Урал сасси
+19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Декабрӗн 2020, 12:33

Елизавета Максимовна ЛЬВОВА

Авăркас районěнчи Çěньял ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аннене, кукамая Елизавета Максимовна ЛЬВОВАНА 85 çулхи юбилей ячěпе!

Юратнӑран та юратнӑ ҫыннӑмӑра 85 ҫулхи юбилей ячӗпе чун-чӗререн тухакан чи ырӑ та ӑшӑ сӑмахсемпе саламлатпӑр! Уйӑх пек ҫутӑ кун-ҫул, ҫурхи хӗвел пек ырӑ кӑмӑл, инҫет ҫул евӗр вӑрӑм ӗмěр, чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, куҫ тулли телей, тус-тӑвансемпе шăкӑлтатса пурӑнма ҫутӑ ӑраскал сунатпӑр!
Çулсем иртнине туймасăр малалла пурăнма Турă пулăшса пытăр. Хăвна упра, сывлăхлă пул!
Эс пире савса ÿстернě,
Пурнăçра телей пилленě.
Ăс парса ырра вěрентнě,
Çунатсем парса вěçтернě.
Анне, кукамай, сана тавах!
Тата нумай çул эс пурăнах!
Ырă сунса, пуç тайса - Çěньялта пурăнакан
Галя хěрěн çемйи.
Читайте нас: