Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
2 Декабрӗн 2020, 13:22

Юратупа ăнлану валли вăхăт тупмаллах

Джордж Карлин - иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенчи паллă Америка çыравçи, актер, сăмах ăсти, сатирик. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн вăл тĕлĕнмелле ăслă, паянхи куншăн та çивĕч статья çырнă. Унти йĕркесене вуласа тухсан хамăр тăвакан йăнăшсене асăрхама, кая юличчен тÿрлетме те пулать.

Паянхи самана тĕлĕнтермĕшĕ çакăнта: эпир нумай хутлă, çÿллĕ çуртсем лартатпăр, анчах пирте тÿсĕмлĕх шайĕ питĕ сахал. Сарлака çулсем хыватпăр, анчах тавракурăм ансăр. Нумай тăкакланатпăр, тем те илетпĕр, анчах сахалрах савăнатпăр. Пÿртсем пысăк, çемьесем пĕчĕк. Хăтлăх (удобство) нумай, вăхăт сахал. Лайăх пĕлÿ илетпĕр, анчах ăс сахалрах, лару-тăрăва кирлĕ пек хак пама пĕлместпĕр. Экспертсем нумай, анчах кăткăс ыйтусем те сахал мар. Медицина вăйлă, сывлăхсем начар. Ытлашши нумай ĕçетпĕр, туртатпăр. Пуррине пĕр яваплăхсăр тăкаклатпăр, сахал кулатпăр, хăвăрт çÿретпĕр, час çилленетпĕр, кая юлса çывăрма выртатпăр, ирхине аран-аран тăратпăр, сахал вулатпăр, ытлашши нумай телевизор пăхатпăр, кĕл тумастпăр. Ăслă курăнатпăр, анчах ăс-хакăл пуянлăхĕ чакса пырать. Нумай калаçатпăр, сайра хутра юрататпăр, ытларах кураймастпăр. Мĕнле сыхланса юлмаллине пĕлетпĕр, мĕнле пурăнмаллине - çук.Пурнăç çумне çулсем хушатпăр, анчах çулсем çумне пурнăç - çук.Уйăх патне çитсе килтĕмĕр, анчах çул урлă хĕнпе каçатпăр, çĕнĕ кÿршĕпе паллашасси те йывăр. Тĕнче уçлăхне парăнтаратпăр, кăмăл-туйăма - çук.Пысăк ĕçсем туни яланах лайăх ĕçсем тунине пĕлтермест. Сывлăша тасататпăр, чуна варалатпăр. Атома çĕнтертĕмĕр, суя шухăшсене - çук.Ытларах çыратпăр, сахалрах пĕлетпĕр.Палăртса хунисем нумай, çитĕнÿсем сахал. Васкама вĕрентĕмĕр, кĕтме пĕлместпĕр. Нумай информаци упракан компьютерсем шутласа кăлартăмăр, анчах пĕр-пĕринпе сахалрах калаçатпăр. Паян - апата хăвăрт çиекен, анчах вăл начар ирĕлекен, сумлă, çав вăхăтрах кĕвĕç чунлă çынсен, хăвăрт тупăш тăвакан, пĕр-пĕрне килĕштереймен вăхăт. Çемье тупăшĕсем те, уйрăлусен шучĕ те хăвăрт ÿсекен, илемлĕ çуртсемпе саланнă çемье вучахĕсен самани. Кĕске хушăсемпе пĕр хутчен усă куракан подгузниксен, пĕр кунлăх мораль, пĕр каçлăх çыхăну, ытлашши виçепе хамăра лăплантаракан, вăй-хăват паракан, çав вăхăтрах сиен те кÿрекен эмелсен вăхăчĕ. Хăвăр юратакан çынсене ытларах вăхăт уйăрма тăрăшăр, мĕншĕн тесен вĕсем яланах сирĕнпе пĕрле пулмаççĕ. Хаклă çыннăра хăвăр çумăра пăчăртаса тытăр. Хăвăр ăшшăра эсир пĕр пус тÿлемесĕрех парнелеме пултаратăр. Чăнах та юрататăр пулсан çакна калама ан ÿркенĕр. Сăмахăрсене ан шеллĕр. Чĕререн тухакан ăшă туйăмсем, чуп туни, ыталани кирек епле йывăрлăха та çĕнтерме пулăшать. Пĕр-пĕрне алăран тытăр, пĕрле пулнă вăхăта хаклăр, пурнăçри кашни самант юлашки пулма пултарать. Юрату валли, пĕр-пĕринпе калаçма, калас тенине пĕлтерме вăхăт тупăр. Пурнăçа сывланин шучĕпе мар, чи ырă самантсемпе виçеççĕ.Надежда ПЕТРОВА хатĕрленĕ.Санкт-Петербург хули.
Читайте нас: