Хаклă çыннăмăра çак паллă кун ячĕпе саламланă май вăрăм ĕмĕр‚ хурçă пек çирĕп сывлăх‚ тулли кĕреке‚ канлĕ ватлăх сунатпăр. Çут тĕнче илемĕпе киленсе пĕр чирлемесĕр‚ кулянмасăр пурăнмалла пултăр‚ пурте хăв шутланă пек пурнăçланса‚ ăнса пытăр. Çĕр çинчи мĕнпур таси‚ ырри-лайăххи‚ телей кÿрекенни санпа пĕр çулпа çÿретĕр.
Сан сывлăху тĕреклĕ пултăр‚
Çăлкуç пек тăтăр вăл тапса.
Телей хĕвелĕ саншăн çунтăр –
Çапла калатпăр ыр сунса.
Ăшă салампа - мăшăрĕ‚ Валентина‚ Ирина‚
Альбина хĕрĕсемпе Юрий ывăлĕ‚ кĕрĕвĕсемпе
кинĕ‚ мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем.