессин малашлăхĕ» çавра сĕтел иртрĕ.

Çавра сĕтел ĕçне тутар тата чăваш филологи кафедрин сотрудникĕсемпе студенчĕсем, «Урал сасси» хаçат ĕçченĕсем, Пушкăртстанри чăвашсен наципе культура автономийĕ, Çтерлĕ хулинчи «Эреш» фольклорпа театр студийĕн хастарĕсем хутшăнчĕç. Чăваш Республикинчи хăнасенчен сăмах калакансен шутĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн сотрудникĕ, çак йĕркесен авторĕ тата Шупашкар хулинчи 60 № шкулта пуçламăш класс учителĕ пулса ĕçлекен Надежда Кузнецова пулчĕç. Мана хамăн ĕçтешсене Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн (ЧПГĂИ) юлашки çитĕнĕвĕсемпе, 2019-2020 çулсенче тухнă çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарма тÿр килчĕ. ЧПГĂИпе Çтерлĕри филиал нумай çул хушши пĕр-пĕринпе ĕçлĕ çыхăнура: вĕсем наукăпа практика конференцийĕсем ирттереççĕ, наука ĕçĕсемпе вĕрентÿ пособийĕсене рецензилеççĕ, Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин сотрудникĕсем наука ĕçĕсем çырнă чухне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнчи архив материалĕсемпе усă кураççĕ. ППУ Çтерлĕ филиалĕн сотрудникĕсем тюркологинчи, чăваш чĕлхине вĕрентес ĕçри чи çивĕч ыйтусемпе пĕрлешÿллĕ тĕпчев ĕçĕсем ирттерме, монографисем, наука журналĕсенче статьясем пичетлеме сĕннĕ.Чăваш Республикинчи халăх промыслисен ăсти Надежда Кузнецова Шупашкар хулинчи 60№ шкулта ачасене пĕлÿ панисĕр пуçне Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ библиотекăра йĕркеленнĕ социаллă тата информаци центрĕнче «Тĕрĕ тĕнчи» тата Чăваш наци библиотекинчи «Асамлă тĕрĕ» кружоксене ертсе пырать. Вăл хăй сăмахне кăçалтан паллă тума пуçлакан Тĕрĕ уявне халалларĕ. Тĕрĕ ăсти туй мешехинче усă куракан тумтир тата йăла-йĕрке япалисем çинче чарăнса тăчĕ. Качча каякан хĕрĕн çивиттийĕ, туй минтерĕсем, каччăн ал тутрийĕ, сурпан çине тĕрленĕ эрешсен паллисене ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех тĕссем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăни, тĕрлĕ ушкăнри чăвашсен тĕррисемпе эрешĕсен хăйне евĕрлĕхĕ пирки каласа пачĕ. ППУ Çтерлĕ филиалĕн тутар тата чăваш филологи кафедрин доценчĕсен Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева «Пушкăртстанри чăвашсен туй йăли-йĕркин лексики» РФФИ грантне епле пурнăçа кĕртни пирки тулли пĕтĕмлетÿллĕ доклад хатĕрленĕ. Л.Афанасьевапа Л.Коротаева асăннă темăпа Пушкăртстан тăрăх экспедици йĕркеленисĕр пуçне ЧПГĂИн наука архивĕнчи материалсене тĕпченĕ. Çакна та палăртмалла, экспедицисенче филологсем фольклорпа диалектологи материалĕ çеç пуçтармаççĕ, май пур чухне авалхи чăваш тумĕсене те туянаççĕ. Сăмахран, Лира Афанасьеван коллекцийĕнче ХIX ĕмĕр çурринчи - XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш хĕрарăмĕн сурпанĕ упранать. «Çавра сĕтел» вăхăтĕнче вăл шăпах унпа паллаштарчĕ. Доклад тăвакансене ыйту паракансем нумай пулчĕç. Çтерлĕри филологсен ĕçĕсем чăваш чĕлхине тĕпчекенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăйсен тĕпчевĕсенче чĕлхеçĕсем те, этнологсемпе культурологсем те Л.А. Афанасьевапа Л.В. Коротаева ăсчахсен публикацийĕсене илсе кăтартаççĕ. Александр КУЗНЕЦОВ, филологи наукисен кандидачĕ.Шупашкар-Çтерлĕ.
Читайте нас: