Çакна шута илсе Пелепей хулинчи «Çăлтăр» («Звёздочка») ача садĕнче аслăрах ушкăнсемпе тĕрлĕ кружоксем ирттереççĕ. Иртнĕ çул ятарласа чăваш ачисем валли «Туслăх кĕперĕ» («Радуга дружбы») ятлă кружок ĕçлерĕ. Кунта воспитанниксем чăваш халăх историйĕпе, символикипе, эрешĕсемпе, тумтирĕпе, тухья-хушпупа паллашрĕç. Тăван халăх сăвви-юррисене вĕренчĕç. Чăваш символикипе хайсен аллипе тунă турилккесене илемлетрĕç. Илемпи кĕпи аппликаци турĕç. «Хĕвелпе уйăх», «Тухьяллă ача», «Паттăр Сетнер» тата ытти чăваш вăййисене вылярĕç. Аннесен кунĕ тĕлне чăваш эрешĕсемпе хитрелетсе парне - пĕчĕк сумка, хатĕрлерĕç. Кружока тĕрлĕ ушкăнсенчи 12 ача çÿрерĕ.
Ку çул вара «Çамрăк тĕпчевçĕ» («Юный исследователь») ятлă кружок ĕçлет. Вăл эрнере пĕр кун иртет. Занятисен вăхăтĕнче вĕренекенсем хăйсен лабораторийĕнчи чăн-чăн тĕпчевçĕсене çаврăнаççĕ. Тĕрлĕ-тĕрлĕ материалсене сăнаççĕ, тĕпчеççĕ. Кунта ачасем шыв, сывлăш, тăмпа хăйăр, магнит тата ытти çут çанталăк пуянлăхĕсен паллă енĕсене асăрхама вĕренеççĕ, вĕсен пахалăхĕсене палăртма хăнăхаççĕ. Тĕрлĕ опытсем, экспериментсем тăваççĕ, интереслĕ япаласем ăсталаççĕ. Кунтах пĕр-пĕрне пулăшма та хăнăхаççĕ. Çак эрнере ирттернĕ занятире ачасем «Хăйăр тĕнчине» экскурсие кайрĕç. Хăйăрăн пахалăхĕсене, унăн кирлĕлĕхне тупса палăртрĕç. Шăпăрлансем хăйсен тавçăрулăхне, ăнкарулăхне пула хăйăр тĕнчинче пурăнакансемпе паллашрĕç. Вĕсемпе хаваспах туслашса, пĕр-пĕринпе тахçанах тачă çыхăнура тăнă евĕр, ал тупанĕсемпе (ладошки) тĕрлĕ ÿкерчĕксем калăпларĕç. Пĕр-пĕринпе хавхаланса та ăмăртса ĕçлерĕç.
Çапла ĕçсем туни воспитанниксене тĕплĕн ĕçлеме хăнăхтарать (усидчивость), тăрăшулăхне аталантарать, шкулта вĕренессине те никĕслет (мотивирует). Вĕсен моторикине (витĕмлĕхне) аталанма, тимлĕлĕхне ÿстерме пулăшать. Унсăр пуçне туслăха аталантарать, çирĕплетет.
Ачасем те çак кружока хаваспах çÿреççĕ. Вĕсем занятисене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Вера БОРЦОВА,
кружок ертÿçи.
Пелепей хули.