Урал сасси
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Общие статьи
9 Декабрӗн 2020, 12:35

Раиса Маркеловна ПРОХОРОВА

Ермеккей тăрăхĕнчи Суккул ялĕнче пурăнакан юратнă та хаклă аннене, ытарайми ырă кăмăллă та тимлĕ асаннене Раиса Маркеловна ПРОХОРОВАНА юбилей ячĕпе!

Ноябрь уйăхĕн 27-мĕшĕнче пирĕн чи çывăх çыннăмăр 85 çул тултарчĕ. Вăл хăй ĕмĕрне чи пархатарлă та сумлă профессие, ачасене вĕрентес ĕçе, халалланă. Раиса Маркеловна - педагогика ĕçĕн ветеранĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентÿ ĕç отличникĕ. Сана ялĕпе, районĕпе хисеплеççĕ. Эсĕ вĕрентсе кăларнă ачасем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хураççĕ, хăйсене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕрентекенне тав тăваççĕ. Пире те, пĕр ывăлупа виçĕ хĕрне хăв пек тÿрĕ кăмăллă пулма вĕрентсе ÿстертĕн. Эсĕ - чи ырă та ăшă кăмăллă, яланах пире ăнланма тăрăшакан анне, асанне, кукамай. Эсĕ вăй-хăват панипе, пулăшса, ăс парса пынипе эпир ура çинче çирĕп тăратпăр. Аннеçĕм, сана юбилей ячĕпе чун-чĕререн саламласа вăрăм ĕмĕр, юман пек çирĕп сывлăх, кĕр мăнтăрĕ пек тулăх пурнăç, телей, ăнăçу сунатпăр.
Ăшă салампа - ывăлĕпе кинĕ, хĕрĕсемпе кĕрÿшĕ,
мăнукĕсем.
Читайте нас: