Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 13:34

«Çырăнмасăр юлман, юлас та çук»

Элшей районĕнчи Кайраклă чăваш ялĕнче те «Урал сасси» хаçатăн тусĕсем пур. Вĕсем йышлах мар пулсан та, çапах çукки мар. Хаçата нумай çул çырăнса илекенсенчен пĕри - Людмила Александровна Иванова.

Хĕрарăм каланă тăрăх‚ вăл кашни номере пуçламăшĕнчен тытăнса юлашки страници таранах тĕплĕн вуласа пырать. Людмила Иванована пирĕн кăларăм обществăн пур сферисене те çутатса пани килĕшет. Уйрăмах тĕрлĕ район хыпарĕсене вулама юратать. Мĕншĕн тесен тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем регионăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. - Юратнă хаçата канлĕ ларса пĕр саспаллине сиктермесĕр вулама хăнăхнă. Савăнмалли е кулмалли пулать-и - ăна алла тытсан чун уçăлса каять. Пĕрремĕш питре Раççей тата Пушкăртстан шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ хыпарсене вулама май пулсан‚ иккĕмĕшĕнче пĕр-пĕр çын пурнăçĕ çинчен çырни интереслентерет. Районсенчи тĕрлĕ меоприятисене те çутатса пани кăмăла каять. Тăваттăмĕшĕнчи пайăрлатмасăр (отвлеченный) шăрçаланă материалсемпе вара чуна кантаратăп. Тăван чĕлхепе‚ халăхпа тата культурăпа çыхăннă статьясем вара тарăн шухăша яраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, питĕ кирлĕ кăларăм‚ - хăйĕн шухăшне пĕлтерет хаçат тусĕ. Людмила Александровна çак ялтах 1947 çулта çуралнă. Пурнăçĕнче вара нушине самаях курнă вăл. Вĕсен çемйинче 5 ача пулнă. Людмила хыççăн çемьере пĕр ывăлпа виçĕ хĕр çуралнă. Анчах унăн юратнă çынни‚ пурнăç парнеленĕ амăшĕ, яланлăхах çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Асли пулнă май килти пĕтĕм ĕç хĕр çине тиеннĕ‚ кĕçĕннисене те куçран вĕçертмелле пулман. Вăл йăмăкĕсемпе шăллĕне пăхнă‚ вĕсене пурнăç çулĕ çине кăларнă. Вĕсемшĕн анне пулса тăнă тесен те йăнăш пулмĕ. Кĕçĕннисем ăна çапла чĕнсен‚ «эпĕ - сирĕн аппăр‚ аннĕр мар. Аннĕр те пур сирĕн» тесе вĕрентнĕ. Людмила Иванова хăйĕн ĕçлĕ пурнăçне Çтерлĕри тимĕр-бетон заводĕнче пуçланă. Тăрăшуллă та ĕçчен хĕре Монголие кайма комсомол путевки панă. Анчах хĕр ют çĕршыва каясшăн пулман. Çавăнпа Людмила тăван яла таврăннă. Пĕчĕкренех алă усса ларма хăнăхманскер вырăнти вулавăшра вăй хунă. Ăслă-тăнлă çынна мĕн ĕлĕкренех пысăка хурса хакланă. Çакна шута илсе Людмила Иванована ял Канашĕн секретарĕ пулма сĕннĕ. Вăл шанса панă ĕçе хаваспах мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен пурнăçланă. Хăй пурнăçĕнче Людмила Александровна çемье çавăрса телейлĕ арăм‚ юратнă анне те пулнă. Вăл мăшăрĕпе икĕ хĕр çуратса пурнăçăн анлă çулĕ çине тăратнă‚ вĕсене пĕлÿ илме‚ çемье çавăрма пулăшнă. Паянхи кун Ивановсене 4 мăнук пурри савăнтарать. Кунта ачасемпе çыхăннă тепĕр саманта та палăртса хăварни вырăнлă. Людмила хăйĕн пĕртăван йăмăкĕсемпе шăллĕне çитĕнтернисĕр пуçне вĕсен ачисене те пĕр вăхăт пăхса пурăннă. Шăллĕ тутар хĕрне качча илнĕ. Çемье пуçĕн куçса çÿремелли ĕç пулнипе вĕсем пĕр вырăнта пурăнман. Çавăнпа хăйсен çурчĕ те пулман. Пĕртăванĕн ачисене йывăр килнине курса хĕрарăм вĕсене хăй патне вăхăтлăха пурăнма илнĕ. Тăван чĕлхене сума сăвакан Людмила Александровна тутар ачисене (амăшĕн чĕлхине çеç пĕлнĕ) чăвашла калаçма‚ ашшĕ чĕлхине юратма вĕрентнĕ. Çапла ачасем 4 класс таран ун патĕнче пурăннă. Унтан ырă чунлă аппăшĕ патне Белгород облаçĕнче пурăнакан йăмăкĕ те хăйĕн хĕрне пурăнма илсе килнĕ. Пĕртăван хĕрне вырăнти çут çанталăк условийĕсем килĕшмен‚ сывлăхне сиен кÿнĕ. Чăваш чунлă хĕрарăм ăна та чăваш чĕлхине вĕрентнĕ. Паянхи кун çак ачасем ÿссе çитĕннĕ‚ хăйсен ачисем те пур паллах. Анчах тăван аппăшне манмаççĕ‚ тăтăшах ун патĕнче пурте пĕрле пухăнма тăрăшаççĕ.- Ĕлĕкрех нумай хаçат-журнал çырăнса илеттĕм. Халь те çырăнса илме тăрăшатăп. Анчах тăван чĕлхепе çырнă «Урал сассине» пĕрре те çырăнмасăр юлман, юлас та çук‚ - тет вăл йăл кулса. Ирида НОВИКОВА. Элшей районĕ‚ Кайраклă ялĕ.
Читайте нас: