Урал сасси
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Декабрӗн 2020, 13:25

«Miss International Ufa» конкурсра Анастасия Кириллова чăваш хĕрĕ тупăшать

Республикăри халăхсен туслăх çурчĕ тата ПР Культура министерствин пуçарăвĕпе декабрь уйăхĕн 4-мĕшĕнчен Ĕпхÿ хулинче халăхсен илемĕпе пултарулăхĕ «Miss International Ufa» республика конкурсĕ пырать. Кăçал унта çичĕ тĕрлĕ наци хĕрĕ хăйсен культурипе паллаштараççĕ. Кăшăлвирус инфекцийĕнчен асăрханас тĕллевпе «Miss International Ufa» конкурс онлайн мелĕпе иртет.

Аса илтеретпĕр, «Miss International Ufa» пуçласа 2018 çулта иртнĕччĕ. Ун чухне чăваш халăх культурипе, йăли-йĕркипе Пишпÿлек ялĕнче çуралса ÿснĕ, вăл вăхăтра Ĕпхÿри Загир Исмагилов ячĕллĕ ÿнер институтĕнче тăваттăмĕш курсра вĕренекен Екатерина Емельянова паллаштарнăччĕ. Конкурсра Екатерина «Туслăх мисĕ» ята тивĕçнĕччĕ.
Положени тăрăх «Miss International Ufa» конкурса илĕртÿллĕ сăн-питлĕ, пултаруллă, хăйсене сцена çинче тытма пĕлекен, Пушкăртстанра пурăнакан 18-27 çулхи качча кайман хĕрсем хутшăнаççĕ. Заявлени çырса суйлав тапхăрĕ витĕр иртнĕ хыççăн хĕрсем малалла тупăшаççĕ. Кăçалхи конкурс-фестивальте чăваш наци культурипе 18 çулхи Анастасия Кириллова паллаштарать.
Анастасия чăваш литература классикĕн К.В. Ивановăн тăван тăрăхĕнче, сăвăллă-юрăллă Пелепей хулинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕн тымарĕсем Пишпÿлек тата Кармаскалă тăрăхĕнчен пуçланнă. Пултаруллă хĕр М. Акмулла ячĕллĕ Пушкăрт патшалăх педагогика университетĕнче пĕрремĕш курсра вĕренет.
Настя мĕн ачаранах чăваш культурин утравĕнче ÿснĕ темелле. Амăшĕ, Олеся Геннадиевна - «Нарспи» чăваш халăх фольклорпа этнографи ансамблĕн солистки, П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕн вĕрентекенĕ. Настьăн кукашшĕ, Геннадий Степанович Дмитриев, ялти культура çурчĕн директорĕ пулнă. Хĕр ача чăваш халăхĕн чăн-чăн илемне янăравлă юрăсенче, илемлĕ тĕрĕсенче сăнаса ÿснĕ. Чăваш культура тĕнчипе анлăрах Ĕпхÿри П.М. Миронов ячĕллĕ чăваш вырсарни шкулĕнче паллашнă. Унта час-часах халăх уявĕсем, паллă çынсемпе тĕл пулусем иртнĕ. Асăннă шкул вĕренекенĕ пулнă май А.Кириллова вĕсене яланах хастар хутшăннă.
- Чăваш халăхĕ тарават, ĕçчен, ырă кăмăллă. Кирек епле ĕçе те чунтан парăнса пурнăçлать. Манăн мăн кукаçи ялта агроном пулса ĕçленĕ. Пĕррехинче, кĕрхи вырма вăхăтĕнче, унăн çитĕнсе çитнĕ хĕрĕсем клуба дискотекăна кайма пуçтарăннă. «Вырма вăхăтĕнче мĕнле ташă каçĕ пулма пултарать?!», - тенĕ кукаçи. Паллах, хĕрĕсем ашшĕн сăмахĕнчен иртеймен. Мана та аслисем кирек епле ĕçе те тĕплĕ тума хăнăхтарнă. «Ячĕшĕн кăна тăватăн пулсан, ан та тытăн», - тетчĕç вĕсем. Пирĕн тăвансенчен ытларах пайĕ ялта пурăнать. Унта пулнă чухне эпир кашнин патне кĕрсе тухма тăрăшатпăр. Унсăрăн вĕсене хисеплемен пек пулса тухать. Сĕтел çине лартнă сăя тутанса пăхманни те вырăнлă мар.
Пурнăçри йывăрлăхсене пăхмасар манăн мăн асаттесем хăйсен культурине, чĕлхине сыхласа хăварма пултарни - чăн-чăн паттăрлăх. Шел, паянхи çамрăксем хушшинче чăвашла калаçакансем сахаллансах пыраççĕ. Халăх хăй чĕлхи сывă пулсан çеç пурăнать. Чăваш халăхĕ çултан çул йышлăланса, культури аталанса, пуянланса пытăр, - тет Анастасия тăван халăхпа мăнаçланса тата унăн малашлăхĕшĕн пăшăрханса.
Ăмăртÿ пĕтĕмлетĕвĕсене çулталăк вĕçĕнче пĕлтерĕç. «Miss International Ufa» конкурсăн дневникĕпе БСТ телеканалта паллашма пулать. Вĕсене çĕнĕ çулчченех кăтартĕç.
Надежда РОДИОНОВА. Ĕпхÿ хули.
Читайте нас: